27 августа 2008 г.
“Паттăр” физкультурăпа сывлăх комплексĕн бассейнĕ пушă тăмасть. Кăçал кăна районти çеç мар, республика шайĕнчи темиçе ăмăрту та иртрĕ ĕнтĕ кунта. Хальхинче вара власть органĕсенче ĕçлекенсем йышăнчĕç комплекса. Район администрацийĕн ултă пайĕн, тăхăр ял тăрăхĕн командисем тупăшрĕç.
Ишев уявĕн малтанхи тапхăрĕсенчех ертÿçĕсем ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Арçынсем хушшинче АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай ертÿçи М.Калмыков (23,67 сек.), хĕрарăмсен ушкăнĕнче финанс пайĕн ертÿçи Т.Полякова (31,09 сек.) çĕнтерчĕç.
Старт ял тăрăх пуçлăхĕсем илчĕç. Куракансем Г.Медведев (Аслă Чемен), В.Рубцов (Тăрăн), В.Сельцов (Патăрьел) хушшинче çивĕч тупăшу пуласса кĕтрĕç. Чăнах та вĕсем савăнтарчĕç. В.Рубцов пĕрремĕш, Г.Медведев иккĕмĕш, В.Сельцов виççĕмĕш вырăна йышăнчĕç. В.Рубцовпа Г.Медведев бассейн рекордне те çĕнетрĕç. Вăл унччен 16,82 сек. пулнă. Халĕ – 13,83 сек.
35 çулчченхи хĕрарăмсем старт илчĕç. Вĕсем – вун виççĕн. Кунта ФСК представителĕ Е.Каленовăпа Первомайски ял тăрăх командинчи М.Сидорова хушшинче çивĕч кĕрешÿ пычĕ. Е.Каленова пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕ. Виççĕмĕш вырăнта А.Логунова (Тăрăн), Тăрăнсен тепĕр спортсменки Полина Логунова 35 çулран аслăрах хĕрарăмсем хушшинче çĕнтерчĕ. Ун хыççăнхи вырăнсенче А.Медведева (АПК) тата В.Давыдова (Первомайски).
40 çулчченхи арçынсем хушшинче чи лайăх вăхăт Д.Ефремов (Патăрьел) кăтартрĕ. С.Кузнецов иккĕмĕш вырăнта, Н.Угасев (АПК) – виççĕмĕшĕнче.
40 çулчченхи арçынсем 15 çынран тăракан тепĕр ушкăнĕ 50 метра ишсе ăмăртрĕ. Кунта Д.Шадиряков (райфо) чи лайăх вăхăт кăтартрĕ.
Виççĕмĕш ишевре ăмăрту хĕрÿлĕхĕ тата та ÿссе кайрĕ. Кунта А.Фролов (Пикшик) мала тухрĕ. Вăхăчĕ – 31,73 сек. Анчах тепĕр ишевре тата лайăхрах вăхăт кăтартакан та пулчĕ. Б.Маслов (Пикшик) 32,94 сек. вĕçлерĕ дистанцие.
Пĕтĕмĕшпе шутласан ку ушкăнра пĕрремĕш вырăнта Б.Маслов, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – пĕр тăван Николайпа Александр Фроловсем.
40 çултан аслăрах арçынсен ушкăнĕнче В.Карягин (Патăрьел) пĕрремĕш, В.Никитин (Первомайски) – иккĕмĕш, М.Сабируллин (АПК) виççĕмĕш вырăна тухрĕç.
Пĕтĕм итогсене пăхса тухса шутланă хыççăн ял тăрăхĕсен ушкăнĕнче призлă вырăнсене çак командăсем çĕнсе илчĕç: Тăрăн – пĕрремĕш, Первомайски – иккĕмĕш, Патăрьел – виççĕмĕш.
Райадминистраци пайĕсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăнта АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай, иккĕмĕшĕнче – физкультурăпа сывлăх комплексĕ, виççĕмĕшĕнче – финанс пайĕ.
Юлашкинчен бассейн рекорчĕсене аса илтерсе хăварар: 25 метра ишессипе 13,83 сек. (В.Рубцов), 20,97 сек. (Е.Каленова), 50 метра ишессипе – 32,94 сек. (Б.Маслов), 100 метра ишессипе З.Махмутов тунă рекорд сыхланса тăрать.
Ф.ФАЗУЛЛИН,