23 августа 2008 г.
Кăнтăр Осетинче инкек тÿснисене пулăшассине Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ Патăрьелĕнче пурăнакан Н.Софронов чĕре патне хурса йышăнчĕ. Çак тĕллевпе пенси укçинчен 500 тенкине ыр кăмăллăх акцине хыврĕ.
– Эпир Вера Александровна мăшăрăмпа çынсен инкекĕшĕн пăшăрханатпăр. Хамăр та ачасене йывăр вăхăтра пăхса çитĕнтертĕмĕр. Пирĕн пĕчĕк пулăшу кама та пулсан усă кÿтĕрех, ырă шанчăк çураттăр. Эпĕ хам та икĕ хутчен суранланнă. Осети, Грузи, ытти çĕр-шыв халăхĕсемпе юнашар çапăçнă. Пурте пĕр шухăшлă пулса, хамăр çамрăклăха шеллемесĕр Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ турăмăр. Манпа пĕр полкра çапăçнă грузинсене те власть политики килĕшместех ĕнтĕ. Халăхсем хушшинчи туслăх çĕнтерех тесе шутлатăп, – çирĕппĕн калаçать Николай Петрович.
(Хамăр корр.).