03 сентября 2008 г.
Районта 52 вĕрентÿ учрежденийĕ – вăл шутра 34 пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул, 15 ача сачĕ, хушма пĕлÿ паракан 3 учреждени, 2 патшалăх вĕрентÿ учрежденийĕ: професси училищи тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн филиалĕ – çак кун çитĕнекен ăрушăн алăкĕсене яри уçрĕç. Кашнийĕшĕнчех уяв мероприятийĕсем иртрĕç.
Район пуçлăхĕ Н.Глухов Пĕлÿ кунĕ ячĕпе ирттернĕ савăнăçлă линейкăра Треньелĕнчи А.Т.Краснов ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта пулчĕ. Вĕренÿ çуртне сентябрĕн пĕрремĕшне тĕпрен юсанă, ачасене çутă та илемлĕ классем кĕтсе илчĕç.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 61 ача парта хушшине ларать. Вĕсенчен тăваттăшĕ пĕрремĕш класа килнĕ. Çав вăхăтрах кунта вăтам классене çÿренĕ виçĕ ача республикăри олимп резервĕсен тата музыка енĕпе туртăм пуррисен шкулĕнче вĕренме пуçлани савăнтарать, хăпартлантарать, пăшăрхантарать те. Вĕренекенсен камран тĕслĕх илмелли пур: утас енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ Ирина Юманова юлашки çулсенче сахал мар ÿсĕмсем турĕ.
Педагогика коллективĕн, вĕренекенсен çитĕнĕвне палăртса шкул директорĕ Т.Тямина выпускниксен ырă ĕçне те асăнчĕ. Вĕсем çулленех шкула юсас, оборудованисене çĕнетес енĕпе сулмаклă пулăшу кÿнине каларĕ. Н.Кошкин, С.Тарасов, унчченхи шкул директорĕн П.Красновăн хĕрĕсем – шкулăн кĕтнĕ хăнисем.
Уяв ячĕпе Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рубцов, “Исток” çĕр ĕç фирмин ертÿçи А.Илюткин, райпо, общественность представителĕсем саламларĕç.
Шкулта вĕренекенсем районти мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Ташă коллективĕ репертуарне пуянлатса чапне ÿстерсех пырать. Спортра, вĕренÿре тунă ÿсĕмсем те савăнтараççĕ. Çуллахи вăхăтра ачасем сиплĕ эмел курăкĕсем пухни те пархатарлă.
Н.Глухов Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламланă май район ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Чи лайăх вĕренекенсемпе вĕрентекенсем район пуçлăхĕн аллинчен Хисеп грамотисемпе тав хучĕсем илчĕç. А.Илюткин принтер, выпускниксем походсемпе экскурсие кайма икĕ палатка парнелерĕç. Шкул ачисем вĕсемшĕн тав туса литмонтаж кăтартрĕç.
Чи илĕртÿллисем çак кун пĕрремĕш классем пулчĕç. Тăххăрмĕшсем вĕсене асăнмалăх парнесем пачĕç.
Пĕрремĕш шăнкăрав урока чĕнчĕ.
Район пуçлăхĕ çавăн пекех ача сачĕпе паллашрĕ, ял библиотекинче пулчĕ.
А.ИВАНОВА.
х х х
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ир-ирех хаваслă кĕвĕ тата ачасен шавлă сассипе тулчĕ. Нихçанхинчен илемлĕ кунта. Вĕренÿ çуртне тасатса тирпейленĕ, сăрланă. Ачасем уяв тумĕпе.
Пĕлÿ кунĕ ячĕпе иртекен линейкăна шкул ертÿçин воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ И.Терентьева уçрĕ. Чи пĕрремĕш сăмаха шкул директорне В.Солдатова пачĕ. Владислав Всеволодович вĕренекенсене, ашшĕ-амăшне, педагогсене, хăнасене Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ. Пĕрремĕш хут шкула килекенсене пĕлÿ тĕнчине ăшшăн кĕтсе илнине пĕлтерчĕ. Шкулăн иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. Республикăри ялти шкулсен рейтингĕнче кунта пĕлÿ пухакансем ППЭ ÿсĕмĕпе пĕрремĕш вырăнта тăнине палăртрĕ. Пуçланакан вĕренÿ çулĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Тăрăшса вĕренекен, шкул пурнăçне хастар хутшăнакан ачасене Хисеп грамотисем парса чысларĕ.
Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов шкул Раççей, республика, район шайĕнчи конкурссене, олимпиадăсене хутшăнса тунă утăмсене ырласа палăртрĕ. Пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕ. Тивĕçлĕ педагогсемпе вĕренекенсене район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Пĕлÿ тĕнчипе ирĕккĕн утма ăнăçусем сунчĕ.
Чăваш патшалĕх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн директорĕ Н.Ляллина Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламласа тăрăшса вĕренекенсен пĕр пайĕ вĕсем патĕнчи аслă шкула малалла вĕренме çул тытнине палăртрĕ.
Шкулти попечительство совечĕн членĕ, обществăлла апатлану предприятийĕн директорĕ Л.Шакмакова çуллахи вăхăтра ачасен канăвне тивĕçлĕ йĕркелеме пулăшнисене грамотăсемпе чысласа саламларĕ.
В.Шадиряков депутат Патăрьел ял тăрăхĕн ертÿçисен ятĕнчен уяв саламне çитерчĕ.
Педагогика ĕçĕн ветеранĕсенчен Д.Енилинпа В.Викторова тухса каларĕç. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе А.Адикина сăмах илчĕ.
Пуçласа шкула килекен 76 ача аслисене хăйсен пултарулăхне кăтартрĕ. Г.Краснова учительница ертсе пынипе сăвăсем вуларĕç. А.Михайлова учительницăн класĕ вара ташăпа савăнтарчĕ. Вунпĕрмĕшĕнчи Р.Шакмаковпа пĕрремĕшĕнчи А.Шуряшкина шăнкăрав парса пĕрремĕш урока йыхравларĕç.
Ачисене шкула ăсатма килнĕ ашшĕ-амăшĕ киле васкамарĕ. Акт залĕнче вĕсемпе шкул директорĕ В.Солдатов калаçу ирттерчĕ. Сăмах вĕренÿри çĕнĕлĕхсем çинчен пычĕ. Пуçласа шкулта тренажер класĕ уçнă. Унта пуçламăш классенчен пуçласа аслисем таранах çÿреме пăхнă. Занятисене Л.Урукова инструктор ирттерет. Тренажерсем кашни мышцăна кирлĕ пек ĕçлеттерни усăллă. Юн çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелес ĕçе витĕм кÿрекен упражненисем тăвĕç занятисенче. Çурăм шăмми тÿрĕ пулни аталанăва витĕм кÿретех.
Шыв ыйтăвĕ те шухăшлаттарать. Кунĕпех хусканура пулакан ачасен организмне вăл та çителĕклĕ кирлĕ. Çавна шута илсе кабинетсене ăна савăтпах лартмалла тăваççĕ.
Шкула çÿрекен ача шучĕ сахал мар. Çул урлă каçса çÿрекеннисем те йышлă. Пасар кунĕсенче вĕçсĕр-хĕрсĕр машина иртет. Инкек-синкекрен сыхланас тĕллевпе çул-йĕр правилисене çĕнĕрен аса илтерме ыйтрĕ директор.
Хаваслă каникул хыççăн çĕнĕрен парта хушшине ларчĕç ачасем. Çу каçиччен каннă, ĕçпе пиçĕхнĕ, вăй пухнă вĕсем. Кăткăс задачăсем шутласа рефератсем çырма та хатĕр. Эппин, ăнăçусем сунар вĕсене.
А.АСТРАХАНЦЕВА.
х х х
Анат Туçари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул та ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулне чыслăн кĕтсе илчĕ. Вĕренекенсене, педагогсене, хăнасене Пĕлÿ кунĕ ячĕпе шкул директорĕ А.Пласкин саламларĕ. Тăрăшуллă педагогсемпе ачасене Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Асра юлмалли уявпа Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Перепелкин, “Звезда” кооператив ертÿçи В.Кузнецов, Патăрьелĕнчи чăх-чĕп ĕрчетекен станци директорĕ П.Сорокин саламласа спонсорла пулăшу кÿчĕç. Унччен шкул директорĕнче ĕçленĕ Н.Андреев вĕренÿре ÿсĕмсем сунчĕ. Педагогика ветеранĕ И.Андреева мăнукне шкула ăсатнă май ашшĕ-амăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ ячĕпе саламларĕ. Пĕрремĕшсене Е.Углева учительница йышăнчĕ. Шкул сакки çине ларакансем тăрăшса вĕренме сăмах пачĕç.
Педагогсене ĕçре чăтăмлăх, ăнăçу суннă, вĕренекенсене тăрăшулăх сĕннĕ хыççăн пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ.
Пĕрремĕш классене тăххăрмĕшсем пĕлÿ тĕнчипе çирĕп утма сĕнсе классене çавăтса кĕчĕç.
(Хамăр корр.).
Патăрьелĕнчи 7-мĕш професси училищинче çĕнĕ вĕренÿ çулне училище директорĕ В.Николаев ăшă сăмах каласа уçрĕ, иртнĕ çулхи вĕрентÿ пĕтĕмлетĕвĕпе тата кăçалхи умра тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ.
Малалла Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçне туса пыракан В.Сельцов ĕçре тата вĕренÿре пурне те пысăк çитĕнÿсем сунчĕ.
И.Рубцова, В.Спиридонов, А.Киргизова директор çумĕсем тата физкультура руководителĕ Н.Чинкин вĕренÿре, ĕçре тата спортра малта пыракансене парнесем, Хисеп грамотисем парса чысларĕç.
Çĕнĕ вĕренÿ çулне 9-мĕш класс хыççăн тракторист-машинист, повар-кондитер, 11-мĕш класс пĕтернисене автомеханик, ЭВМ операторĕ, сутуçă-кассир профессисене вĕренме илчĕç. 2007-2008 вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх “Чи лайăх вĕрентекен” ята Т.Кучерова, “Чи лайăх производство вĕрентĕвĕн мастерĕ” ята А.Румянцев, “Чи лайăх вĕренÿ группи” ята (руководителĕсем Н.Хисамутдинова, Н.Урмакова тата Ф.Хайбуллова) пулас поварсем тивĕçрĕç. Вĕсем Шупашкар – Хусан хулине экскурсие каяççĕ. Н.КРАСНОВ.