30 августа 2008 г.
Районти педагогсен конференцийĕ иртнине пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Унта кун йĕркинчи ыйтупа районти вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В.Осипов доклад турĕ. Акă мĕн палăртрĕ вăл. “Вĕрентÿ” приоритетлă наци проекчĕ вĕрентĕве модернизацилес ĕçĕн тĕп факторĕ пулса тăчĕ. Çавна пула инновациллĕ вĕрентÿ программи пурнăçа кĕрсе пырать. Патшалăх хăй енчен пулăшассине мала хурать. 2007 çулта района лаборатори оборудованийĕсем туянма 1,98 миллион, пурлăхпа техника, вĕрентÿ базине çĕнетме 7 миллион тенкĕ уйăрнă.
Раççей Правительстви аслă классенче вĕренекенсене профильлĕ пĕлÿ парасси çине тимлĕх уйăрма ыйтать. Ку енĕпе 2007-2008 вĕренÿ çулĕнче районти 12 шкулта çакăн çине тайăнса ĕçлерĕç.
Вĕрентÿ структурин стандартне çĕнетнĕ май, педагогика кадрĕсен квалификацине те ÿстермелле. Ку ыйтăва республикăри вĕрентÿ институчĕпе килĕшÿллĕн татса параççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 152 педагогпа ертсе пыракан работник курссенче пулчĕç. Вăл шутра 35 директорпа пуçламăш классен 35 учителĕ хамăр район базинчех пĕлĕвĕсене ÿстерчĕç. Дистанциллĕ курссенче пуласси йăлана кĕрсе пырать.
Пĕлÿ экономикине аталантарас ĕçре информатизаци тата информациллĕ-коммуникациллĕ технологине лайăхлатни вырăнлă. Паянхи кун шкулсенчи вĕрентÿ процесĕнче 300-е яхăн компьютерпа усă кураççĕ. Вăтам пĕлÿ параканнисенче медиапроекторсем, электронлă интерактивлă комплекссем пур. Виçĕ çул каярах кашни 29 ачана пĕр компьютер тиветчĕ. Халĕ çак кăтарту 19-па танлашать. Вĕрентÿ учрежденийĕсене интернетпа çыхăнтарнă.
Ĕçре ку чухнехи ытти вĕренÿ оборудованийĕсем те ăнăçу кÿреççĕ. 2007 çулта 9 комплект вĕренÿ кабинечĕ, 5 интерактивлă электронлă комплект килнĕ.
21 шкул автобусĕ çÿрет.
Вĕрентÿ процесĕ ачашăн ăнăçлă пытăр тесен килти евĕр атмосфера шкулта та пулмалла. Çавăн чухне тин ачан интересĕ ÿсет. Çакăнта класс ертÿçин тÿпине палăртмалла. Кун пирки наци проектĕнче те асăннă. Талантлă, ăста педагогсене палăртас ĕçре “Самый классный классный – 2008” конкурс ирттерни вырăнлă. Пĕрремĕш этапра унта 44-ăн хутшăнчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти пуçламăш классене вĕрентекен Н.Емелина, Треньелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти А.Гаврилова, Кзыл Чишмари аслăрах классен ертÿçи Г.Сафиуллина, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти 25 çул тултарман класс руководителĕ А.Козлова республикăри конкурс дипломанчĕсем пулчĕç.
Вĕренекенсен çитĕнĕвĕ те савăнтарать. Г.Еремеева (Шăнкăртамри вăтам шкул), Э.Абитова (Кзыл Чишмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул) тутар чĕлхипе тата литературипе, В.Барышникова обществознанипе (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш), Э.Мирзетзянова (Ыхра Çырминчи), Е.Терентьева (Треньелĕнчи) чăваш чĕлхипе тата литературипе, А.Козлов (Пăлапуç Пашьел) географипе республика олимпиадисен призерĕсем. Пиллĕкĕн пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Районти предмет олимпиадисенче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 51 ача, Туçари вĕрентÿ центрĕнчи 31, Турханти вăтам шкулти 18, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти 18 вĕренекен призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнчен дистанциллĕ олимпиадăсене хутшăнса тăваттăн призерсем пулчĕç. Туçари вĕрентÿ центрĕнче ăс пухакансем Пĕтĕм Раççейри çамрăксемпе ачасен фестивальне хутшăнса лауреат ята тивĕçрĕç. Шăнкăртамри вăтам шкулти А.Крымова Хусан патшалăх университетĕнче обществознанипе ирттернĕ уçă регионаллă олимпиадăра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Алманчăри вăтам шкулти С.Чихин Пĕтĕм тĕнчери гуманитари – çутĕç конференцийĕнче лауреат пулчĕ. Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Ю.Кулакова Пĕтĕм Раççейри саккăрмĕш фестивальте малтисен ретне тухрĕ. Туçари вĕрентÿ центрĕнчи А.Тюрюхин çамрăк космонавтсен республикăри отрячĕсем хушшинчи командирсен ăмăртăвĕнче çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Çакăншăн Байконур космодрома экскурсине кайса килчĕ. Аслă Чементи вăтам шкулти Е.Кошелева регионти вăйăсен конкурсĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А.Тукмаков республикăри хими олимпиадин çĕнтерÿçи.
Ачасен çуллахи канăвĕ пирки те чарăнмасăр иртме çук: 19 шкулта 3 сменăпа кăнтăрлахи лагерьсем ĕçлерĕç. Вĕсенче 1455 ача канчĕ. Ĕçпе кану лагерĕсенче тата 816 вĕренекен хăйсен сывлăхне çирĕплетрĕ. Ишлĕри, Çĕньялти, Турханти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тата вăтам шкулсенче сиплĕ эмел курăкĕсемпе паллашрĕç, вĕсене пухрĕç. Шкул, ял таврашĕсене тирпей-илем кĕртрĕç. Нăрваш Шăхалĕнчи, Первомайскинчи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вĕрентÿ учрежденийĕсене çÿрекенсем хăйсен сывлăхне спорт мероприятийĕсене хутшăнса çирĕплетрĕç. Алманчăри шкулти “Чăваш фольклорĕ” лагере çÿрекенсем чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпчерĕç.
Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсене 1441-ĕн çÿрерĕç. 6,5 çула çитменнисен 64 проценчĕпе танлашать вăл. Кĕскетнĕ кун йĕркипе шкула кайма хатĕрлекен ушкăнсене 219 ача çÿрет.
Ача сачĕсен воспитанникĕсем те районти, республикăри конкурссене хутшăнаççĕ.
Иртнĕ çул шкулсенче 5634 ача вĕренчĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула вăтам пĕлÿ илейменнисем каçхи шкула çÿреме пултараççĕ.
Çитĕнекен ăрăва 977 педагог пĕлÿ парать. Вĕсенчен 96 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ. 68-шĕ аслă, 475-шĕ пĕрремĕш, 198-шĕ иккĕмĕш категориллĕ.
Выпускниксен 60 проценчĕ (291) аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕнĕ. Вĕсенчен 184-шĕ бюджет сферинче пĕлÿ пухать.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ пĕр миллион тенкĕлĕх, Первомайскинчи “Шуçăм” ача сачĕ 200 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне тивĕçсе преми çĕнсе илчĕç. Республика Президенчĕн грантне тивĕçсе 100 пин тенкĕ премине Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти пуçламăш классен учительници А.Михайлова, Шăнкăртамри тутар чĕлхипе литература вĕрентекен С.Ишмуратова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти акăлчан чĕлхипе пĕлÿ паракан Э.Карягина, ачасен искусство шкулĕн педагогĕ М.Шакиров илчĕç.
Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ выпускниксем вĕренÿ программине мĕнле алла илнине çирĕплетсе парать. Ăна 544 вĕренекен тытрĕ. Вырăс чĕлхипе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам (учителĕсем В.Афанасьева, О.Елкина, А.Гранатская), иккĕмĕш (В.Васюткина), Нăрваш Шăхалĕнчи шкул (В.Платонова) выпускникĕсем панă ĕçсене тĕплĕнрех пурнăçларĕç.
Чăваш чĕлхине вĕрентекен учительсем пуçапуллă. И.Я.Яковлев 160 çул тултарнă ятпа шкулсенче тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕç. “Чăвĕлти чĕкеç” вăйă-конкурса хутшăнса çулран-çул çитĕнÿсем тăваççĕ. Çĕньялти вăтам шкулти М.Мадюкова учительница вĕрентекен 19 ачан ĕçĕ чи лайăххисен шутĕнче пулчĕ. “Айхи вулавĕсем”, “Сарпи вулавĕсем” уявсем йăлана кĕнĕ.
Тутар чĕлхипе литературине 1363 ача вĕренеççĕ. Вĕсен те наци йăли-йĕркипе çыхăнса ирттерекен мероприятисем сахал мар.
Ют çĕр-шыв чĕлхине ачаран вĕренни интеллектуаллă аталанура ырă витĕм кÿрет. Ăна иккĕмĕш класран вĕренессине пурнăçа кĕртнĕ.
