20 августа 2008 г.
Хаçат вулакансем И.Ергуновăн юррисене асăрханах ĕнтĕ. “Авангардра” кăçал темиçе хутчен те пичетленсе тухрĕç. Вĕсенче чăвашлăх туйăмĕсем, ял пурнăçĕ, çулталăкăн вăхăчĕсемпе çут çанталăк пулăмĕсем палăраççĕ.
Нумаях пулмасть вăл редакцинче пулчĕ. Пит-куçне, тыткаларăшне пăхсан пĕр-ик çул каялла тивĕçлĕ канăва тухнă çын тейĕн Иван Михайловича.
– Юрă-кĕвĕпе туслашни пулăшать. Пурнăçра эпĕ ĕçкĕ-çикĕпе иртĕнмен, çăвара чикаркă хыпса курман. Хамăн чи паха ен вара пули-пулмишĕн чăркашăва кĕменни, паянхи пурнăçпа киленсе, савăнса пурăнни тесе шутлатăп. Çĕр çинче утса çÿрени хăй телей вăл. Çутă тĕнчен кашни кунĕпе туллин усă курмалла, – тет ентеш.
Иван Михайловичăн ачалăхĕ Каншелĕнче иртнĕ. Мĕн пур çамрăксем пекех аки-сухине те, çурлапа тырă вырма, ытти ĕçсене те хутшăннă. Ачалăхăн асра юлнă саманчĕ вара – ĕне суни.
– Пирĕн ĕне аннене çеç хăнăхнăччĕ, ыттисене çывăха та ямасчĕ. Ăçта кайнине ас тумастăп, анчах килте хамăр çеç пĕрер эрне пурăнтăмăр. Ирпе каç сумалла. Аннен кĕпи-саппунне тăхăнса, тутăрне çыхса йывăр лару-тăруран чиперех тухрăм, – тет ачалăхне аса илнĕ май ветеран.
Первомайскинчи вăтам шкула вĕренсе пĕтерсен тухтăр пулас шухăшпа Челябинск хулинчи медицина институтне çул тытнă. Алла диплом илсен пĕр вăхăт çак облаçрах врач пулса ĕçленĕ. Малалла талпăнакан çамрăк Мускав хулине те парăнтарнă. СССР наукăпа тĕпчев институчĕ çумĕнчи наука академийĕнче пĕлÿ шайне ÿстернĕ, медицина наукисен кандидачĕн диссертацине хÿтĕленĕ. Çапах та тăван ен хăй ытамне чĕнни канăçсăрлантарнă. 1970 çулта çемйипе Шупашкара куçса килнĕ, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче пулас тухтăрсене вĕрентме тытăннă.
Паянхи кун та 74 çулхи доцент студентсене лекци вулать, практика занятийĕсем ирттерет. Юлашки çулсенче вăл сăвă-юрăпа кăсăкланать. Сăввине те, кĕввине те майлаштарса халăх патне çитерет.
– Çамрăк чухне те сăвă-юрăпа аппаланаттăм. Темшĕн вăл вăхăтра авалхи грексен поэзийĕ илĕртетчĕ. Халĕ вара пĕтĕмпех тăван халăхăн лирики “ăшĕнче”. Кирек ăçта, кирек мĕнле халăх хушшинче пурăнсан та хамăр чăваш иккенне манас марччĕ. Атте-анне ăс парса вĕрентнĕ чĕлхе пуриншĕн те сăваплă. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче ырăлăх патне туртăнма чĕнесшĕн ентешсене, – тет калаçăва вĕçленĕ май И.Ергунов.
Пирĕн ентеш аптраса тăракан çын мар, хăй çырнă юрăсене тĕлĕнмелле çепĕççĕн шăрантарать. Йĕркисене итленĕ май куç умне ÿкерчĕк кăларма пултарать. Хальхинче те çĕнĕ юррисемпе савăнтарчĕ.
Чăнах та Иван Михайлович чунпа та, ăспа та пуян çын. Кирек мĕнле ыйтупа та сăмах пуçарса ăш пиллĕ калаçу йĕркелет. Ун пек çынсем пирĕн таврара ытларах пулсан пурнăç та кирлĕ пек аталанĕччĕ, пĕр-пĕрин хушшинче çураçулăх хуçаланĕччĕ.
А.КОЗЛОВ.