АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çунатлă юрăсен ăсти

20 августа 2008 г.

“Çĕр те пин юрă çĕр-шывĕ” теççĕ Чăваш çĕр-шывне. “Çĕр те пин юрă çĕр-шывĕнчи” çĕнĕрен те çĕнĕ юрă хывакан сумлă композиторсем хушшинче Николай Эривановăн хисепĕ пысăк. Вăрманхĕрри Шăхалĕнче çуралса ÿснĕскер, мĕн ачаран юрă- кĕвĕпе туслă пулнă. Вĕсене пĕчĕккисем те, çамрăксем те, çитĕннисем те, аслисем те, ваттисем те чун-чĕререн хапăллаççĕ. Çĕршер юрă авторне çуралса ÿснĕ таврара çеç мар, çĕр-шывăн чылай-чылай кĕтесĕнче пĕлеççĕ, паллаççĕ, сума сăваççĕ. Вĕсене патшалăх ансамблĕсем те, халăх ушкăнĕсем те, шкул хорĕсем те, уйрăм юрăçсем те, хăй ертсе пыракан Çĕнĕ Шупашкарти Химиксен керменĕнчи “Сăрнай” халăх ансамблĕ те хастар хавхаланупа янратаççĕ.

Ăсталăх ăçтан пуçланать

Н.Эриванов юрăсем çырма çеç мар, кĕвĕлемелли хатĕрсем те тума пултарать. Вăл ăсталанă сăрнайсем, шăпăрсем, шăхличсем уйрăмах уçă та хитре саслă, эрешлĕ. Юрăхсăра тухнă музыка инструменчĕсене пуçтарса, тÿрлетсе, йĕркелесе çĕнĕ пурнăç парать.

Чăннипех те нумай енлĕ Николай Эриванов пултарулăхĕ. Вăйăра та, халăх хушшинче те, тăванĕсемпе ĕçсе-çинĕ чухне те янăравлă сасăпа юрă пуçлать, ыттисене те пĕрле юрлама хавхалантарать. Эпир шкулта вĕреннĕ вăхăтра Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта учительте ĕçлерĕ, музыка вĕрентрĕ. Пирĕн шкул хорĕ пекки таврара та çукчĕ. Николай Лазаревич ертсе пынипе ялти клубра кашни уявра концерт кăтартаттăмăр, кÿршĕ ялсене пысăк ушкăнлă хорпа кайса тĕлĕнтереттĕмĕр, савăнтараттăмăр. Çав вăхăтсем асăмра шевле пек ялтăраса тăраççĕ. Николай Эриванова хисеплесси кунран-кун ÿссе пырать. Ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăвать вăл. Мана та пĕрле юрă çырма хавхалантарать. Тăван ял çинчен, чăваш хăмлаçисемпе çĕр ĕçченĕсем çинчен, юратупа çамрăклăх çинчен пĕрле çырнă юрăсем хама та пит кăмăла каяççĕ.

Музыка çулĕ çине

Еплерех çитнĕ-ха çитĕнÿсем патне ентешĕм; Вăл ял ачи пулнă-çке; Мĕн ачаран тăван ялăн ĕçки-çикине, вăййи-ташшине курса ÿснĕ. Пĕчĕклех купăс калама вĕренесшĕн çуннă. Ĕмĕчĕ, шел те, часах тулман-ха. Чухăн пулнă ун ачалăх сăпкине сиктерекен ашшĕ-амăшĕ. Анчах та чунĕ вĕсен пуян, хастар тĕллевлĕ! Мĕн авалтан Пăлхар çĕрĕнчен çĕкленсе тухнă йыш пархатарлă, хаваллă, кĕвĕллĕ-юрăллă, пултаруллă пулнă. Халĕ те ун йышĕ ăстасемсĕр мар. Сăмахран, Василий шăллĕ – маттур композитор, художник, скульптор. Йывăçран тĕрлĕ кĕлетке касса кăларса ял-йыша савăнтарать, тăван ял сăн-питне эреш-илем кÿрет. Клубри, шкулти пултарулăх ушкăнĕсене ертсе пырать. Хăй çырнă , Николай пиччĕшĕ кĕвĕленĕ юрăсене акатуйра сцена çинче юрлаттарса, ял хисепне тÿпене çитиччен çĕклет.

Мĕн ачаран музыкăна юратнă Николай Эриванов вун пиллĕкрех аслă тĕнчене тухса каять: Мускавра тăватă çул ĕçлесе пурăнать, хăй купăс туянать, кăштахран баян илме укçа-тенкĕ ĕçлесе тума пултарать. Телее, Мускав университечĕн студенчĕ Иван Кузнецов чăваш хорĕ йĕркелет. Миккуль çак хорта хавхаланса юрлать, баян калама вĕренет. Пĕтĕм тĕнчери студентсен 1957 çулта Мускавра пулса иртнĕ фестивале хутшăнать, тĕрлĕ халăх çыннисене тĕлĕнтерет. Республикăри халăх пултарулăх çуртĕнчи курсран вĕренсе тухать те хор баянисчĕ пулса тăрать. Паллă композитор -дирижер Аристах Орлов-Шуçăм ăна асăрхать, усăллă сĕнÿсем парать. Каярахпа, салтакра, полкри художество пултарулăх ушкăнне ертсе пыма хăюлăх çитерет. Совет çарĕнчен тивĕçлĕ хисеппе таврăннă каччă Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче куçăмсăр майпа (заочно) вĕренме пуçлать. Ак хайхи, унăн хастар чĕринче юрă хыççăн юрă кĕвĕленет!

Пултаруллă çамрăка тăван тăрăхĕ йыхрав парать, унран музыкăллă пулăшу ыйтать. Николай чĕнĕве йышăнать: Патăрьелĕнчи Культура çурчĕн директорĕнче вăй хума пуçлать, хор ертсе пырать, Пионерсен çурчĕпе интернатра ачасене баян калама вĕрентет. Вăлах Нăрваш Шăхалĕнче вăтам шкулта юрă учителĕ, Комсомольски район музыка шкулĕн директорĕ.

Туптанать ăсталăх

Халĕ ĕнтĕ музыкçăна Турă пÿрнĕ шăпи культурăн пысăк шайне çĕклет. Вăл пĕтĕм чăваш тĕнчинче паллă композитор. Ун юррисем радиопа телевидени кăларăмĕсенче, Культура керменĕсенче, уяв кунĕсенче тăтăшах янăраççĕ. Вăл çырнă кĕвĕ-çемĕ Чăваш юрăпа ташă ансамблĕн, Чăваш академи капеллин репертуарĕнче хисеплĕ вырăн йышăннă. Ун чун-чĕринчен шăранса тухнă чылай юрă кĕнекеленсе халăхра сарăлнă. Вăл– “Юрламасăр чун чăтмасть”, “Çĕмĕрт çеçкере”, “Путене”, “Çимĕк каçĕ” юрă кĕнекисен авторĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Халăх пултарулăхне аталантарас енĕпе те пысăк хавхаланупа тăрăшать ентеш. Вăл йĕркеленĕ “Сăрнай” ансамбле тĕнче пĕлет! Республикăри пултарулăх курав-концерчĕсене ялан тивĕçлĕ хутшăнать çак туслă ушкăн. Ертÿçĕ ăсталăхĕ вăйлă Николай Эривановăн. Çамрăксемпе ватăсене, кун каçипе ĕçлесе вăй тăкнăскерсене, юрлама хавхалантарма пĕлни – музыкантăн ăс-хакăлĕ хăватлине çирĕплетет. Ахальтен мар ĕнтĕ 1980 çулта фольклора аталантарнăшăн Эриванов ертсе пыракан ансамбле Чăваш АССР Культура Министерстви Хисеп хучĕпе пахаланă, 1990 çулта “Халăх ансамблĕ” ята парса чысланă. Сăрнай та пур ансамблĕн, шăпăр та, кĕсле те, хуткупăс та, сĕрме купăспа балалайка та, параппанпа шăхличсем – тăмран туни те, йывăçран касса кăларни те, сĕркĕчсем те чылай. Чăваш тумĕллĕ чиперккесемпе самай çулланă артистсем сцена çинче шыв юххи пек юхма пуçласан, илемлĕ чăваш кĕвви-юрри янраса кайсан, камăн чунĕ савăнмĕ; Чун хавалĕ çĕкленнипе чылай куракан пĕрле ташша ярать, кинемисем савăнăçпа пăлхану куççульне чараймаççĕ, çамрăклăхне аса илеççĕ. Чăваш халăхĕн мĕн авалтан пыракан йăли-йĕркине ăста кăтартать “Сăрнай” ансамбаль. Пир çапнине те, сăвай çапнисене те, утă çулса пухнине те, тырă вырса кĕрсен тутлă хуплупа пыл сăри кĕрекене пуянлатсан чăваш çынни пур кăмăлтан мăнаçлăн хуçаланса хăни-вĕрлине сăйланине те кăтартса парать вăл. Туй-çу уявне те, çамрăк каçне те калăплать-сăнлать, чăваша хăй чĕлхине, юррине, кĕвви-çеммине хисеплеме, хăй чапĕпе тивĕçлипе мухтанма май парать. Чăннипе мухтава тивĕç Николай Лазаревич ертсе пыракан çак тĕлĕнмелле пысăк пултаруллă коллектив!

Музыкçăсен çемйи

Вăйлă вăрлăхран вăйлă калча шăтать, çĕнĕ ырă вăрлăх пулать. Николай Эривановăн Юрий ывăлĕ Хусан консерваторийĕн композиторсем хатĕрлекен уйрăмĕнче, Чăваш патшалăх университечĕн искусство кафедринче, Америкăри Оклахома Сити университечĕн композитор уйрăмĕнче вĕреннĕ хыççăн халь çав хуларах ĕçлет – педагог-музыкант. Ашшĕ пекех, аслисем валли, ачасем валли хаваслă юрăсем кĕвĕлет. Ача-пăча опери те хайларĕ. Хĕрĕ те, Ольга, Шупашкар университетĕнче вĕренсе музык-çă дипломне илчĕ, пурнăçăн сарлака çулĕ çине тухрĕ. Ачисем аслă пĕлÿ илме пултарнăшăн савăнмаллипех савăнать Николай Лазаревич. Хăй вăл çав шайрах вĕренме пултарайман. Пурнăçĕ урăхла пулнă çамрăк чухне. Çĕнтерÿллĕ хăватпа кăçал вăл хăйĕн çитмĕл çулне паллă тăвать. Çĕнĕ юрăсемпе çынсене савăнтарать. Çак кĕрнеклĕ те авалхи паттăрсем пек илемлĕ чăваша никам та ват çын тесе калаймĕ. Яш пек çамрăк курăнать вăл. Мĕншĕн тесе спортпа туслă, юрă-кĕвĕпе çунатланса, халăха хавхалантарса пурăнать. Сăпайлă та ăслă çивĕч чăваша пурнăçĕнче чылай ăнăçу, тата сумлăрах ÿсĕмсем сунас килет. Ун çинчен чăн-чăн роман çырма пулать. Тивĕç те вăл çак хисепе! Ял халăхĕ мухтанать унпа. Вăл Нăрваш Шăхалĕн хисеплĕ çынни, ун ячĕпе ялта урам та пур. Ял тăрăхĕн администрацийĕн Хисеп хăми çинче пирĕн сăнсем юнашарах çакăнса тăраççĕ.

Халăх хаклавĕ

Юрра-кĕвве юратакан чăваш халăхĕ Николай Эривановăн сумлă юбилейне пĕр пĕтĕм хăватлă юрă-çемĕ сулăмĕпе палăртать. Çавна май вăй-халне пухса, хăй çырнă юрăсен нотисене йĕркелесе, композитор тăван халăх валли хаклă парне – юрăсен тата виçĕ кĕнекине хатĕрлерĕ, çывăх вăхăтрах тăватă пайлă “Лирикăллă симфони” пичетлесе çут тĕнчене кăларма ĕмĕтленет.

Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Патшалăх премийĕн лауреачĕ Юрий Григорьев композитор шухăшĕ: “Николай Эриванов – хальхи вăхăтри чи ĕçчен те пултаруллă музыкантсенчен пĕри. Ун юрри-кĕвви тĕрлĕ енлĕ: çĕкленÿллĕ те хаваслă çемĕсем, анлă шухăшлă та хăватлă туйăмлă, патриотла хавхалануллă юрăсем хайлать. Вăл çырнă симфони – классикăлла произведени шайне, эстрадăна та тивĕçтерет ун юрри-кĕвви. Халăх сăмахлăхне тĕпчесе, хăйне майлă вуншар çемĕ парнеленĕ вăл юрăçсене. Çавăнпах çунатлă юрăсен ăсти теме пулать ăна”.

Чăваш çĕр-шывĕн юрă-кĕвĕ çÿпçи тата çĕршер юрăпа пуяланчĕ теес килет. Малашне те çулсерен пуянланса пытăрччĕ вăл Николай Эриванов хайланă çĕнĕрен-çĕнĕ юрă-кĕвĕпе! Çапла пултăр!

Раиса САРПИ,

Нăрваш Шăхаль ялĕн хисеплĕ çынни, Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ, Пĕтĕм Тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен Нежип Фазыл ячĕллĕ, Алексей Талвир ячĕллĕ премисен лауреачĕ, Чăваш культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика