03 сентября 2008 г.
Выльăх-чĕрлĕх фермисенче куллен ĕç пырать. Сăвăнакан ĕнесем çуллахи лагерьсенче пулчĕç, кĕтÿре çÿрерĕç. Часах вĕсене витесене кĕртме вăхăт çитет. Анчах хатĕр-и-ха çак отрасльте ĕçлекенсем выльăх-чĕрлĕхе ăшă та тутă хĕл каçарма; Витесене шуратса, дезинфекци туса, юсав ĕçĕсене пурнăçланă-и хуçалăхсенче; Кирлĕ чухлĕ апат хатĕрлеме тăрăшаççĕ-и; Çак ĕçсем мĕнле пынипе интересленсе ятарлă комисси выльăх-чĕрлĕх фермисенче пулчĕ.
Выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле тĕплĕн хатĕрлес, çавна май аш-какай, сĕт-çу туса илессине ÿстерес тĕллевпе хуçалăхсенче чылай ĕç турĕç. Ку енĕпе “Батыревский” пĕрлешÿре, “Труд”, “Звезда”, “Красное знамя” кооперативсенче, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче, “Малалла”, “Исток” тата ытти хăш-пĕр хуçалăхра пысăк тăрăшулăх кăтартрĕç. Вĕсенче юсав ĕçĕсене янкăр уяр, хĕвеллĕ, ăшă çанталăкрах пикеннĕ. Чылай çĕрте ферма таврашĕсене тислĕкрен тасатнă. Шĕвек пухăнакан шăтăксене йĕркене кĕртнĕ, вите алăкĕсене, чÿречисене, урайсене, канализаци системине, электропроводкăна юсанă. Витесене шуратнă, дезинфекци тунă. Фермăри механизаци кал-кал ĕçлетĕр тесе тăрăшнă. Транспортерсене пăхса янă. Çак тĕллевпе ятарласа уйăрнă бригадăсем ĕçленĕ. “Ăшă вите – çур апат” тенине асра тытаççĕ асăннă хуçалăхсенче.
“Гвардеец” хуçалăхра 100 пуç вырнаçакан ĕне витине тĕпрен юсаса реконструкци тума тытăннă, кунтах сĕт пăрăхĕ çĕнĕ пулать. Çавăн пекех çĕнĕлĕхсем “Батыревский” пĕрлешÿре, “Звезда”, “Труд”, “Красное знамя” хуçалăхсенче, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче те чылай.
Анчах та пур çĕрте те кăмăла çĕклекен ырă улшăнусем курма çук çав. Хăш-пĕр хуçалăхсен ферминче хĕл çывхарни сисĕнмест. Ку енĕпе пĕр пăта та çапман тесен те йăнăш пулмĕ. Фермăсенче шăплăх хуçаланать. “Колос”, “Дуслык”, “Заря”, “Родина”, “Тойсинская” хуçалăхсенче витесене шуратса дезинфекци тумалла, урайăн хăш-пĕр хăмисене улăштармалла, чÿречесене лартмалла, алăксене юсамалла, тислĕк кăларакан транспортерсене хута ямалла.
Витесен пахалăхне тĕрĕслекенĕ – хĕл. Унран нимĕнле кăлтăка та пытарса хăвараймăн. Вите тăррисене те “хыпалать” вăл. Çÿхе витесенчен хĕллехи кун та “çумăр çăвать”, стенасемпе маччасем йĕпенеççĕ. Ăшă та тăмасть вĕсенче.
Иртнĕ çул “Колос”, “Тойсинская”, “Родина”, “Знамя”, “Трудовик” хуçалăхсенче зоотехникăлла гигиена йĕркисене пăснине пула çамрăк выльăхсем вилкеленисем пулчĕç. Вĕсене усрама кирлĕ условисем туса пама тăрăшмаллах.
Районти хуçалăхсенче хальхи вăхăтра та выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла пырать. Чылай çĕрте утă-улăм, сенаж пĕлтĕрхинчен ытларах хунă.
Сивĕ кунсем çывхарсах пыраççĕ. Хуçалăхсен ертÿçисен çакна асра тытса, юлнă вăхăтпа усă курса туса çитереймен юсав ĕçĕсене вĕçлемелле, выльăхсене, ферма ĕçченĕсене тивĕçлĕ условисем туса парассишĕн тимлемелле. Ан манăр: юлнă ĕç çине юр çăвать.
П.ЕФИМОВ,районти тĕп ветеринари инспекторĕ.