20 августа 2008 г.
Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвне район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пынă.
Канашлура иртнĕ эрнене пĕтĕмлетнипе пĕрлех çак эрнери тĕллевсене палăртнă. Тĕпрен илсен калаçу вырмана ăнăçлă вĕçлес, çул-йĕр, пурăнмалли çурт-йĕр тăвас, хутмалли тапхăра хатĕрленес тавра пынă.
Районти вĕрентÿ çурчĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр: 35 шкул ачасене кĕтсе илĕ. Хальхи вăхăтра педагогсен районти тата республикăри конференцине хатĕрленес ĕçсем пыраççĕ.
Çанталăк шăрăх тăнă май пушартан сыхă пулмалли пирки те аса илтернĕ канашлура.