АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăха экономика наукисен кандидачĕ Ертсе пырать

23 августа 2008 г.

Ахăр самана юлашки çулсенче пĕрлешÿллĕ чылай хуçалăхсене панкрута кăларса, вĕсен шăписене татса пачĕ. “Герой”, “Гвардеец”, «Ленинец», Крепков ячĕллĕ колхозсем районта çеç мар, республикăра кĕрлесе тăнă пулсан, паянхи кун вара хăйĕн çĕрĕпе хăйсем те кирлĕ пек усă кураймаççĕ, выльăх-чĕрлĕх тытаймаççĕ. Техника паркĕ арканчĕ. Çапах та, йывăрлăха пăхмасăр, малалла аталанакан хуçалăхсем пур-ха районта. Вĕсенчен пĕри – Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми. Ăна 8-мĕш çул Лăпкă океан флочĕн ветеранĕ, “Единая Россия” партин членĕ, экономика наукисен кандидачĕ Ю.Попов ертсе пырать. Юрий Николаевичăн хуçалăхри ĕç стажĕ 30 çула яхăн. Çак хушăра вăл колхозникран пуçласа генеральнăй директора çити ÿснĕ. Хăй калашле, прицепщик, механизатор, пахча çимĕç çитĕнтерекен, бригадир, главнăй инженер, директор çумĕ пулса ĕçлесе тавракурăмлăхне ÿстернĕ, ăсталăхне туптанă.

Нумаях пулмасть пирĕн штатра тăман корреспондент Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмине çитсе курнă, унăн генеральнăй директорĕ Ю.Поповпа тĕл пулнă.

– Юрий Николаевич, хамăр калаçăва уй-хир ĕçĕсенчен пуçлар-ха. Паянхи тĕп тĕллев – тыр-пула тĕрĕс-тĕкел пухса кĕртесси.

– Тĕрĕс. Кăçал пĕрчĕллĕ культурăсене 2 пин гектар ытла çитĕнтертĕмĕр. Кунта арендăна илнĕ лаптăксем те кĕреççĕ. Паян хирте 6 уй-хир “карапĕ” ĕçлет. Вĕсенчен иккĕшĕ арендăна илнĕ Тутар Тимеш уйĕнче. Комбайнсем патĕнчен механизациленĕ йĕтем çине куллен 60 тонна тырă килет. Ăна çийĕнчех тасатса кĕлете кĕртсе пыратпăр. Йĕтем çинче 16-н вăй хураççĕ. Сортировкăсене Н.Петров машинист пĕр кăлтăксăр ĕçлеттерет. Ĕç кунĕ, тепĕр чухне, 12 сехетрен те иртет. Тыр-пул тухăçĕ начар мар. Вырăн-вырăнпа гектартан 50 центнер ытла та тухать. Вăтам тухăç 35-40 центнера çывхарать. Ытларах çĕнĕ сортсемпе ĕçлетпĕр. Кăçал “Эстафета Татарстан” ыраш, “Эльф-ПР-2” урпа, “Адама” сĕлĕ, “Московская-35” кĕрхи тулă, «Эстер», “Прохоровка” çурхи тулăсем çитĕнтертĕмĕр. Çĕнĕ тырра вырнаçтарма Канаш тата Шупашкар элеваторĕсемпе калаçса татăлтăмăр. Куллен 20-30 тонна леçетпĕр. Çавăн пекех хамăр пата килсе вăрлăхлăх туянакансем те сахал мар. Паха вăрлăх пурне те кирлĕ.

Уй-хир “карапĕсене” чылайăшне çемье экипажĕсем тытса пыраççĕ. Николайпа Надежда Пахомовсем (арлă арăмлă) 3 çул “Енисей” комбайнпа ĕçлеççĕ. Ашшĕпе ывăлĕ Владимирпа Вячеслав Пахомовсем, Николайпа Александр Чихинсем ĕçре тĕслĕх кăтартаççĕ. А.Французовпа А.Волков кăтартăвĕсем те нормăпа пăхнинчен чылай пысăкрах. Сăмах май, Чихинсем иртнĕ çул Германире кăларнă “Класс-медион” комбайнпа 450 гектар ытла тĕш-тырă пухса кĕртрĕç. Кăçал 500 гектара çитерме тĕллев лартрĕç. Урăхла каласан, кĕлете кĕртме 2 пин тонна тыр-пул тĕшĕлеме пулчĕç.

