20 августа 2008 г.
Шăхач. Ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă çынсен сăваплă вырăнне тирпей-илем кĕртесси, вĕсене пăхса тăрасси пуриншĕн те пĕрремĕш тивĕç пулмалла. Çимĕкре çеç мар, вил тăприсем çулталăк тăршшĕпех тимлĕх ыйтаççĕ. Çак тĕллевпе Шăхач ял тăрăх администрацийĕпе депутатсен ушкăнĕн пуçарăвĕпе субботник йĕркеленĕ. Сăваплă ĕçе пĕрремĕш кун 32 çын, иккĕмĕш кун 28-ăн хутшăннă. Ял тăрăх депутачĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ Ф.Васильев çулĕпе çамрăках мар пулсан та айккинче юлман, мĕн пур халăхпа пĕрле тăрăшнă. Вĕсем масар çинчи курăка çулнă, ÿкнĕ йывăçсемпе тĕрлĕ çÿп-çапран тасатнă.
Сăкăт. Унчченрех вырма вăхăтĕнче уй-хир ĕçченĕсене апат вăхăтĕнче юрă-ташăпа савăнтарасси йăлана кĕнĕччĕ. Темшĕн хăш-пĕр çĕрте ырă йăла манăçа тухрĕ. Сăкăтсем пирки ун пек калаймăн. Нумаях пулмасть В.Кузнецова ертсе пыракан халăх пукане театрĕ тыр-пул пухса кĕртекенсене Полоруссов–Шелепин “Çарăк” пьесипе савăнтарнă.
Алманчă. Ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче тăрăшакан А.Сергеевăпа А.Карсакова медицина ĕçченĕсем “В” гепатитран прививка тăвассипе тимлеççĕ. Кĕске вăхăт хушшинчех вĕсем 35-55 çулсенчи 175 çынна прививка тунă.
Турхан. Турхан ял тăрăхне кĕрекен Тури Тăрмăш ялĕнчи магазин тĕпрен çĕнелчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Кунта юсав ĕçĕсем ирттернипе пĕрлех шыв кĕртессипе те чылай тăрăшнă. “Хастар” хуçалăх та пулăшнă: магазин çумĕнче ларса канмалли вырăн йĕркеленĕ.