27 августа 2008 г.
Вырма майĕпен вĕçленсе пырать. Ĕнерхи кун тĕлне 9 хуçалăхра: Ленин ячĕллĕ, “Малалла”, “Чемень”, “Труд”, “Югель”, “Батыр”, “Броневик”, “Батыревское”, улма-çырла питомникĕ пĕрчĕллĕ культурăсене пуçтарса кĕртнĕ.
Августăн 26-мĕшĕ тĕлне тĕш-тырă ÿсекен мĕн пур лаптăкăн 75 процентне, 15080 гектар, вырнă, 14823 гектар тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç райо-нĕпе 28 центнерпа танлашать.
“Тойсинская”, “Первомайск”, «Малалла», “Знамя”, “Красное знамя”, “Булинская”, “Исток” хуçалăхсенче кĕрхи культурăсене акма пуçланă.
О. ПАВЛОВА.