Çанталăк хальхи пек тирпейлĕ тăрсан, комбайнсем кал-кал ĕçлесе пырсан вырмана çак кунсенче вĕçлеме тăрăшатпăр.

– Пропашной культурăсен лаптăкĕ те пĕчĕк мар пулĕ-ха;

– Унсăрăн епле пултăр-ха. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усратпăр. Витере 500 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 1000 сысна, лашасем 46 таран. Пĕтĕм лаптăк 510 гектарпа танлашать. Унта выльăх кăшманĕ, сахăр чĕкĕнтĕрĕ, кукуруза, çĕр улми туса илетпĕр. Кăçал пуçласа 2 гектар çинче сухан-севок çитĕнтертĕмĕр. Унăн та тухăçĕ начар мар. Сахăр чĕкĕнтĕрне вырнаçтарма килĕшÿ тунă. Иртнĕ çулхи тухăçăн продукцийĕ паян та складра пур. “Иккĕмĕш çăкăр” валли те пирĕнпе ĕçлекен яланхи клиентсем йышлă. “Удача” тата “Невский” сортсем лартса хăварса кăларса илетпĕр. Вĕсем пысăк тухăç парасса шанас килет. Малтан шутласа пăхнă тăрăх гектартан 400 центнертан кая мар пулмалла. “Удача” çĕр улмине сутма пуçларăмăр та ĕнтĕ. Ăна пухса кĕртме Германире туса кăларнă виçĕ комбайн, виçĕ копалка хатĕр. Кунсăр пуçне пахча çимĕç те сахал мар вырăн йышăнать. Туса илнĕ хăяр, помидор, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, купăста агрофирма столовăйĕнче çулталăк тăршшĕпех усă курма çитет. Ытлашшине сутатпăр.

– Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пирки мĕн каланă пулăттăр;

– Паçăрах каларăм. Витере 500 пуç ĕне-выльăх. Вĕсенчен сăвăнаканни 180. Ыттисем самăртма хупнисем, кĕтĕве çĕнетме хăварнисем тата çамрăк пăрусем. Сыснасенчен: тĕп амасем 40 пуç, тĕрĕслемеллисем – 40 тата самăртма хупнисемпе çурасем. Иртнĕ çулхи сăвăм ĕне пуçне 6568 килогрампа танлашрĕ. Уйрăм дояркăсем Г.Французова, Т.Петрова, В.Каруева, Л.Мышова 7 пине те çывхарчĕç. Фермăри ĕçсене 2 сменăпа йĕркеленĕ. Паян кашни ĕнерен 19,6 килограмм сĕт суса илетпĕр. Сыснасенчен çура илесси те çулсеренех аванланса пырать. Пĕлтĕр тĕп амасенчен 18-шар, тĕрĕслеме хăварнисенчен 12-шер çура илнĕччĕ.

Сунă сĕтĕн ытларах пайне Патăрьелĕнчи сĕт-çу заводне ăсататпăр. Ку енĕпе ял халăхне те пулăшатпăр. Хуçалăхсенче 200 пуçа яхăн ĕне тытаççĕ.

Хĕл хырăмĕ пысăк. Витесем çывăхне 527 тонна типĕ утă янтăласа хутăмăр, 5 пин тонна сенаж хатĕрлерĕмĕр. Траншейăсенче 270 тонна выльăх кăшманĕ, 1,5 пин тонна хутăш силос пулĕ. Фураж çителĕклĕ.

– Тепĕр çул мĕнле культурăсемпе ĕçлесшĕн;

– Кĕрхи тулăпа ыраша 700-800 гектар акма тăрăшатпăр. Халĕ вĕсем валли А.Антиповпа А.Ершов Т-150 тракторсемпе çĕр хатĕрлеççĕ. Ытларах пирĕн патăрта пысăкрах тухăç паракан культурăсемпе ĕçлес-шĕн. Çавăн пекех опытлă станцисенчен çĕнĕ сортлă вăрлăхсем илсе килме палăртрăмăр. Минераллă тата хутăш удобренисемпе, гербицидсемпе яланхиллех усă курасшăн.

