АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аса илмешкĕн йывăр иртнине

27 августа 2008 г.

Шухăшсен авăрне путнă Ананий Егорович ниепле те вĕсенчен хăтăлаймарĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи тарăн йĕр хăварнă çемьене. Пĕр пиччĕшĕ Мускава хÿтĕлесе вилнĕ унăн. Бухенвальдри концлагере курса çÿрени те кирек хăçан та чуна çÿçентерет. Ытла тискер асаплантарнă-çке совет салтакĕсене. Пĕрин хыççăн теприне бетон урай çине чышса кĕртнĕ, пуçран çапса минретнĕ, çакнă, сĕтел çине хурса тирĕсене сÿнĕ...

Епле тÿсейĕн çакна.

Юрать почтальонка кăмăла уçрĕ. Районта пичетленнĕ “Авангард” хаçата алла тыттарчĕ. Ватă çыннăн сывлăхĕпе интересленчĕ. Ытти хаçат-журнала сĕнсе кăмăллăн уйрăлчĕ. Вуламалли çителĕклех. Вĕсемпе куна вĕçлеме те, çĕр каçма та пулать.

Район пурнăçĕпе çывăх ветеран. Хăй те унчченрех ял Советĕнче ĕçленĕрен чылай çынна паллать. Район бюджечĕ мĕнрен килнине чухлать.

Первомайскинче çуралса ÿснĕ А.Киргизов. Тĕпре пурăнать вăл. Ашшĕ-амăшĕн çурт-йĕрне ăна тытса пыма пÿрнĕ. Паллах, унтанпа никĕсе тĕпрен çĕнетнĕ. Халĕ те пÿрт тул енчен тăпăл-тăпăл курăнать. Ăна шăнкăрч йăви евĕр тирпейленĕ. Пурте усă курма тăрăшакан материалпа тул енчен çапнă. Çурт умĕнчи сак пушах тăмасть. Унта Ананий Егорович Мария Григорьевнăпа тухса ларать. Кÿршĕри тус-юлташ пухăнать. Сăмах пине çитмесĕр те саланни çук вара. Нумай хура-шур тÿснĕ ветеран паянхи пурнăçпа кăмăллă. Хăтлă çурт-йĕр, газпа хутăнаканскер. Шыв кĕрет, тухать. Вĕри те пур. Çумра кĕçĕн ывăл пурăнать. Пенсие уйăхран уйăха киле килсех параççĕ. Мĕн кирлĕ тата; Алла хĕç пăшал тытса çапăçнă, крахмал пашалăвĕ çинĕ чухне çакна ĕмĕтленме те пултарайман.

Ултă ача çуратса ÿстернĕ мăшăр. Çемье çулталăкĕнче вĕсен пурнăçĕпе çавăнпа паллаштарас шухăш та çуралчĕ. 4 ывăлпа икĕ хĕр пурнăç çулĕ çине тăратнă. Тăваттăшĕ аслă шкултан, иккĕшĕ техникумран вĕренсе тухнă.

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ. Ăрăва малалла тăсакан Киргизовсене те пырса тивет çак каларăш. Ашшĕ-амăшĕ панă пехилĕ çитсе пырать вĕсене. Çавăнпа пурте ĕç вырăнĕллĕ. Ананий Егоровичпа Мария Григорьевна хăйсем те ватта хисепе хунă çынсем. Аслашшĕне пăхса пурăннăскерсем. Ватă çыннăн ывăлĕ вăрçăра вилнĕ. Кинĕ ăшах пулман. Хăйсен хÿттине илнĕ вара ăна Киргизовсем. Ватти вĕрентсе пыни пурнăç çулне уçса пынă.

Çамрăклах ĕçе кÿлĕнме тивнĕ ветеранăн. Тăшман пирĕн çĕр-шывра алхасни хистенĕ çапла тума. Сакăр класс вĕреннĕ çамрăк пĕр уйăх Налук инспекторĕнче ĕçленĕ. Унтан ял Совет секретарьне куçнă. Вун çиччĕре çар ретне тăнă. Белоруссинчи Оршина хулине ирĕке кăларма хутшăннă. Берлина илме тÿр килнĕ. Çырма урлă американецсемпе калаçнине асран кăлармасть. Çĕнтерÿ кунне вара постра кĕтсе илнĕ. Левитан сасси хăлхана çурасла ырă хыпар пĕлтерни пурне те савăнтарнă. Пĕр-пĕринпе ыталаннă, хыттăн кăшкăрнă, куççуль юхтарнă вут-çулăм витĕр тухнă паттăрсем.

1945 çулта киле таврăннă Ананий Егорович, çемье çавăрнă. Мăшăрĕ те хăй пекех правурри, ĕçченни лекнĕ. Çакна çуртри тĕрĕ-çĕвĕпе те хаклама пулать. Ачасем çитĕнтернĕ хушăрах (вĕсене валли кĕпе-йĕм çĕленисĕр, алса-нуски çыхнисĕр пуçне) вырăн таврашĕсене, тенкел çивиттийĕсене, стена çумне çакмалли кавирсене, тутăр-саппуна тĕрленĕ вăл. Çĕвве шăрçа пек кăларнă. Ялти хĕрарăмсен совечĕ йĕркелекен конкурссене хутшăннă, малти вырăншăн парнесем çĕнсе илнĕ. Сывлăхĕ тарать çав. Тăххăрмĕш теçеткере пыракан Маюк аппан та çавах. Ыйхă килмен каçсем килсех тăраççĕ.

Пурнан пурнăçра кирек камăн та савăнмалли те, кулянмалли те, мухтанмалли те пулатех, иртен пурнăçа хурламаççĕ Киргизовсем. Çынсемшĕн чылай ырă ĕç тунине те çирĕплетеççĕ вĕсем. Ахальтен Ананий Егоровича темиçе хутчен депутата суйламан ĕнтĕ. Хăйĕн 54 çулхи ĕç стажне вăл çын хушшинче ĕçлесе пуçтарнă. Канашри финанс техникумĕнчен вĕренсе тухнăскер Первомайскинчи автотранспорт предприятийĕнче экономистра чылай вăй хунă. Планлас ĕç пайĕн начальникĕ пулнă. Ун чухнехи 400 ытла çынлă (филиалсемпе пĕрле), 270 ытла единицăллă техникăллă коллективра ĕçĕ çителĕклех пулнă.

Таврари ялсене паллать А.Киргизов. Чылайăшĕн ашшĕпе, аслашшĕпе пĕрле ĕçленине çирĕплетет. Çынна ырă тума тăрăшассине мала хурать.

Хапха умĕнчи сак çине тухса лараççĕ те инçе çула тинкерсе пăхаççĕ Киргизовсем. Санкт-Петербургра, Шупашкарта пурăнакан ывăл-хĕрне, мăнукĕсене кĕтеççĕ. Кĕçĕн мăнукĕсем те пур вĕсен. Пĕри 6 уйăхра. Ара, пулмасăр. Ананий Егоровичпа Мария Григорьевна пĕрлешни те 60 çул иртрĕ те.

– Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар теççĕ. Пурнăçри телейпе кăмăллă эпир, – пĕр-пĕрне пÿле-пÿле сăмахлаççĕ Киргизовсем. Хул-çурăмĕ тĕреклĕ, уттисем хавшаман ватăсен сывлăхĕ малашне те çирĕп пултăрах.

А.АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика