16 августа 2008 г.
Ăс-тăн тата кăмăл-сипет енĕпе воспитани парассипе чиркÿпе килĕштерсе ĕçлес ыйтупа Улатăрта канашлу-семинар иртнĕ. Унта вырăнти хăй тытăмлăх, культура, вĕрентÿ учрежденийĕсен, тĕн пĕрлешĕвĕсен представителĕсем хутшăннă. Унта Улатăрти вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тĕн пĕрлешĕвĕсем килĕштерсе ĕçленин опычĕпе паллашнă. Семинар-канашлăва йĕркелекенĕ – Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви.
Семинарта ЧР Культура министрĕн çумĕ В.Бондарев, Улатăр хула пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Т.Ежова докладсем тунă. Çавăн пекех Улатăр епископĕ, Чăваш Ен – Шупашкар епархийĕн викарийĕ Савватий тухса каланă, воспитани ĕçне малалла та пĕрле тата хастарлăрах туса пымаллине палăртнă.