– Юрий Николаевич, сирĕн калаçăвăр тăрăх хуçалăх рентабельлĕ ĕçле-се пыни уççăн курăнать. Кун пирки мĕн каланă пулăттăр;

–Ĕçлекелетпĕр ĕнтĕ. Килсе парасса кĕтсе лартмастпăр. Яланах шыравра. Пĕлтĕрхи таса тупăш 8 миллион ытла пулчĕ. Процентпа шутласан, çĕр ĕç культурисенчен – 39,7, выльăх-чĕрлĕхрен 10,3 пуçтарăнчĕ. Хăй хаклăх чакса мар, ÿссех пырать. Иртнĕ вăхăтра 1 центнер сĕт туса илме 400 тенкĕ расхутланă пулсан, халĕ 682 тенкĕ, аш-какай 5000 вырăнне, 8197 тенке çитрĕ. Тĕш тыррăн та хăй хаклăхĕ пĕчĕккех мар, 300 тенкĕ ытла. Ку мĕнпе çыхăнни пуриншĕн те паллă. Электрохăватпа усă курнăшăн кашни уйăхрах çĕнĕ хак. Çунтармалли тата сĕрмелли материалсен (ГСМ) хакĕ вырма вăхăтĕнче çулсеренех хăпарасси йăлана кĕчĕ. Агрофирмăра ĕçлекенсен шалăвĕ икĕ хута яхăн ÿсрĕ. 8 çул каялла топливо 3 тенкĕччĕ, халĕ 25 тенке çитрĕ. Бензин 4 тенкĕрен пуçласа 20-24 тенкĕпе танлашрĕ. Çав вăхăтрах, тырă хакĕ пĕчĕк. Калама та аван мар. 1 литр кăштах газ хушнă артезиан шывне туянас тесен 2 литр хăймаллă сĕт сутас пулать. Ăçта тĕрĕслĕх. Тата тепĕр тĕслĕх. Çĕр ĕçченĕ çу каçиччен кăткă пек чакаланать. Çĕр улми, пахча çимĕç ÿстерет. Кайран туса илнĕ продукцие вырнаçтараймасăр хăшкăлать. Ирĕксĕрех йÿнĕ хакпа тыттарса ярать. Сутăнакан аш-какай хакĕпе те савăнмалăх çук. Çаксене аса илетĕн те, çĕр ĕçченне нуша курмах çуратнă тесе калас килет.

– Строительство енĕпе ĕçсем еплерех пыраççĕ;

– Юлашки çулсенче çĕнĕрен туса лартнă объектсем çук тесен те юрать. Малтан тунисене юсаса тăма çулсеренех 1,5 миллион тенкĕ уйăратпăр. “Березкăри” ферма территорин 95 процентне асфальт сартăмăр. Алманчă ялĕн пĕр урамне (2 километр) тĕпрен юсаса çĕнĕрен асфальт витрĕмĕр. Пирĕн ялта кашни урам, такăрлăк асфальтпа туслă.

– Ĕçлекенсемпе мĕнле татăлса пыратăр;

