23 августа 2008 г.
Çурла уйăхĕ шатăр шăрăх çанталăкпа тĕлĕнтерет. Çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ. Пĕр енчен лайăх та çакă. Уй-хирти пиçсе çитнĕ тыр-пула чăрмавсăрах пухса кĕртме пулать. Комбайнсем ирхи сывлăм типсенех ана çине кĕреççĕ те шуçăм киличченех вырса çапаççĕ.
“Родина” хуçалăхра та çаплах. 425 гектар çитĕнтернĕ кунта пĕрчĕллисене. Вĕсенчен 150-шĕ кĕрхисем. Урпапа сĕлĕ анисене алла илнĕ. Халĕ кĕрхи тулă çапаççĕ. Хуçалăхра ĕçлекенсене ĕç условийĕсене туса пама тăрăшнă. П.Трифоновпа Н.Мыльников комбайнерсем пухса çапаççĕ, А.Кудановпа А.Майоров водительсем çĕнĕ тухăçа йĕтем çине турттараççĕ. Н.Фоминпа Г.Михайлов сортировкăсене ĕçлеттереççĕ. Л.Мылова, Н.Шакеева, Е.Еллина, А.Туктин, П.Салмин тырра алласа кĕлете кĕртме хатĕрлеççĕ. Ĕç кал-кал пырать. Уй-хиртен, йĕтемрен пăрăнайманнисене апат çитереççĕ. Хуçалăхăн вăхăтлăх столовăйĕ ĕçлет. Д.Мякина поварпа унăн пулăшуçи Н.Мартышкина кунне иккĕ вĕри апат хатĕрлеççĕ. Тăрăшса вăй хуракансене тутлă апатпа кăмăлĕсене çĕклеме тăрăшаççĕ вĕсем. Анчах тепĕр чухне хăйсенчен килмен сăлтавсене пула шутсăр тарăхаççĕ. Кĕрпесене райпон ялти лавккинчен илеççĕ. Ку хутĕнче те 8 килограмм риспа 10 килограмм пăрçа туяннă. Пахалăхсăр вĕсем. Кĕвеленнĕ, вĕтĕ хуртсем пур.
Çăхав йĕрĕпе ялти суту-илÿ лавккине çитрĕмĕр. Кунта сутуçăра вăхăтлăх явăçнă Г.Кудряшова ĕçлетчĕ. Тавара поварсене шăпах вăл парса янă. Р.Пыркина заведующи те çитрĕ. Михĕ тĕпĕнчи кĕрпесем пулнă иккен вĕсем. Сутуçăсем çитменлĕхе хирĕçлеймерĕç. Кĕрпесене лавккара упрамалли йĕркесене те пăсни курăнать.
Сăмах çинех хуçалăх ертÿçи В.Синеев çитрĕ. Çакнашкал фактпа иртнĕ çул тĕл пулнине те пытармарĕ: “Шел пулин те райпо руководстви ун хыççăн кирлĕ мера йышăнмарĕ. Халăхран мĕншĕн кулмалла; Çĕнĕ Ахпÿртре пайщиксен пухăвĕнче уполномоченнăйсем те суйлайман. Тĕрĕслекенсемсĕр ĕçлеме те лайăх теççĕ пулас”.
Çакă тĕлĕнтерет. 500 хуçалăхра 1300 çынна яхăн пурăнакан ялта уйрăм çынсен лавккисем те пур. Халăха райпо лавккине уттарас тесен таварсен ассортиментне тытса тăмаллах ĕнтĕ. Вĕсен пахалăхĕшĕн те яваплă пулмалла.
Ĕлĕкхи пек урайĕнчен мачча таран тавар купаласа хуман лавккара. Пуррисене йĕркеллĕ тытса тăрасси сутуçăсен тивĕçĕ ĕнтĕ. Шăрăх çанталăкра хĕвел çине те кăларма пулать. Яваплăхне хăйсенех тытма тивет. Куçпа курса пахалăхсăр тавар сутса халăхран кулас марччĕ.
А.ПРОХОРОВ,
“Роспотребнадзор” управленийĕн
территори пайĕн начальникĕн çумĕ.
А.АСТРАХАНЦЕВА,
“Авангард” хаçатăн пай редакторĕ.