27 августа 2008 г.
Августăн 24-мĕшĕнче Тутар Сăкăтĕнче иккĕмĕш мечет уçнă. Вăхăтĕнче çак вырăнтах кĕлĕ çурчĕ пулнă. 1961 çулта ăна пăснă, унăн строительство материалĕсене шкул çуртне тунă çĕре янă.
Иртнĕ çулхи Курбан-байрам вăхăтĕнче ял халăхĕ çĕнĕ мечет уçма ыйтнă. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăва татса пама Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Пикшикри Х. Ахметов (Тутар Сăкăт кÿршĕ) курăмлă витĕм кÿнĕ, пулăшнă.
Мечет уçнă çĕре район пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăваш Республикинчи мусульман Тĕн Управленийĕн председателĕ Альбир Крганов, Тутар республикинчи имам-хатыбсем, кÿршĕ район хăнисем хутшăннă.