АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

16 августа 2008 г.

Измир хулинчи Эге университечĕн ĕçченĕ пирĕн района çитнĕшĕн малтанах тĕлĕнтĕм те. Ăна кунта чĕлхе историне тĕпчес ыйту илсе çитернине пĕлсен иккĕленÿллĕ шухăш пăчланчĕ. Редакципе паллашма та вăхăт тупрĕ. Хăнапа калаçма кăмăллă пулчĕ. Ыйтусене чăвашла, васкамасăр хуравлать вăл.

Хăйне кăсăклантаракан япаласене тишкерет, тĕпчет, ыйтăвĕсене тулли хурав

парасса тĕмсĕлсе кĕтет.

Байрам Булент çурла уйăхĕнче 26 çул тултарчĕ. Инçе çула çывăхлатса чăваша çитни ăна савăнтарать те. Ĕмĕчĕсем пысăк. Вĕсем çинчен каласа пама хăйĕнчен ыйтрăмăр.

– Университетра тĕрĕк чĕлхи вĕрентетĕп эпĕ. Чăваш чĕлхине тĕпчетĕп. Диссертаци ĕçĕ çырмашкăн материалсем пухма килтĕм. Александр Артемьевăн “Салампи” повеçне тĕрĕкле куçарасшăн. Унăн чĕлхи пĕлтерĕшне тĕпчесшĕн. Мĕнле сăмахсемпе, сăмах майлашăвĕсемпе усă курнине тишкересшĕн. Вырăнти чĕлхене тĕпе хунине палăртасшăн. Ваттисен сăмахĕсене, аффикссем хушăннине хамăрăннипе танлаштарасшăн тата ытти те. Чăвашла хамах вулатăп.

– Шупашкара çул ÿкерме сире кам сĕнчĕ-ха;

– Ĕмĕчĕ хамăнах пулнă. Анчах тус-юлташсăр çула тухаймастăн ĕнтĕ. Огусхан манран чылай маларах килнĕ. Вăл чăваш чĕлхин морфологине тĕпчет, лайăх çынсемпе паллашнă. Вĕсенчен пĕри, сирĕн ентешĕр Нăрваш Шăхалĕнчи Альбина Юрату сăвăç. Вăл Турцинче те пĕрре çеç мар пулчĕ. Юлашкинчен тĕрĕк халăх фестивальне хутшăнчĕ. Унта пĕччен те пыман. Шупашкартан “Илемпи” ташă ушкăнне, пĕр тăван Малинасене, Катя Петровăпа Алина Федорова юрăçсене, “Янташ” эстрада ушкăнпа Валерий Иовлева илсе пынăччĕ. Чылайччен калаçрăмăр унпа. Пĕртте ют пулмарĕ. Çакăн хыççăн Чăваш Ене килес шухăш тĕпренех çирĕпленчĕ.

– Вырăс чĕлхи ют сирĕншĕн. Çула тухиччен чăвашла пĕлеттĕр-и;

– Кĕнеке тăрăх пĕр çулталăк морфологипе синтаксис вĕрентĕм, çавах шикленмерĕм. Мана кунта кăмăлтан кĕтсе илчĕç. Автобус, троллейбус çинче чăвашла ыйтăва хуравлакансем (сайра пулин те) тупăнаççех. Икĕ эрне пурăнтăм. Тата çакăн чухлĕ пуласшăн. Çул юлташĕ пурри савăнтарать. Ку хутĕнче те, акă, Альбина Юратупа пĕрле Нăрваш Шăхалĕнче пултăмăр. Вырăнти йăла-йĕркепе паллашрăмăр. “Труд” кооператива, вăтам шкула, лавккасене çитрĕмĕр.

– Измир хулинче пилĕк миллион çын пурăнать. Пирĕн сахалрах. Чăвашсемпе турккăсен пĕрпеклĕхĕсене, ырă енĕсене палăртса хăвараймастăр-и;

– Шупашкар – илемлĕ хула. Таса, тирпейлĕ, илĕртÿллĕ унта. Йывăç нумай ÿсни тĕлĕнтерет. Пирĕн хулара йывăç ÿсмест. Ялсен уйрăмлăхĕсем çукпа пĕрех. Çыннисем вара ĕçчен, ăшă юнлă (тарават тесшĕн ĕнтĕ. Авт.), кăмăллă.

– Апла пулсан татах килес ĕмĕтлĕ эсир;

– Паллах. Килес çул 6 уйăхлăха килесшĕн.

Хăнасене кĕтсе илме хавас эпир.

Университетра вĕреннĕ чухне Булент тутар чĕлхипе интересленнĕ. Ăна 4 çул тĕпченĕ. Огусханпа çывăхланни вара профессор пулма ĕмĕтленекенскере чăваш чĕлхипе кăсăкланма хавхалантарнă. Вăйлă, интереслĕ, пуян чĕлхе тесе хаклать вăл ăна. Пĕр пирĕн Ене çеç çитмен Булент. Чăвашсен тымарĕ Иранра пуррине çирĕплетет. Тĕпчев ĕçĕнче ăна Огусхан та чылай пулăшать. Республикăри наци библиотекине çÿрет. Хула кунĕн уявне хутшăнасшăн. Университет ĕçченĕпе Е. Андреевăпа паллашнă. А.Сысоева, ытти ăсчахсемпе çывăх. Çанă тавăрсах тĕпчет чĕлхене.

А.АСТРАХАНЦЕВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика