03 сентября 2008 г.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш кунĕ Татмăшсемшĕн уйрăмах паллă кун пулса юлчĕ. Çак кунхине Чăваш Ен çыннисенчен пĕрремĕш хут паллă çветтуйсем шутне кĕртнĕ Герман атте ячĕллĕ часовня тăррине куполпа хĕрес хăпартнă (ÿкер-чĕкре).
Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе хак парса V Кăнтăр округĕн Благочиннăйĕ Анатолий Аттепе Туçари чиркÿ настоятелĕ Николай атте торжествăлла литурги ирттернĕ.
Савăнăçлă мероприятие район пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пай пуçлăхĕ И.Дикин, Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăх пуçлăхĕ В.Краснов, “Югель” тулли мар яваплă общество ертÿçи В.Солдатов, районти организаци-предприяти ертÿçисем, православи тĕнне ĕненекенсем пуçтарăннă.
Ватăсем каланă тăрăх, Татмăшра тахçан ĕлĕк кĕлĕ çурчĕ пулнă, анчах ăна вăхăтĕнче çĕмĕрнĕ, юрăхсăра кăларнă. Çĕнĕ кĕлĕ çурчĕ вара пурин ĕмĕтĕнче те пулнă.
Герман Афанасьевич Кокель тĕнчипе паллă А.Кокель ÿнерçĕн пиччĕ-шĕ. Çак кунтан пуçласа ыркăмăллăх меслечĕпе çĕкленекен Татмăшри кĕлĕ çурчĕ Герман Кокель çветтуй ячĕпе пулĕ.
(Хамăр корр.).