20 августа 2008 г.
Кăçалхи июньре Шупашкарта экономика форумĕ иртнĕччĕ. Унта Раççейри ĕçлĕ ушкăнсемсĕр пуçне Германири бизнес çыннисем те хутшăннăччĕ. Халĕ вара республика хамăр патра Германи кунне ирттерме хатĕрленет. Вăл октябрĕн 6-12-мĕшĕсенче пулмалла. Унта ФРГăн Раççейри посолĕ Вальтер Юрген Шмид килессе кĕтеççĕ. Чăваш Ен нимĕçсемпе сакăр çул суту-илÿпе экономика çыхăнăвĕсем тытать пулин те, вăл пирĕн республикăра пулса курман.
Германирен Чăваш Ен ял хуçалăх техники, вăл шутра сăра вĕретмелли те, туянать. Эпир нимĕçсене пир-авăр, кондитер япалисем, химипе машиностроени продукцийĕ сутатпăр.
Чăваш Республикин Экономика аталану министерстви халĕ Германи кунĕсен программине хатĕрлет.