03 сентября 2008 г.
Кĕçĕн Патăрьел ялĕн хĕвел тухăç енче Совет влаçĕшĕн çапăçса вилнĕ хĕрлĕ армеецсен ячĕпе лартнă палăк пур. Пĕр икĕ теçетке çул каялла район территорийĕнче чи сăваплă вырăнсенчен пĕри пулнă вăл. Октябрь уявĕн кунĕсенче митингсем ирттернĕ, шкул ачисене ятарласа экскурсие илсе килнĕ. Мĕнпе çыхăннă-ха çак палăк историйĕ;
1918 çул. Совет влаçĕ “çулăмлă ункăра”. Чĕмпĕр, Пăва хулисене шуррисем илнĕ хыççăн Патăрьел тăрăхĕ фронт линийĕ пулса тăрать. Шуррисем Йĕпреç-Шăхран (хальхи Канаш) чугун çула илме тăрăшаççĕ. Чĕмпĕр хулине шуррисем илсен Улатăр çар ушкăнне туса хураççĕ. Вĕсен шуррисене Хĕвел тухăç фронтăн тылне кĕртмелле пулман. Çавăнпа та август уйăхĕн 26-мĕшĕнче Йĕпреç станцийĕнчен Петр Егорович Крепков ертсе пыракан хĕрлисен отрячĕ Кĕçĕн Патăрьелне çитсе вырнаçать. Çак хыпара Патăрьелĕнчи шыв арман хуçин ывăлĕ Пăвана кайса шуррисене пĕлтерет.
1918 çулхи август уйăхĕн 28-мĕшĕ. Хĕвел тухнă-тухман вăхăтра тавралăх пăшалсенчен тата пулеметсенчен пенĕ шавпа тулать. Çапăçу уйрăмах ялăн хĕвел тухăç енче питĕ хаяр пырать. Вăл вăхăтра Пăла шывĕ тарăн пулнă. Çавăнпа та пĕтĕм çапăçу çакăнта пулса иртнĕ. Кĕпер урлă шуррисене каçарас мар тесе вырнаçтарнă пулнă та ĕнтĕ хĕрлисем икĕ пулемета хальхи палăк ларнă вырăнта. Пĕр пулемет расчечĕ часах пĕтнĕ. Тепринпе вилнĕ пулеметчика ылмаштарса П.Крепков тапăнса килекен тăшмансем çине тăхлан çумăрĕ тăкма пуçлать. Анчах вăйсем пĕр пек мар. Тан мар çапăçура пĕрин хыççăн тепĕр хĕрлĕ армеец вилет. П.Крепков та аманать, çапах та пулеметран пеме чарăнмасть. Тăшманăн иккĕмĕш пульли 28 çулхи командирăн пурнăçне татать. Отрядăн чĕрĕ юлнă пайĕ Йĕпреçе чакса каять. П.Крепков тата унăн 53 юлташĕ çапăçу хирĕнче выртса юлаççĕ. Ку çеç те мар, тĕрлĕ енне тарма тăрăшнă хĕрлĕ армеецсене Совет влаçне курайман çынсем тыта-тыта вĕлереççĕ. Шăхальте, Кивĕ Катекре пулнă ун пек тĕслĕхсем. Уйрăмах хăрушă ĕç Çĕнĕ Ахпÿртре пулса иртет. П.Крепков отрядĕнчи пĕр аманнă салтак ялăн хĕвел анăç енчи çерем çине çитсе ÿкет (ку вырăна Макçăм тăвайкки теççĕ). Вăл вăхăтра çынсем кĕрхи çĕртме тунă пулнă. Çак аманнă салтака сÿре пуххи çине пăрахса çунтарса вĕлереççĕ.
Шуррисем Патăрьелĕнче чылай тăраймаççĕ. Çапăçу хыççăн тепĕр куннех Йĕпреçрен килнĕ хĕрлĕ армеецсем вĕсене хăваласа яраççĕ. Çапах та хĕрлисемшĕн питĕ пысăк çухату пулнă. Отрядăн çуррине ытла тăшмансем вĕлерсе пĕтернĕ. Çапăçура пуçне хунă юлташĕсене Шăхрана каякан аслă çулăн хĕррине, Треньел ялĕ çумĕпе юхса выртакан çырман улăхне пытараççĕ. (Паянхи кун та çак вырăн паллă).
Каярахпа вĕсен юлашкийĕсене (шăммисене) çапăçу пулнă вырăна илсе килсе пытараççĕ, йывăçран палăк лартаççĕ. Лайă ас тăватăп, октябрь уявĕн кунĕсенче эпир пĕчĕк ачасем 8 çухрăма унта ирттерекен митинга курма каяттăмăр. Митингра каланă сăмахсем пире ăнланмалла та мар пулнă пулĕ, анчах та пистолетсенчен персе салют пани пирĕншĕн питĕ кăсăклăччĕ.
Халь ларакан палăка Октябрьти социализмла Аслă революци 50 çул тултарнине уявланă чух уçнă. 80-мĕш çулсенче Патăрьел комсомол райкомĕ ăна шефа илнĕ. Йĕри-тавра карта тытнă, газонсем, тротуарсем тунă. Иртнĕ çул эпĕ те унта шкул ачисемпе экскурсире пултăм. Палăк аван упранать. Паллах ăна яланах тÿрлетсе, тирпейлесе тăмалла.
Пĕр-икĕ сăмах уйрăм паттăрсем çинчен. П.Крепков отрядĕнче çĕр çынна яхăн хĕрлĕ армеец пулнă. Вĕсен хушшинче тĕрлĕ наци çынни тăнă. П.Крепков хальхи Тутарстанти Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Тăван ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хурăнвар Шăхаль ялĕнчи иккĕмĕш класлă шкулта вĕренсе учитель пулать. 1911-1912 çулсенче пирĕн районти Татмăшра ĕçлет. Вăл тăрăшнипе ялта шкул çурчĕ туса лартаççĕ. Петр Егорович Хусан университетне вĕренме кĕме ĕмĕтленнĕ. Синкерлĕ самана тапхăрĕ çамрăк çыннăн малашлăхне татнă. Унăн тăван-пĕлĕшĕсем пирки нимĕн те калаймастăп.
Çак çапăçура Кадир Апанаев, Ыхра Çырми ял учителĕ, паттăрăн вилнĕ. К.Апанаев Хусанта вĕреннĕ чухне çамрăклах революци юхăмне хутшăннă, кайран тĕрлĕ вырăнта учительте ĕçленĕ. Шуррисем тапăнса килсессĕн П.Крепковпа пĕрле ялсем тăрăх çÿресе Совет влаçĕн политикине ăнлантарнă. Ăна çапăçура вилнĕ юлташĕсемпех пытарнă. Вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми те çакнăччĕ. Шел пулин те пушар вăхăтĕнче ăна сыхласа хăварайман. Хальхи вăхăтра Ыхра Çырминче унăн пĕр мăнукĕ Альберт Апанаев пурăнать. Çак ялта ĕçлесе курнă пирки вĕсен çемйине эпĕ питĕ лайăх пĕлетĕп. Ырă кăмăллă та туслăскерсем аслашшĕне манмаççĕ.
Вăхăт яланах малалла шăвать. Çÿлерех çырса кăтартнă ĕçсем пулса иртни те августăн 28-мĕшĕнче 90 çул çитрĕ.
В.ЛЮКИН,
Çĕнĕ Ахпÿрт.