03 сентября 2008 г.
Районта Кăнтăр Осетинче инкек тÿснисене пулăшма хапăл тăвакан уйрăм çынсем те, коллективсем те хутшăнсах пыраççĕ. Турханта чăн малтанах ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ пулса ял тăрăх работникĕсем пĕр кунхи ĕç укçине пулăшу счетне куçарнă. Ыркăмăллăх акцине сывлăх хуралĕн, вĕрентÿ ĕçченĕсем, ялти ытти çынсем те хапăл туса ăшă кăмăлтан хутшăннă.
Пĕрле пайланă хуйхă пĕчĕкленет, сахалланать, çăмăлланать теççĕ. Çавăнпа та нушана кĕрсе ÿкнисене алă тăсса пани сăвап çеç пулĕ.