30 августа 2008 г.
Ирĕкрен хăтарнă çынсен йышĕ Раççейре пĕчĕкех мар. Кашни 100 пин çын пуçне 690 тивет. 2004 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа хăш-пĕр йĕрке пăсакансене айăплассине ĕçе явăçтарса каçарма пулчĕç. Унчченрех саккуна пăхăнман уйрăм категориллĕ граждансене халĕ тĕп ĕçрен пушă вăхăтра территорине тирпей-илем кĕртес, симĕс тум тăхăнтартас ĕç сĕнеççĕ. Вĕсенех ял хуçалăхне, строительствăна тата тиес, пушатас ĕçсене явăçтарма пултараççĕ.
Раççей Федерацийĕн уголовлă кодексĕн 45-мĕш статйин пĕрремĕш пайĕпе килĕшÿллĕн ĕçлеттерессине тĕп айăплав вырăнне хураççĕ. Вăл 60 сехетрен пуçласа 240 сехетпе танлашать. Кунне 4 сехетрен мала ĕçлемелле мар. Çул çитменнисемшĕн айăплав çемçерех. 15 çул тултарманнисен икĕ сехетрен каярах, унран аслăраххисен кунне виçшер сехетпе 40 сехетрен пуçласа 160 сехет ĕçлемелле. Организацисен администрацийĕсен айăпланнисен ĕçне сăнаса тăмалла, уголовлă инспекцине пĕлтермелле, сăлтавсăрах уйăхра икĕ хутчен е ытларах ĕçе тухмасан, ĕç дисциплинине пăссан, право йĕркине сыхлакан органсен тимлĕхĕнчен çухалсан урăх айăплав кĕтет. Вĕсене ирĕкрен хăтарма та пултараççĕ, паллах çакă çул çитмен çамрăксене пырса тивмест.
Çул çитсе пенсие тухнисене, йывăр çын хĕрарăмсене, 14 çул тултарман ачаллисене, çар служащийĕсемпе çар тивĕçне пурнăçлакансене çакнашкал ĕçе явăçтармаççĕ.
Н.КОШКИН,
ĕçлесе юсанакан уголовлă инспекци начальникĕ.