16 августа 2008 г.
Физкультурăпа спорт комплексĕнче сывлăх кунĕ иртрĕ. Спорт уявне ял тăрăхĕсен тата район администрацийĕн пайĕсен командисем хутшăнчĕç. Физкультурниксен кунĕ ячĕпе ăмăртусенче çитĕнÿсем сунса район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ АПК предприятисемпе хутшăнусем йĕркелекен пай пуçлăхĕ М.Калмыков, ФСК директорĕ А.Краснов саламларĕç. Бассейнра вăйăсем иртрĕç. Шыв тĕпĕнчен кашăксене пухасси интереслĕ пулчĕ. Вĕрен туртрĕç.
Ял тăрăхĕсем хушшинчи эстафетăра Пикшиксем, администраци пайĕсемпе ФСК командисенчен хуçасем çĕнтерчĕç.
Пай ертÿçисенчен финанс пайĕн начальникĕ Т.Полякова, район пуçлăхĕн çумĕсенчен М.Калмыков чи правуррисем пулчĕç.
40 çултан иртнĕ ял тăрăхĕсен ертÿçисем тата ФСК специалисчĕсем хушшинче (арçынсем 25 метр ишрĕç) В.Карягина (“Паттăр” тренерĕ), 40 çула çитичченхисенчен (арçынсем – 50 метр) Б.Маслова çитекенни пулмарĕ. 25 метр ишсе 35 çул тултарман хĕрарăмсенчен пĕрремĕш Е.Каленова (ФСК тренерĕ) çитрĕ. Вĕсенчен аслăраххисенчен вара Тăрăн ял тăрăхĕнчи П.Логунова мала тухрĕ.
40 çулчченхи водительсенчен 50 метрлă дистанцие Патăрьел ял тăрăхĕнчи Д.Ефимов парăнтарчĕ. Вĕсенчен аслăраххисенчен (АПК предприятисемпе хутшăнусем йĕркелекен пай) Н.Угасев мала тухрĕ.
Ял тăрăх пуçлăхĕсенчен Тăрăнти В.Рубцов пĕрре-мĕш вырăн йышăнчĕ. Унăн вăхăчĕ спорт комплексĕн рекорчĕ пулнине пĕл-терчĕç. Çавна май Тăрăн ял тăрăхĕн команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Администраци пайĕсенчен вара АПК предприятисемпе хутшăнусем йĕркелес ĕçре вăй хуракансем палăрчĕç. Çĕнтерÿçĕсене асăнмалăх парнесем, дипломсем, пылак призсем пачĕç. Юлашкинчен спорт комплексĕпе паллашрĕç, тренажер залĕ илĕртрĕ, теннисла вылярĕç.
Хамăр корр.