20 августа 2008 г.
Район халăхĕ Кăнтăр Осетинчи синкерле пулăмсене пула инкек тÿснисене пулăшма пикенчĕ. Çак ĕçе “Единая Россия” партин вырăнти уйрăмĕ йĕркелесе пырать. Пуçласа гуманитари пулăшăвне районти ветерансен совечĕн председателĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ В.Владимиров сĕнчĕ. Вăл хăйĕн перекетлесе пынă пенси укçинчен 500 тенкине хыврĕ.
“Вăрçă нушине курнă эпĕ. Ыр кăмăллăх акцийĕнчен пăрăнса юлма пултараймастăп. Ачасемшĕн юхакан куççуль чĕрене ыраттарать. Хамăн пулăшăва чун-чĕререн сĕнетĕп”, – тет ветеран Ырă ĕçсен çулталă-кĕнче тунă ырă утăмĕшĕн савăнса. Çак акцие район халăхĕ кăмăлтан хутшăнасса кĕтет.