Математикăна 94 учитель вĕрентет. Вĕсенчен виççĕшĕ аслă, 35-шĕ пĕрремĕш категориллĕ.
Доклада сÿтсе явма хутшăннисем ĕçĕн лайăх енĕсемпе пĕрлех çитменлĕхсене те уççăн кăтартрĕç. Район пуçлăхĕ Н.Глухов конференцине вĕренÿ çулĕ умĕн педагогсем пухăнакан лару вырăнне палăртрĕ. Район администрацийĕ вĕрентекенсен ĕç условийĕсене лайăхлатас енĕпе тунă ĕçсене асăнчĕ. Классенчи ачасен шучĕ ÿсме тытăннине пĕлтерчĕ. Демографи лару-тăрăвне пĕр тикĕсрех тытса тăнăран 2003 çулхи шая ларнине каларĕ. Шăнкăртамра, акă, 400 вырăнлăх шкул çĕклеме кирлине кун-çул таппи ыйтнине çирĕплетрĕ.
Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене парас енĕпе республикăра виççĕмĕш вырăнта пыратпăр. Кăтартăвĕ лайăх. Анчах Президент гранчĕсене тивĕçесси кирлĕ шайра мар. Ачасем хушшинче преступлени тăвасси миллионлăх приза илес ĕçре пысăк чăрмав кÿрет иккен.
Шкулсен пурлăхпа техника бази пуянлансах пырать пулин те Первомайски вĕрентÿ центрĕн ĕçĕ-хĕлĕ тивĕçтермест. Вĕренÿре тăвакан çитĕнĕвĕсем савăнтармаççĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти педагогсем чире пула вĕренме çÿреймен ачасем патне килĕсене пĕлÿ пама кайнине ырларĕ.
Кадрсем пурне те татса параççĕ. Учительсен категорийĕсем пирки маларах асăнтăмăр. Анчах ют çĕр-шыв чĕлхине вĕрентекен 42 педагогран пĕри çеç категорине ÿстерме пултарнă. Ĕлĕкхилле ĕçлессинчен хăтăлмалла ĕнтĕ пирĕн. 10-15 çул каялла илнĕ аслă пĕлÿ паянхи кун кирлĕ пек тивĕçтермест. Ăна çĕнетсе тăни вырăнлă. Çакăн çинчен сăмах пырать кунта.
Тирпей-илем çинчен сахал мар калаçатпăр. Ялсене çÿп-çап айне путармалла мар пирĕн. Шăнкăртам тĕслĕхне ыттисен усă курмаллах.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ В.Солдатов ĕçри çĕнĕлĕхсене палăртрĕ. Шкулăн çитĕнÿ утăмĕсене аса илчĕ. Шăнкăртамри вăтам шкулти тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен С.Ишмуратова аслисене хисеплесе, халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса çитĕнекен ăрăва воспитани панине лалăртрĕ. Ырă туни манăçманнине ачасене ăнлантарнине каларĕ.
Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Сымов общественноçа воспитани ĕçне явăçтарнине палăртрĕ. Патăрьелĕнчи пуçламăш классен учительници А.Михайлова пĕлÿ никĕсне хума май паракан çĕнĕлĕхсене палăртрĕ. Сăкăтри ача сачĕн заведующийĕ Н.Нртина ăспа пурăнсан им-çам кирлĕ маррине коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе çирĕплетрĕ. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ В.Платонов районта спортпа тăвакан ÿсĕмсене каларĕ. Тĕслĕхе Нăрваш Шăхалĕнчи И.Калентьевăна илсе кăтартрĕ. Ирина Пекинри олимпиадăра бронза медале тивĕçнине палăртрĕ.
Конференцин юлашки умĕнхи пайĕ чысласси пулчĕ. Шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнине пăхса тухса Шăнкăртамсене (вăтам шкул), Шăхачсене, Красномайскисене, Сăкăтри ача садне парнесем пачĕç. Чи лайăх кабинетсене палăртса грамотăсемпе хавхалантарчĕç. Шкул спартакиадин пĕтĕмлетĕвĕпе çĕнтерÿçĕсене чысларĕç. Вĕрентÿре ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Т.Ласточкина та шкул пурнăçне хастар хутшăнакансене грамотăсемпе хавхалантарчĕ. Тивĕçлисене республикăри вĕрентÿ министерствин, район администрацийĕн, вĕрентÿ пайĕн грамотисемпе чыслани вырăнлă пулчĕ.
Юлашкинчен концерт курчĕç.
А.АСТРАХАНЦЕВА.