16 августа 2008 г.
Тăван кĕтесрен хакли çук Чылайранпа ĕнтĕ эпĕ “Хуркайăк çулĕ” ятлă историлле романсен ярăмне çыратăп. Унта пурĕ 12 роман пулмалла. Вĕсем пурте тăван чăваш халăх пурнăçĕнчи чи пысăк пĕлтерĕшлĕ самантсене çутатса памалла. Сакăр романне çырса пĕтернĕ.
Пĕрремĕш романĕ – “Хĕвел хапхи”, пирĕн эрăчченхи VI ĕмĕрти ĕçсем. Иккĕмĕш романĕ – “Юрăçăпа патша”, Александр Македонский тапхăрĕ. Вĕсене иккĕшне пĕрлештерсе, пĕлтĕр Чăваш кĕнеке издательстви “Алтăр çăлтăр çутипе” уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларчĕ.
Ытти романĕсем те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ самантсене çутатса параççĕ. Çиччĕмĕш роман – “Кĕмĕл кĕпер”, унта ХIII ĕмĕр пуçламăшĕнче пирĕн ламтайсене Атăлçи пăлхарсем, монгол-тутарсене хирĕç епле паттăррăн кĕрешнине, Ылтăнпик патша çав вăрçăра епле пуç хунине çырса кăтартатăп. Саккăрмĕш роман та çав вăрçăри паттăрсем çинченех. Ылтăнпик патша вилнĕ хыççăн çак кĕрешĕве унăн хĕрĕ Ылтăнчеч тата кĕрÿшĕ Бачман ертсе пыраççĕ. Анчах вĕсем те 1237 çул вĕçĕнче паттăрăн пуçĕсене хураççĕ. Çакăн хыççăн тухăçран тапăнса килнĕ тискер тăшмана хирĕç пыракан вăрçа Чăваш-паттăр ятлă çарпуçĕ ертсе пырать. Ылтăнчеч, Бачман, Чăваш-паттăр – манăн саккăрмĕш историлле романăн тĕп геройĕсем.
Халĕ вара çав ярăмри тăххăрмĕш романа çыратăп. “Хура вăрман çинче хура пĕлĕт” ятлă вăл. Романри ĕçсем хам çуралса ÿснĕ тăрăхра, Пăлапа Юхма шывĕсен хĕрринче пулса иртеççĕ. Материала пĕтĕмпех пĕлетĕп ĕнтĕ, роман геройĕсем те куç умĕнчех. Анчах темшĕн çырăнмасть. Сасартăк ăнлантăм: ара, манăн çав вырăнсене çитсе килес, тепĕр хут паянхи куçпа курса тухас пулать.
1621 çулта манăн мăн ламтайсенчен пĕрне, Арансайпик турхана, хĕсметре чылай çул тăнăшăн, çĕр-шыва сыхлас ĕçре маттур пулнăшăн çĕр панă. Вăл вара хăйĕн 30 юлташĕпе хăйне панă çĕр çине куçса килнĕ те Юхма-Упи ялне пуçласа янă.
Мĕншĕн çапла ят панă-ха ялне;
Юхма шывĕ хĕррине лартнăран. Çавăнпа ял ятĕнче “Юхма” сăмах пуррине пурте ăнланатпăр. Арансайпик хăй вăл Упи-паттăр йăхĕнчен пулнă. Арансайпикĕн мăнаслашшĕ Упи-паттăр монгол-тутарсемпе кĕрешсе чапа тухнă çар пуçĕ. Кайран, Батый-хан çарĕсемпе чылай çул кĕрешнĕ хыççăн, вăл хăй ямахачĕпе, мĕн пур пурлăхĕпе, çарти юлташĕсемпе Атăл ку енне каçса Аслă Упи ялне пуçласа янă. Ку ял халĕ Красноармейски районне кĕрет. Ял ятĕнче Упи сăмаха упраса Арансайпик хăй йăхĕн ятне упрас тенĕ ĕнтĕ.
Юхма Упи çĕнĕ тапхăрта, Мускав патшалăхĕ куçса çÿрекен ногайсене хĕссе кăнтăр-хĕвелтухăçнелле ÿссе-аталанса пынă тапхăрта, çак тăрăхра чи малтан пуçланса кайнă чăваш ялĕсенчен пĕри. Анчах халĕ вăл ял çук ĕнтĕ. Колхозсем тунă вăхăтра çĕр хĕсĕккипе аптранă юхма-уписем тĕрлĕ çĕре куçа-куçа кайнă. Çапах ял вырăнĕ ăçта пулнине пурте пĕлеççĕ. Масарĕ паллă. Унтах Арансайпике те пытарнă, манăн мăн кукаçейсемпе мăн кукамайсем выртаççĕ, унтах ман кукамай Кулине.
