АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĂНТĂР РАЙОНĕНЧИ УЧИТЕЛЬСЕН АВГУСТРИ КОНФЕРЕНЦИЙĕ

30 августа 2008 г.

Г. П. ЧЕРНОВА, ЧР ВĕРЕНÿ ТАТА çАМРĂКСЕН ПОЛИТИКИН МИНИСТРĕ: «ВĕРЕНТÿ АТАЛАНĂВĕНЧЕ ПĕЛТĕРХИ ЙĂНĂШСЕНЕ ТĂВАС МАРЧЧĕ»

Августăн 26-мĕшĕнче районта кăнтăр таврашĕнчи шкул çулне çитмен, шкул тата хушма вĕрентÿ работникĕсен республикăри конференцийĕ ирт-рĕ. Унăн тĕп теми: “Чăваш Республикинче 2040 çулччен вĕрентÿ аталанăвĕн Стратегине пурнăçа кĕртесси çинчен”. Асăннă кворума вĕрентÿ ĕçĕпе, ачасене воспитани парас енĕпе çыхăннă 400 ытла çын хутшăнчĕ. Тăватă район интеллигенцийĕн пысăк “çарĕ” хушшинче Юхма тата Каçал тăрăхĕсен ертÿçисем Н.Глуховпа Г.Волков, ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина, вĕрентÿ министерстви шайĕнчи ытти яваплă çынсем, ĕçре палăрнă учительсем пулчĕç.

ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Галина Петровна Чернова вĕрентÿ аталанĕвĕн Стратегипе çыхăннă анлă докладра республикăри педагогсен иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвне тишкерсе пĕтĕмлетÿ турĕ. Паллах, ачасене вĕрентсе воспитани парас, шкул пурнăçĕпе çыхăннă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес ĕçре республикăра та, хамăр районта та ырă улшăнусем, çитĕнÿсем пайтах. Пурнăçăн компьютер тапхăрĕ кашни учителе çаврăнăçуллă пулма, паянхи кунпа çеç пурăнма мар, ыранхи шанчăклă пуласлăх çинчен шутлама хистет. Мĕншĕн тесен вĕрентÿ вăл чăн малтан пысăк воспитани, культура, йĕркелĕх, çынна пурнăç çулĕ çине тăма пулăшакан тĕрев. Вĕрентÿ министрĕ хăйĕн сăмахĕнче шăпах çак шухăша анлăлатрĕ.

Вĕрентекенсен паянхи кун таппине, çÿлтен ыйтнине ĕлкĕрсе пырас тесен питĕ нумай ĕçлемелле. Унăн ĕçĕн юлашки результачĕ – ачасен пĕлĕвĕ, вĕсем хăйсен вăйĕпе пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне ăнăçлă тытса професси суйласа илме пултарни. Çак ыйтусене пурнăçа кĕртес тесен ача садĕнчен пуçласах кашни ача, вĕренекен патне учителĕн уйрăм çул тупмалла. Вăйлисемпе тата вăйлăрах ĕçлемелле, çав вăхăтрах ăс-тăн тĕлĕшĕнчен юлса пыракансене те ура çине тăма пулăшмалла.

ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ хăйĕн докладĕнче иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕн тата кăнтăр районĕсенче ĕçшĕн тÿлемелли çĕнĕ система çине куçнин результатне тĕплĕн анализ турĕ. Республикăра учителĕн вăтам шалăвĕ 9100 тенкĕ. Кăнтăр районĕсенче (пирĕн районта та çавах) вĕрентекен уйăхне вăтамран 8 пин тенкĕ ытла укçа илет. Кашни районтанах çĕнĕ тÿлев меслечĕн экспериментне кĕнĕ пĕрер шкулсенче (пирĕн районта çак телей Туçасене тивĕçнĕ) уйăхра 14-19 пин тенкĕ алла илеççĕ. Мĕнрен япăх ĕç укçи; Анчах вĕрентÿ министрĕ ППЭ анализĕсем те, ачасем вĕренме кĕнин результачĕ те эксперимента кĕнĕ шкулсенчи работниксен çак шалăва тивĕçтерес тесен чылай çанă тавăрса ĕçлемеллине каларĕ. Пирĕн тăрăхри учительсен 20 проценчĕ паян компьютерпа машинистка вырăнне те усă кураймаççĕ-мĕн. Учитель тĕнче шайне тухнă çыхăнусăр, ĕлĕкхи меслетпе çеç ĕçлесе ăçтан вĕрентÿ аталанăвĕн 2040 çулчченхи Стратегине пурнăçа кĕрттĕр-ха;

Конференцире доклада сÿтсе явакансем кун йĕркинчи тĕп ыйтăва тата анлăлатрĕç. Комсомольскинчи иккĕмĕш вăтам шкул директорĕ Г.Длиннов, Елчĕк районĕнчен Т.Николаева директор çумĕ, Шăмăршăран Л.Иванова, Комсомольскинчен Л.Антонова вĕрентÿ уйрăмĕн методика кабинечĕн заведующийĕ, Туçари вĕрентÿ центрĕн шкул совечĕн председателĕ В.Салмин, Патăрьелĕнчи “Центральный” ача сачĕн заведующийĕ Н.Туктанова, Елчĕк районĕнчи шкул директорĕн çумĕ Е.Корнилова ачасене вĕрентес, воспитани парас, вĕрентÿ ĕçĕнче пахалăха ÿстерес, педагогика кадрĕсене çĕнĕ формăпа аттестацилес, çул çитмен ачасен системине аталантарас тата ытти ыйтусене те хускатрĕç.

Конференцире инноваци вĕрентÿ программине тĕпе хурса ĕçлесе конкурсра мала тухнисене дипломсемпе, Чăваш Республикин Президенчĕн çулсеренех паракан свидетельствисемпе (200-шер пин), вĕрентÿ, çамрăксен политикин Министерствин Хисеп грамотисемпе чыс турĕç.

Патăрьелсене вара чыс-хисепĕ ытларах та тивĕçрĕ: икĕ шкул автобусĕ, çичĕ комплект-кабинет, 4-мĕш классем валли “Моя родословная” интерактивлă кĕнеке, ытти сĕтел-пукан. А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика