27 августа 2008 г.
Пекинра иртнĕ Олимп вăййисенче пирĕн ентеш, Нăрваш Шăхаль хĕрĕ Ирина Калентьева Раççей командишĕн велосипедпа чупса виççĕмĕш вырăна тухрĕ, бронза медаль çĕнсе илчĕ. Çакă, паллах, чăн малтанах Патăрьелсемшĕн, Нăрваш Шăхальсемшĕн, ашшĕ-амăшĕпе тăванĕсемшĕн, кÿршĕ-аршăшăн калама çук пысăк савăнăç, телей, хавхалану.
Маунтинбайкистсен ăмăртăвне августăн 23-мĕшĕнче тÿрĕ эфирпа кăтартмарĕç пулин те, ирхине 8 сехет тĕлне спортсменсен кăтартăвĕсем паллă пулчĕç. Çакăн хыççăнах район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, ял тăрăх пуçлăхĕ Н.Яковлев, унăн пĕрремĕш тренерĕ В.Афанасьев ашшĕ-амăшне пултаруллă та маттур спортсмен çитĕнтерсе ÿстернĕ-шĕн тав тума килне çитрĕç. Савăнăçа пайлама, Евдокия Васильевнăпа Николай Федоровича саламлама çывăх çыннисем, пĕр касра пурăнакансем те кăмăл тунă.
Ирина çитĕнĕвĕ пирки калаçу сыпăннăçемĕн сыпăнса пычĕ. Ашшĕпе амăшĕн пичĕ çинче савăнăç куççулĕ шăпăртатрĕ.
– Хресчен ачи хăйĕн вăйĕпе, пултарулăхĕпе, тăрăшăвĕпе çапла çитĕнÿ тунăшăн питĕ савăнатпăр. Ирина пысăк ăмăртусене кайсан нихăçан та çывăраймастпăр. Уншăн кĕлĕ тăватпăр, Турăран пулăшу ыйтатпăр. Хальхи Олимпиадăна кайсанах пăшăрханма тытăнтăмăр. Мухтав Турра, хĕрĕме пулăшрĕ, – савăнса калаçрĕç ашшĕпе амăшĕ.
– Ирина шкулта вĕреннĕ чухнех пире тĕлĕнтеретчĕ. Лара-тăра пĕлместчĕ вăл, питĕ вĕри хĕрччĕ, амăшĕ пек. Çÿллĕ пусмапа аслăк тăррине кунне миçе хутчен хăпаратчĕ-ши; Ÿкесрен те шикленместчĕ. Çавăнпах спортăн çак енне суйласа илчĕ пулĕ те. Пĕчĕк чухнех вăл велосипед çинчен анмасăр ярăнатчĕ, – каласа параççĕ кÿршисем.
Ирина Калентьева – Ягупова Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, маунтинбайк енĕпе Раççей команда членĕ. Велосипед спорчĕпе ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ Валерий Семенович Афанасьев пуçарăвĕпе интересленме пикеннĕ. Хальхи вăхăтра унăн спорт ăсталăхне туптама Чăваш Республикин, Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Краснов пулăшса, хавхалантарса пырать. Ирина Олимп вăййинче пĕрремĕш хут мар. Вăл Афинăра иртнĕ ХХVIII Олимп вăййин участникĕ, маунтинбайк енĕпе ХVII Тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ.
Пекинра иртнĕ Олимп вăййинче çĕнсе илнĕ савăнăçа пайланă хыççăнах Ирина канса та тăман, тÿрех Австралине вĕçнĕ. Кунта тĕнче кубокĕн пĕр тапхăрĕ иртет. Эппин, черетлĕ ăнăçу сунатпăр Сире, Ирина Николаевна!
А.НИКОЛАЕВА.