27 августа 2008 г.
Тулăх кĕрĕн пĕр кунĕнче, Сăпас эрнинче, Çĕньялта паттăр чăваш çут тĕнчене килнĕ. Тĕнче шайне çĕкленнĕ çак çын паян та тус-юлташĕпе юнашар пулсан, августăн 21-мĕшĕнче 74 çул тултаратчĕ. Çапах та хăйне евĕр чуна хумхантаракан сăмахсемпе йĕрке çумне йĕрке шăрçаласа пысăк хисеп çĕнсе илнĕ поэтăмăра чыс тума, унăн вил тăпри умĕнче пуç тайма Юхма тăрăхне çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен унăн чи-чи çывăх тус-юлташĕ, аякри-çывăхри хăнасем йышлăн килсе çитрĕç.
“Айхи фончĕ” общество организацийĕпе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн хастарĕсем тăрăшнипе республикăра пысăк фестиваль йĕркеленĕ. Фестивалĕн малтанхи икĕ кунĕ тĕп хуламăрта иртнĕ. Вăл “Айхин ХХ-ХХI ĕмĕрсен чиккинчи пултарулăхĕ: чăваш тата вырăс чĕлхисен тĕкĕрĕ витĕр” ятпа йĕркеленĕ конференципе уçăлнă. Кунта Геннадий Николаевичăн творчествăри пултарулăхне, хăйне евĕр стильне, сăмах пуянлăхне тухса калаçакансем питĕ пысăка хурса хакланă. Çĕньял вăрманĕнчи хитре улмуççи садĕнче йĕркеленĕ поэзи каçĕнче те унăн çывăх çыннисем поэт утса тухнă кун-çула, хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăракан поэзи каçалăкне чи пысăк шая хурса пахаларĕç.
Чăн малтанах “Айхи” фончĕн обществăлла организацийĕн председателĕ А.Хусанкай поэтăн тĕрлĕ çулсенче çырнă сăввисене кĕртнĕ икĕ çĕнĕ кĕнекипе паллаштарчĕ. Чăваш поэзийĕн “ылтăн çÿпçи” тесе пахаласан та йăнăш пулмĕ кĕнекере пичетленнĕ сăвăсене. Сăвă йĕркисенче этемĕн çут çанталăкри вырăнĕ, тăван тавралăх туртăмĕпе илĕртĕвĕ, поэтăн ачалăхĕпе юратăвĕ, тунсăхĕ, чун савăнăçĕпе ыратăвĕ, пĕчĕкрен пăхса ÿстернĕ ашшĕ-амăшĕ, тăван кĕтес, тус-юлташ ăшши аван палăрать. Поэт çирĕп кăмăллă пулни, пурнăçри кулленхи йывăрлăха парăнманни, ирĕклĕ малашлăха çирĕп шанни туйăнать унăн хаклă йĕркисенче. Юратнă амăшĕпе, кукашшĕпе юнашар канлĕх тупнă Çĕньял масарĕнчи палăк çинчи сăмахсене вара Геннадий Айхине пуç тайма сума суса килнĕ кашни юлташĕ сасăпа вуларĕ:
“Эп тÿррĕн калаçасшăн.
Чун çулĕпе пыма ирĕклĕрех пуль маншăн”, –
тенĕ унта. Çак сăмахсемех вăл хăйне евĕр поэт пулнине çирĕплетеççĕ.
Геннадий Николаевичăн поэзийĕ чăнласах та хăй пĕр тĕнче. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн сăввисене, кĕнекисене чăн-чăн сăмах ăстисем вырăсла, эрменле, полякла, нимĕçле, тутарла, акăлчанла куçарса пичетленĕ. Çĕньял чăвашĕн пултарулăхне хамăр çыравçăсемпе литература критикĕсем çеç мар, тĕнчери вун-вун ăслăлăхпа литература çыннисем те пысăка хурса хакланă.
“Айхи фончĕ” общество организацийĕпе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕсен хастарĕсем йĕркеленĕ фестивалĕн пĕр пайĕ поэтăн юратнă тăван кĕтесĕнче, вăл çуралнă пĕчĕк çĕр-шывра иртни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
– Геннадий Айхи паян пирĕнпе юнашар çук пулсан та, унăн пурнăçĕ малашне кун çути куракан кĕнекисенче малалла тăсăлĕ – хак пачĕ поэта фонд ертÿçи А.П.Хусанкай.
Творчество каçĕнче Елчĕк хастарĕ Юрий Сан (Юрий Петрович Иванов) поэт, Чĕмпĕртен çитнĕ Серте Мишши поэт, Виктор Аванмарт ÿнерçĕ-скульптор, Олег Мустаев тележурналист, Санкт-Петербургри паллă поэт Валерий Земских, Борис Констриктор поэт-ÿнерçĕ, Арсен Мирзаев поэт-журналист, нумай пулмасть çеç Айхи пултарулăхĕпе диссертаци хÿтĕленĕ филологи наукисен кандидачĕ Томск хулинчен çитнĕ çамрăк хĕр Ольга Соколова, поэтпа пĕр варта выртнă Ева Лисина çыравçă, Марина Карягина, Светлана Гордеева, Петр Семенов поэтсем тата ытти творчествăпа искусство çыннисем тухса калаçрĕç, Айхин пултарулăхне хак пачĕç, хăйсен сăввисене вуларĕç.
– Поэзи тĕнчинче пирĕн Айхи пысăк “çăлтăр” пулни Патăрьелсемшĕн телей. Эпир унпа савăнатпăр та, мухтанатпăр та – терĕ творчество каçне пĕтĕмлетсе район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов.
Фестивале хутшăннисем Çĕньял шкулĕнчи Айхи, Турханти Кокель музейĕсенче пулчĕç, кунти пуян экспонатсемпе паллашрĕç, аякран килнисем чăвашсен йăли-йĕркипе интересленчĕç. Çавăн пекех Аслă Арапуçĕнче Митта Ваçлейĕн вил тăпри çине чечек кăшăлĕ хучĕç, пуç тайрĕç. Поэзи вулавне хутшăннисем Упамсара районта иртнĕ сумлă мероприятие пĕтĕмлетрĕç, çитес çул пуçтарăнма тĕв турĕç.
А.ЕГОРОВА.