27 августа 2008 г.
Хамăр ентешпе, истори наукин докторĕпе, ЧР Ăслăлăхпа ÿнер наци академийĕн, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕпе П.В.Денисов профессорпа хаçат вулаканĕсене тĕплĕнрех паллаштарас терĕм. Ыран унăн сумлă, 80 çулхи юбилей.
Нумаях пулмасть Шупашкарта ун патĕнче пултăм. Университет урамĕнче вырнаçнă капмар çуртăн хваттерĕнче аякран килнĕ ентеше кăмăллăн кĕтсе илчĕç.
Чылайччен калаçса лартăмăр эпир унпа. Наукăра 60 çул ытла ĕçлекен, Раççейре кăна мар, ют çĕр-шывсенчи историк ученăйсем хушшинче те хисеплĕ чăваш этнолога итлесе ларма, çĕннине пĕлме питĕ кăсăклă пулчĕ. Акă мĕн каласа пачĕ Петр Владимирович ЧР Патшалăх премине тивĕçнĕ “Жизнь монаха Иакинфа Бичурина” кĕнеке тата хăйĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки. Сăмах май каласан, кĕнекене иртнĕ 2007 çулта хушусемпе тепĕр хут “Слово о монахе Иакинфе Бичурине” ятпа (Шупашкар, Чăваш кĕнеке издательстви) пичетлесе кăларчĕç.
Çак кĕнекене çырас тесе эпĕ 60 çул, тен ытларах та шухăшланă, Хусан университетĕнче 1944 çулта вĕренме пуçланăранпах. Хусан тĕп академийĕн картишĕнчи çуртра тутар вахтерсем патĕнче икĕ çул çурă хваттерте пурăнтăм. Ман пÿлĕмĕн кантăкĕ Петĕрпе Павăл чиркĕвĕ енне тухатчĕ. Эпĕ ун чухнех Хусан тĕп шкулĕнче Бичурин вĕреннине пĕлнĕ, ун çинчен нумайрах пĕлме тăрăшаттăм. Хусанта пилĕк çул университетра, виçĕ çул СССР Наукăсен академийĕн чĕлхе, литература, истори институчĕн аспирантуринче вĕрентĕм. Вырăсла япăх пĕлнипе пурнăç йывăрччĕ малтанхи çулсенче (Ишлĕ çамрăкĕ 16 çулта студент пулса тăнă). Çапах та Хусан университетĕнче – вăл вăхăтра чи сумлă аслă шкулсенчен пĕринче – вĕренме тÿр килнĕшĕн чĕререн савăнатăп. Унти пуян библиотека, ал çыру фончĕсем – тĕпчев ĕçĕсемшĕн чăн-чăн çăтмах пекехчĕ. Манăн ученăй çул-йĕрĕ шăпах вĕсенче чакаланса ĕçлесе ларнинчен пуçланчĕ. Тата университет ученăйĕсене тав тумалла. Пирĕн вăхăтра унта Корейăран, Китайран, Венгрирен килнĕ çамрăксем чылайăн пĕлÿ илетчĕç. Хăшĕсем паян – тĕнчипе паллă ученăйсем, пĕр-пĕринпе çыхăну тытатпăр.
Аспирантура пĕтерсен, 1952 çулта, мăшăрăмпа, Розалия Тарасовнăпа, Шупашкара ĕçлеме килтĕмĕр.
Чи малтан чĕлхе, литература, истори, экономика наука тĕпчев институтĕнче, чăваш кĕнеке издательствинче, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ĕçлерĕм. 1967 çултанпа – Чăваш патшалăх университетĕнче, 1973 çултанпа СССР историйĕн кафедрине ертсе пытăм, 1990-2006 çулсенче – археологи, этнологи, регион историйĕн кафедрин пуçлăхĕ. Халĕ те преподаватель пулса ĕçлетĕп.
Монографи валли материал пухма çăмăлах пулмарĕ, мĕншĕн тесен документсем тĕрлĕ хулара – Мускаври, Питĕрти, Хусанти, Иркутскри архивсенче упранаççĕ. Манăн малтанхи, 1977 çулта тухнă “Никита Яковлевич Бичурин” кĕнекере те, хальхисенче те шухăшласа кăларнă пĕр факт та çук, документ мĕн калать, çавна çырнă.
Тĕлĕнмелле çын çав Никита Бичурин. Шухăшлатăп та, Европăпа Азири халăхсен авалхи хутшăнăвĕсене, туслăхне пуçарса яраканĕ Иакинф пулнă. ХIX ĕмĕрте “Западничество” текенни, Хĕвел анăç Европăна пысăка хурасси анлă сарăлнă, Раççее цивилизаци унтан килнĕ тенĕ. Иакинф ку шухăша хирĕçлесе çапла каланă. Европăри нумай халăхсен кун-çулĕ Инçет Хĕвелтухăçĕнчен, Тĕп Азирен пуçланнă. Раççейре цивилизаци Европăринчен чылай маларах йĕркеленнĕ. Бичурин çак шухăша тĕпчесе хак парса вуншар çул хăйĕн кĕнекисенче вырăсла кăна мар, ытти чĕлхесемпе те çырса хÿтĕлет. Тата авалхи монгол, тĕрĕк халăхĕсем çинчен Китайра мĕн çырнисене куçарса наукăшăн тĕлĕнмелле пысăк ĕç тунă.
В.ЗАЙЦЕВ.
Ишлĕ ялĕ.