Вĕсене асăнтăмăр, çăкăр хутăмăр, вырăнĕсене шыв сапрăмăр.
Кукаçей, Ваçанкка Ураков, каярах вăл Лисицын хушаматпа çÿренĕ, кукамай вилнĕ хыççăн та чылай пурăннă. Ăна вара Тикеш масарне пытарнă. Кукаçей патне те кĕрсе тухрăмăр. Ăна та, Тикеше куçса килнĕ ытти юхма-уписене те асăнтăмăр.
Тикеш ялĕпе юнашар, Арапуç çулĕпе Пăла юхан шывĕ хушшинче – авалхи хула, Тикеш карманĕ (крепоçĕ) теççĕ ăна. Унта çитрĕмĕр. VIII-XIII ĕмĕрсенчи хула пулнă кунта. Хăш-пĕри хула историне вуннăмĕш ĕмĕрсенчен çеç пуçласшăн, кунпа килĕшме çук. А.П.Смирнов паллă археолог профессор ертсе пынипе кунта 1956-1959 çулсенче экспедици ĕçлерĕ. Ĕçлекенсем хушшинче эпĕ те пултăм. Хула VIII ĕмĕртех пулнине çирĕплетекен археологи япалисем нумай тупнăччĕ эпир.
Тикеш хули Атăлçи пăлхарсен чи вăйлă çирĕплетнĕ карманĕсенчен пĕри пулнă. Ăна виçĕ хÿме хÿтĕленĕ. Кашни хÿме умĕнче тарăн канавсем пулнă. Ас тăватăп-ха: эпир ача чухне çав хÿме питĕ çÿллĕччĕ, аран-аран упаленсе хăпараттăмăр унта.
Нумаях пулмасть ман пĕлĕшсем икĕ автобус тытса, пысăк укçа тÿлесе авалхи Аркаим хулине кайса килни çинчен хавхаланса каласа пачĕç. Вунă кун иртнĕ çул çинче. Аркаим çинчен те питĕ лайăх пĕлетĕп. Ăна 1987 çулта тупнă, чи малтан ăна истори наукисен кандидачĕ Г.В.Зданович çырса кăтартнăччĕ. Çÿлтен аэрофотоÿкерчĕк тăвас пулсан, пирĕн Тикеш хули шăп та лăп Аркаим пекех. Аркаима та пирĕн тахçанхи мăн ламтайсемех тунă. Халĕ Аркаима чĕртсе тăратас, туристсем килсе çÿрекен вырăн тăвас тесе питĕ нумай ĕçлеççĕ, патшалăх кун валли укçа уйăрать. Кăштах йĕркелесе илем кÿрес пулсан, пирĕн Тикеш хули те Аркаимран пĕрре те кая пулмалла мар та çав. Çакна ăнланса, укçа параканĕ хăçан тупăнĕ-ши;..
Пăлапа Юхма шывĕн тăрăхĕсем авалхи тапхăрта питĕ паллă вырăн пулнă. Тикеш хулине монгол-тутарсем 1237-1242 çулсенче çунтарса янă теме пулать.
Ку таврара çакăн пек вырăн тепре те пур – Таяпа хули. Ăна монгол-тутарсем çунтарса янă, çапах та вăл кайран тепĕр хут чĕрĕлсе тăнă. Юлашки хут Таяпа хулине XIV ĕмĕр вĕçĕнче çунтарса янă. Çакна тĕпчевçĕсем пурте пĕр саслăн çирĕплетеççĕ. Мĕнле пулса иртнĕ-ха çакă;
1395 çулта Атăлăн сулахай енче, Хăнтăрча шывĕ хĕрринче, Ылтăн Урта ханĕн Тăхтамăш çарĕпе Вăтам Азирен тапăнса килнĕ Тамерлан çарĕ хушшинче питĕ хаяр та юнлă çапăçу пулса иртнĕ. Тамерлан (Тимĕр-хан) çĕнтернĕ. Кайран вăл Ылтăн Уртана кĕнĕ авалхи упранса юлнă е çĕнĕрен çĕкленнĕ Атăлçи Пăлхарстан хулисене те çунтарма-ишме тытăннă. Аслă Пăлхар хулине те ним юлми аркатнă.
“Виçĕ кун хушшинче пĕтĕм хулана çĕрпе танлаштарнă, – çырнă кун пирки вăтам ĕмĕрсенчи паллă историк Шериф-Эддин Булгари. – Ун мĕн чухлĕ çар пулни çинчен Турă кăна пĕлет пуль. Хула хÿмин çирĕп хапхисене çĕмĕрсе Атăла пăрахма хушнă. Ахах-мерчен пек пикесене хăрхăм туса хăй çар пуçĕсене панă, 36 ăсчаха çакса вĕлернĕ. Пĕтĕм халăха тĕрлĕ еннелле салатса янă...”
Çакăн хыççăн Тимĕр ханăн уйрăм çарĕсем Атăл ку енне те каçнă. Таяпа хулине çунтарса яраканĕсем те вĕсемех пулнă. Çакна А.П.Смирнов профессор та, П.Н.Третьяков паллă археолог та çирĕплетсех калаççĕ.
Çапах чăваш çарпуçĕсем çав Тимĕр хан çарĕсенчен хăраса тăман. Вĕсем тискер тăшмана уçă хирте кĕтсе илсе çĕмĕрсе тăкма шутланă.
Çав вăхăтра питĕ паллă чăваш çар пуçĕ Чекерчек паттăр ертсе пынипе чăваш çарĕсем Пăлапа Хырла хушшине, çÿллĕ сăртсен хÿттине пуçтарăнма тытăннă. Çав вырăна Пăхалă, пăхса-сăнакан сăртсем, теççĕ. Вăл вырăн пирĕн ялтан, Сăкăтран инçе мар, Сăкăтпа Кивĕ Ахпÿрт çулĕ çинче. Пăхалă сăрчĕсен мал енче – уçă вырăн, пысăк çаран. Чекерчек паттăр тăшман çарĕсене çавăнта илĕртсе тухма тăрăшнă. Вăл хăй çарĕсене сăртсемпе Улăп тăприсем хÿттине тăратнă. Тăшман вара çак аслă çарана килсе тухас пулсан йывăр лару-тăрăва лекет. Ун хыçĕнче питĕ пысăк Алмас кÿлли, кÿлĕ йĕри-тавра – вĕçĕ-хĕррисĕр шурлăх. Тăшман валли чакса кайма та, маневр тума та вырăн çук.
Алмас кÿлли халĕ те пур. Вăл Анат Туçапа Кзыл-Чишма ялĕсен хушшинче, шăп та лăп сăрт çине хăпарса çитсен. Тĕлĕнмелле кÿлĕ вăл. Кÿлĕ йĕри-тавра халĕ те путлăхлă вырăнсем. Кÿлĕ тĕпĕнчен чăнах та икĕ кимберлит трубки каять иккен. Çавна пула кÿлĕри шыв яланах тăп-тăрă.
Чăваш çарĕсем Пăхалă патне пуçтарăннине пĕлсен, Тимĕр ханăн çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ тунă çарĕсем Пăла урлă каçса, чăнах та çÿллĕ сăрт тăрринчи уçă çарана тухаççĕ. Çакăнта вара питĕ хаяр çапăçу пуçланса каять.
Эпĕ мĕн ачаран çак вăрçă çинчен халăхра мĕн каланине пуçтарма тытăнтăм. Хамăр ялта та, Алманчăра та, Кивĕ Ахпÿртре те, Туçапа Анат Туçара та пулнă. Вăтăр ытла авалхи истори халапĕсем тата икĕ юрă çырса илнĕ. Халĕ, çавсене лайăх тишкернĕ, çав вăхăтри историлле пулăмсемпе танлаштарнă хыççăн мĕн пулса иртнине ÿкерчĕкри пек куратăп.
Чекерчек паттăр манăн “Хура вăрман çинче хура пĕлĕт” ятлă çĕнĕ историлле романăн тĕп геройĕ. 1395 çулта çак çапăçу мĕнле пулса иртнине пĕлетĕп пулсассăн та манăн çав вырăнсене тепре хам куçпа курас килчĕ. Чĕнчĕ те чĕнчĕ мана Чекерчек паттăр хăй патне. Унăн вилтăприйĕ çине эпир ача чухне ялан кайса çÿреттĕмĕр, вилтăпри тавра çÿресе юрă юрлаттăмăр, сăрчĕ çине уртăш тураттисем хураттăмăр.
