23 августа 2008 г.
Патăрьелĕнчи çырăнтару керменĕнче чыслă лару-тăрура тин çуралнă ачасене ят хучĕç. Вĕсем Афки тата Мезейкинсен çемйисен пулчĕç.
Александр Юрьевичпа Оксана Николаевна çут тĕнчене ăрăва малалла тăсакана илсе килнĕ. Афкисем пĕрремĕш ачине Матвей ят хучĕç. “Турă пани” тенине пĕлтерет вăл.
Матрена Васильевна вара пĕрремĕш ачине çуратнă хыççăн 20 çултан йыша ÿстерме шут тытнă. Мезейкинсен йĕкĕреш çуралнă. Вĕсене амăшĕпе Ирина аппăшĕ Арина тата Марина ят хучĕç.
Çемьесене çак ятпа ЗАГС пайĕн начальникĕ О.Гусарова саламларĕ. Хăйĕн сăмахĕнче ачасене, аслисене ырлăх-сывлăх сунчĕ. Çемьене килнĕ ача сасси пурне те телей кÿтĕр терĕ.
Ашшĕ-амăшне çавăн пекех район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов саламларĕ, ача çурални çинчен пĕрремĕш официаллă документа – свидетельство, район буклетне пачĕ. Ачасенчен çĕр-шывăн юрăхлă гражданинĕсем пăхса çитĕнтерме ырлăх-сывлăх сунчĕ. Телейлĕ ашшĕ-амăшне аслашшĕ-асламăшĕ, тăванĕсем, çывăх тус-юлташĕ саламларĕ.
Афкисен асра юлмалли тепĕр паллă самант та пур. Вĕсем мăшăрланнине иртнĕ çул 270-мĕш номерлĕ акт çырса çирĕплетнĕ. Матвей вара çемье çулталăкĕнче çуралнă 270-мĕш ача пулчĕ.