– Вĕсем умĕнче парăм çук. Вăтам ĕç укçи 4-5 пин тенкĕ. Фермăра ĕçлекенсен, механизаторсен тата та пысăкрах. Ĕçре тăрăшуллисене, кунсăр пуçне пĕрер мишук песук, 10 килограмлă сысна çури тÿлевсĕр парса хавхалантаратпăр. Хуçалăхра ĕçлекенсен йышĕ чакни чылай пăшăрхантарать. 10 çул каялла вĕсем 400-500 пулнă пулсан, халĕ 160 çын. Вĕсенчен 42 фермăсенче ĕçлекенсем, тепĕр 40-шĕ механизаторсемпе водительсем. Çын йышĕ чакни ял тăрăхĕ хуçалăхсене хăйсен çĕр пайĕсене уйăрса панипе çыхăннă. Вĕсем вăхăта ытларах унта ĕçлесе ирттереççĕ. Тепĕр сăлтавĕ – вăрăм укçа шыраса айккине çÿрекенсем ялта нумайланчĕç. Эпĕ ăна хурламастăп. Кам мĕнле пурăнас тет, çавăн пек пурăнтăр. Пирĕн пата айккинчен килсе ĕçлекенсем те сахал мар. Кзыл-Чишмасем вара агрофирмăн чăн-чăн членĕсем пулса тăчĕç. Уйăхсерен, вăхăтра тата начар мар ĕç укçи тÿлени пурне те кăсăклантарать. Ĕçлекенсем валли столовăй çулталăкĕпех ĕçлет. Тÿлевĕ те пысăк мар. Вырма, утă-улăм пухса кĕртнĕ вăхăтра кăнтăрлахи апат 2 тенкĕ çеç. Халăха йÿнĕ хакпа çĕр пайĕшĕн 2-шер центнер тырăпа, 1 тонна утăпа тивĕçтеретпĕр. Ытти çулсенче вĕсене тÿлевсĕрех салатаканччĕ. Кăçал вара урăхларах пăхма пурнăç хушать. Улăма кирек мĕн чухлĕ тÿлевсĕр пама пултаратпăр. Уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен, пĕтĕм-пех татăлатпăр. Пĕр сăмахпа каласан, тăрăшса ĕçлекенсене фермăра-и вăл, механизатор е водитель, уй-хирте тăрăшать-и – нихăшне те кÿрентерместпĕр.

– Техника паркĕнчи лару-тăру пирки асăнар-ха.

– Техника бази чухăнах мар. Кустăрмаллă тата гусеницăллă тракторсем 22 единица. Автомашинăсем – çăмăллисене те шута илсен – 18. Пурте юсавлă. Кашниех рейса тухма, нарядсене пурнăçлама хатĕр. Вĕсем çинче опытлă водительсемпе механизаторсем. Уй-хир “карапне” тытса пыракансем, ĕççи вĕçлесен, каллех тракторсем çине куçса лараççĕ. Николай Александрович Пахомов вара хăйĕн тĕп ĕçне – гендиректорăн пĕрремĕш çумĕн тилхепине тытса пыма пуçлать. Техника паркне çĕнетессине тĕп задачăсенчен пĕри тесе шутлатпăр. Уйра тинĕс пек хумханса ларакан тыр-пула пухса кĕртме ку таранччен çынна шанманччĕ-ха. Ун пекки ан та пултăр. 8 çул хушшинче 35 миллион тенкĕлĕх техника туянтăмăр. Юлашки вăхăтра патшалăх лизингпа техника сутни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Йĕркеллĕ ĕçлеттерсен 8 çулта вăл хăйĕн хакне хăех тÿлесе татма пултарать. Виçĕ çул каялла “Класс-медион”, пĕлтĕр “Агрос” комбайнсем, МТЗ-82 трактор, утă-улăма рулон тăвакан пресс лизингпа тата кредитпа туянтăмăр.

– Хушма хуçалăхсем çине кăштах чарăнса тăрар-ха.

– Пирĕн вĕсем сахал мар. Хура тата шурă çăнăх арманĕсем, хăма çуракан цех, çăм тапакан машина, 3 магазин, столовăй, çĕвĕ цехĕ, столяр мастерскойĕ, парикмахерски, хăна çурчĕ. Вĕсенчен те агрофирма кассине укçа-тенкĕ самаях кĕрет. Пытарма кирлĕ мар, шурă çăнăх арманне малтанхи çулсенче таврари ялсемпе ют республикăсенчен йышлă çÿренĕ пулсан, халĕ клиентсен йышĕ палăрмаллах чакрĕ. Хăма çуртаракансем те нумаях мар. Халăха тата хуçалăха кирлине шута илсе эпир вĕсене пĕтерме шутламастпăр-ха.

– Юрий Николаевич, сире калаçма вăхăт тупнăшăн пысăк тав. Ĕçĕрсем малашне те ăнса пыччăр.

Н.ВОЛКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика