16 августа 2008 г.
Канăçсăр, питĕ канăçсăр вăхăт халь ял çыннишĕн: çуркунне никĕсе хывнă вăрлăх ăнса çитĕнчĕ. Куçа савăнтаракан тыр-пула май пур таран кĕске тапхăрта пухса илмелле. Çанталăкшăн тухăç кĕлете кĕнипе кĕменни пур пĕрех, пĕр çумăра кайсан кашти хуçăлнăнах туйăнать. Çĕр ĕçченĕ çавăнпах ăшă кунсен кашни минучĕпе туллин усă курма тăрăшать.
“Малалла” артельте ĕççи хĕрнĕçем хĕрсе пырать, вырмана хăвăртрах вĕçлес тесе тăрăшаççĕ.
– Çумăр çеç ан çутăрччĕ, вара тепĕр 2-3 кунтан тыр-пула пуçтарса пĕтеретпĕр, – тет хуçалăхăн тĕп агрономĕ Н.Лукин.
Пĕрчĕллĕ культурăсем “Малалла” артельте 430 гектар йышăнаççĕ, вĕсенчен кĕрхи урпапа тулă – 120. Вăрлăхсем элита, супер элита пулнăран тухăç лайăх. Çуркунне минераллă удобренисемпе апатлантарни те пысăк витĕм кÿнĕ. Акă, “Эльф” урпах гектартан 50 центнера яхăн тухать. Савăнмалăх та, мухтанмалăх та пур. Тухăç лайăх чухне комбайнерсене те вăй хума кăмăллă.
Тыр-пул уйĕнче харăсах пилĕк комбайн ĕçлет, пĕри те пушă лармасть. Уй-хир “карап” хуçисем штурвал умĕнче пĕрремĕш çул лармаççĕ, стажĕсем пысăк. Акă, Владимир Ивановпа Иван Иванов – ашшĕпе ывăлĕ. Иккĕшĕ икĕ техникăпа ĕçлеççĕ. Н.Филиппов та ачине, Сашăна, штурвал умне ларма хăнăхтарать. Сăмах май, вĕсен кăтартăвĕ чи пысăкки: 150 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. В.Степановпа И.Терентьев комбайнерсем те çулленех вырмана хутшăнаççĕ. Бункера тулнă тыр-пула пĕр ЗИЛ тата икĕ ГАЗ-53 йĕтем çине турттараççĕ.
Ĕçлеттернипе çеç мар, хавхалантарма та пĕлмелле. Хăш-пĕр чухне тимлĕх уйăрни укçаран та хаклăрах пек туйăнать. Акă, “Малалла” артельте 150 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ комбайнер ячĕпе хуплу пĕçереççĕ. Каçхи сывлăм ÿксен пурте пĕрле пуçтарăнса ас тивеççĕ. Ытти хуçалăхсенче те çапла тусан тем пекехчĕ...
Вырма вĕçленнĕ хыççăн комбайнерсене шалусăр пуçне тÿлевсĕр тырă параççĕ, преми те тивĕçет.
Хиртен куллен йĕтем çине 120-150 тонна тырă турттарса килеççĕ. Ăна тÿрех тасатса кĕлете кĕртеççĕ, вăрлăх валли хатĕрлеççĕ, сутаççĕ. Л.Шашкина йĕтем ертÿçи ăçта мĕн тумаллине пăхсах тăрать.
Йĕтем çинче ытларах студентсемпе тивĕçлĕ канăва кайнисем, шкулта аслă класра вĕренекенсем вăй хураççĕ – пурĕ 25 çын. Михĕсене машинăран пушатса тата тиесе тăма грузчиксем пур, вĕсем 10-ăн. Тырă тата сухан вăрлăхне аллакан техникăна А.Ермилов, А.Клементьев, Р.Иванов машинистсем пăхса юсаса тăраççĕ.
Хуçалăхра хĕле хатĕрленсе улăм урисем те тума тытăннă. Иккĕшĕ хатĕр те, вĕсенче çĕршер тонна типĕ апат. Ĕç малалла пырать. И.Киргизовпа Н.Горшков трактористсем стогометсемпе купалаççĕ, Г.Филипповпа Г.Широков волокушăсемпе улăма сĕтĕреççĕ. Кашнийĕ хăвăртрах вĕçлесе тепĕр хире куçас тесе тăрăшать.
Тыр-пултан пушаннă уйра çийĕнчех суха çакнă трактор унталла та кунталла хутлать, çĕре хуратать.
– Кĕрхи çĕртме тума пуçларăмăр. Çитес çул ку лаптăкра çĕр улми лартма палăртнă, çавăнпа та тарăн сухалаттаратпăр. Тарăнăшĕ 25 сантиметр, çапла кирлĕ те. Трактористсем пирĕн маттур. Çĕртме тăвакан В.Улжусев, В.Шагулов, Ю.Ильичев механизаторсене ырăпа çеç асăнас килет, – тет хирсемпе паллаштарса çÿренĕ май Н.Лукин.
Кĕрхисене артельте 150 гектартан кая мар акса хăварасшăн. Вăрлăхсем хатĕр, пурте элита.
Сухан вăрлăхĕн анинче те хĕрÿ ĕç. Хуçалăхра тăрăшакансемпе специалистсене ăна пайласа панă. 15 гектар çинче çитĕннĕ культура питĕ ăнса пулнă, тухăç гектартан вăтамран 150 центнерпа танлашать. Тÿрех алласа сортлаççĕ.
Кăнтăрла çитсе пынă чухне хирте ĕç шавĕ самантлăха лăпланать. Поварсем килнĕ, кунне икĕ хут çапла апатлантараççĕ. Столовăй çывăхĕнче вăй хуракансем хăйсемех килеççĕ. И.Езюкова, В.Абзыкова, Н.Кузнецова, В.Шашкина поварсем ирхине ирех çитеççĕ те плита умне тăраççĕ, куллен 50-60 çынна апат çитереççĕ.
Пĕрин хыççăн тепри пыраççĕ комбайнсем. Çĕнĕ тырă кĕлете кĕрет, унăн шăрши сăмсана кăтăклать. Чунра вара ырă-ырă...
О.ПАВЛОВА.