АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туртни сывлăхшăн сиенлĕ

30 августа 2008 г.

Юлашки вăхăтра çамрăксем хушшинче пирус туртасси, эрех ĕçесси йăлана кĕрсе пырать. Ÿссе çитĕнекен ăрăва ыранхи пурнăç пăшăрхантарать. Вĕсен пуласлăхĕ паллă мар. Лавкка çÿлĕкĕсем те туртмаллисемпе пуянлансах пыраççĕ. Кĕçĕн çулхи ачасене унăн тыткăнĕнче час-часах курма пулать.

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Е.Краснова ертсе пынипе “Эпĕ, эсĕ, вăл: эпир – сывлăхлă çĕр-шыв” проекта вăя кĕртсе “Сигарет туртмастпăр” акци ирттернĕ. Волонтерсен акцийĕ вăхăтĕнче 80 çын (17-73 çула çитнисем) хăйсен шухăшĕсене палăртнă. “Эсир туртатăр-и;” ыйтăва ытларахăшĕ “туртатпăр” тесе хуравланă. Пĕрисем пирус туртма пăрахма шутланă, теприсем туртни сывлăхшăн сиенлĕ теççĕ. Сигаретсене конфетпа улăштаракансен йышĕ те пысăк. Акци вăхăтĕнче 240 пирус пухса çунтарса янă. Çавăн пекех волонтерсем шкул умĕнче аслă çул çинчи чарăну палли пур вырăнта автомашинăсем йĕркене пăхăннине сăнарĕç. Пур водитель те хăвăртлăха чакарса чарăнса тăмаççĕ иккен. Йĕрке пуриншĕн те пĕр пулнине шута илмеллех вĕсен те.

А.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика