23 августа 2008 г.
Власть çыннисем вырăна тухса халăхпа курнăçасси республикăра йăлана кĕчĕ. Уйăхра пĕр хутчен ятарлă ушкăнсем ял тăрăхĕсемпе учреждени-организацисенче пулаççĕ, республика – район мĕнле “сывланипе”, умри тĕллевсемпе паллаштараççĕ. Çавăн пекех ĕç çыннисене хумхантаракан ыйтусене хуравлаççĕ, вырăнта татса пама май çуккине тĕп хуламăрти чиновниксем патне çитереççĕ.
Август çуллан юлашки уйăхĕ. Часах вĕренÿ çулĕ пуçланĕ. Кĕркунне çывхарнă май хутмалли тапхăр та çывхарать. Çур çулхи ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕпе те паллаштарма вăхăт. Информаци хатĕрĕсенчен пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ Кăнтăр Осетире Грузи влаçĕсене пула инкек тÿснисене пулăшма пĕтĕм Раççей пекех Чăваш Республики те хастар хутшăнать. Вăл шутра пирĕн район та. Тĕпрен илсен пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче калаçусем çак ыйтусем тавра пычĕç. Республикăран информаци кунне Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикин социаллă страховани фончĕн право йĕркипе тивĕçтерекен пай начальникĕ М.Семенов, Чăваш Республикин экономикăпа суту-илÿ аталанăвĕн министрĕн çумĕ Л.Петрова хутшăнчĕç.
Патăрьел халăхĕ синкерлĕ пулăмсене пула инкек тÿснисен хуйхине ăнланса йышăнчĕ, май çитнĕ таран пулăшма тăрăшать. Акă, районти ветерансен совечĕн председателĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ В.Владимиров чи малтан пулăшу сĕнекенсенчен пĕри пулнă. Нăр-ваш Шăхаль ял тăрăх администрацийĕн, культура ĕçченĕсем, “Труд” хуçалăхра тăрăшакансем, Патăрьел администрацийĕнче ĕçлекенсем те тÿрех пулăшма хатĕрри çинчен пĕлтернĕ, пĕр кунхи ĕç укçине куçарма йышăннă.
– Инкеке тÿснĕ халăха пулăшни сăваплă. Районти организацисемпе хуçалăхсем, уйрăм çынсем çак юхăма хастар хутшăнасса шансах тăратăп, – терĕ пухăннисен умĕнче район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов.
Район экономики тĕпрен илсен начар мар аталанать. Ял хуçалăх таварĕсем туса илесси пĕлтĕрхипе танлаштарсан палăрмаллах лайăхланнă. Мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ ÿсни те савăнтарать. Çав вăхăтрах районта сыснасене чакарас туртăм пысăк.
Ултă уйăх хушшинче 8 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Промышленность предприятийĕсенчен Патăрьелĕнчи сĕт-çу завочĕпе çăкăр завочĕ, район хаçат редакцийĕ тупăшлă ĕçленине палăртмалла.
Ĕç укçи те ÿснĕ. Районăн вăтам кăтартăвĕ 7 пин те 173 тенкĕпе танлашать. Январь-июль уйăхĕсенче 250 ача çут тĕнчене килнĕ, 310 çын ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă.
– Çĕнĕ вĕренÿ çулне шкулсем хатĕр. Пĕлÿ çурчĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме 850 пин тенкĕ, шкул çулне çитмен учрежденисене 1300 пин тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех кулленхи юсав валли те “кĕмĕлпе” тивĕçтернĕ, – терĕ хăйĕн сăмахĕнче районти вĕрентÿ пайĕн начальникĕн çумĕ Н. Афа-насьев.
Вĕрентекенсен районти конференцийĕ август уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртĕ. Тепĕр кун республика шайĕнчи пулĕ.
Хутмалли тапхăра илсен, Патăрьелĕнчи 15 котельнăйри 8-шĕ хатĕр, ыттисенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата строительствăн пай начальникĕ И.Дикин, Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи социаллă страховани фончĕн право йĕркипе тивĕçтерекен пай начальникĕ М.Семенов ертсе пыракан ушкăн Патăрьелĕнчи çăкăр завочĕпе, тĕп больницăри хушма корпуспа тата ФСК-па паллашрĕ, кунта ĕçлекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
А.КОЗЛОВ.