16 августа 2008 г.
Республикăри Министрсен Кабинечĕн хушăвне пурнăçа кĕртсе районта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем патне уйăракан тимлĕхе ÿстерсех пыраççĕ. Районти тĕп больницăн кашни уйрăмĕнчех ветерансем валли палатăсем пур. Вĕсене çĕнĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ. Кăçал çеç хăтлăха лайăхлатма 2 çĕнĕ холодильник, 2 телевизор, “Тефаль” электрочейниксемпе чей куркисем туяннă.
Пĕрремĕш çур çулта ветерансем валли тата 3500 тенкĕлĕх хушма апат хатĕрленĕ.
“Сывлăх” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 1682 инвалидпа участник, çар ĕçне хутшăннисем, çар службинче вилнисен çемье членĕсем, тыл ветеранĕсем диспансеризаци тухнă.
Медицина ĕçченĕсем ватăсем патне килĕрен çÿресси йăлана кĕнĕ. Уçă алăксен кунĕсем тăтăшах пулаççĕ.