Çак хаяр çапăçура чăваш çарĕсем урса çÿрекен Тамерлан çарĕсене ним юлми çĕмĕрсе тăкнă. Шел, Тамерлан хăй пулман кунта. Çапах та ун çарпуçĕсем хăйсен хуçи пекех чăвашсене улталама хăтланнă. Вĕсем хăйсен пĕр таманне (полкне) çапăçу хирне чăваш ялавĕпе тухма хушнă. Чăвашсем ăна хăйсене пулăшма килекен çар тесе хыçа кĕртнĕ пулсан, вăл вара хыçалтан çĕмĕрсе кĕмелле пулнă. Чекерчек паттăр ăста та маттур çар пуçĕ пулнă.
Анчах çак çапăçура чăвашсем аслă çар пуçĕ Чекерчек паттăр та пуçне хурать. Ăна вара тăшмана çĕмĕрсе тăкнă вырăнти чи çÿллĕ вырăна пытарнă. Çав вырăна халăх Чекерчек сăрчĕ тесе чыслать.
Юнлă çапăçу пулнă вырăна вара халĕ Тимĕрле çаранĕ – Тимĕр çарĕсене çĕмĕрсе тăкнă вырăн теççĕ.
Андрей Щукин, ман тете, паллă учитель-краевед И.Н.Ильин, Алманчă ялĕнчи краевед В.И.Васильев тата эпĕ çак вырăнсене курса çÿрерĕмĕр, 1395 çулхи ĕçсем мĕнле пулса иртме пултарнине ăнланма тăрăшрăмăр.
Василий Иванович – ĕмĕр тăршшĕпе шкулта ĕçленĕ, халĕ вара, пенсие тухсассăн, ялта тĕлĕнмелле чаплă музей йĕркеленĕ, ăна пăхса тăрать. “Эх, – кулянса калаçрĕ вăл, – Тимĕрле çаранне ахалех сухалама тытăнчĕç çав. Юрать-ха, Чекерчек паттăр сăрчĕ кăштах упранса юлнă...”
Чекерчек паттăрпа унăн мухтавлă çыннисене асăнса эпир сăрт çине çăкăр хутăмăр, шыв сапрăмăр, авалхи кĕлĕсене каларăмăр. Эпĕ вара хам 1954 çулта Алманчă ялĕнчи 79 çулхи Е.П.Волковран çырса илнĕ историлле юрра вуласа патăм.
Хура пĕлĕт пек килсе кĕчĕ тăшман,
Тăван хĕр пире кĕрешÿ хирне чĕнчĕ.
Эпир ун чухне тăшманран хăраман,
Чекерчек паттăр ертсе пычĕ.
Ытла та хаярччĕ, тискерччĕ тăшман,
Пиншер чăваш-паттăр ун чух пуçне хучĕ.
Эпир пурпĕрех чакма шутламан,
Чекерчек паттăр пире ертсе пычĕ.
Пире улталасшăн хăтланчĕ тăшман,
Уксах çичĕ ют, эс пире улталаймăн!
Çĕнтертĕмĕр эпĕр, тарса кайрĕ тăшман,
Анчах пуçне хучĕ Чекерчек паттăр.
Манмастпăр пуç хунă юлташ-туссене,
Çар пуçĕн ятне те манмастпăр.
Каятпăр ялан Чекерчек сăрчĕ çине,
Çар пуçне асăнса пуççапатпăр.
Хамăр ялта, Сăкăтра, Шавлама старикрен (Василий Барабанов) çырса илнĕ “Чекерчек паттăр” юрăра та çак шухăшах каланă.
Халăх хăй пурнăçĕнчи чи асра юлмалли самантсене нихăçан та манмасть çав. 1395 çулхи кĕрешÿ кунĕсем çавăн пек самантсенчен пĕри. Манăн вара çав паттăрлăх кунĕсене историлле романра пурте пĕлмелле çырса кăтартас килет.
Ытарайми вырăн çав тăван кĕтес! Этеме вăл вăй парать, çĕнĕ ĕмĕтсем çуратма пулăшать. Тăван кĕтесрен хакли çук чăнах та. Халь мĕн ачаран чупса çÿренĕ вырăнсене курса, мĕн ачаран асатте-асанне каласа панă авалхи халапсене аса илсе, эпĕ каллех аваллăх тĕнчине путрăм. Халĕ ĕнтĕ çĕнĕ романа мĕнле çырмаллине пĕлетĕп. Пулас геройсем мана хăйсем пулăшса пырĕç. Шанатăп, çапла пулатех...
Юхма Мишши.