03 сентября 2008 г.
Аслă Чемен. Ял тăрăхне кĕрекен Тури Чакăра граждансен пухăвĕ иртнĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа – ял тăрăхĕн 2010 çулчченхи генеральнăй планĕпе вăхăтлăха ял тăрăх пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыракан В.Бахмисов паллаштарнă. Кунтах ял тăрăхĕн социаллă-экономикăллă аталанăвĕ пирки те калаçнă.
Граждансен пухăвĕнче çĕр пайĕсене регистрацилес, фермер хуçалăхĕсем йĕркелес ыйтусене те хускатнă.
Çĕр налукне пуçтарассипе
тимлеççĕ
Ыхра Çырми. Пахча çимĕçпе тымар çимĕç пуçтарас хĕрÿ тапхăр пынине пăхмасăр ял тăрăхĕнче халăхран çĕр налукĕ пуçтарассине йĕркеленĕ. Ку ĕçе администраци специалисчĕсене явăçтарнă. Кашни хуçалăха çитекен хут çинче çăмăллатнă кредит илмелли майсемпе паллаштарни те, тавралăха тирпей-илем кĕртмеллли те, пушар йĕркине пăхăнмалли çинчен калакан хыпар та пур.
Хĕрлĕ армеецсен
вилтăпри умĕнче пуç тайнă
Августăн 28-мĕшĕнче Тăрăн ял тăрăхĕнчи ĕçченсемпе ял çыннисем 90 çул каялла пуç хунă граждан вăрçин паттăрĕсене, Кĕçĕн Патăрьелсене вил тăпри çинче пулса пуç тайнă, чечек çыххисем хунă.