АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воспитани çемьерен пуçланать

03 сентября 2008 г.

Пирĕн патшалăх çемье тĕрекĕшĕн куллен тăрăшать, мĕншĕн тесен ачасем чи малтан çемьере воспитани илеççĕ, çĕр-шыва тивĕçлĕ граждансем пулса çитĕнеççĕ. Нумай ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать, çемьере тата обществăра йĕркеллĕ тытса ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Çакăн пек çемьесенчи ачасем çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулса çитĕнеççĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшне нихăçан та манмаççĕ, пулăшсах тăраççĕ, тирпейлĕ пурăнса вĕсене савăнтараççĕ.

Анчах та тепĕр чухне тÿнтерлĕ ÿкерчĕксем те курма тÿр килет. Ача тăван ашшĕ-амăшне итлемест, вĕсем çине алă çĕклеме те именмест, пĕчĕкренех преступлени çулĕ çине тăрать. Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекен, пĕр-пĕринпе харкашакан ашшĕ-амăшĕ ăçтан ачисене тĕрĕс воспитани пама пултартăр-ха;

Паянхи кун тĕлне Патăрьел районĕн шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен подразделенинче 20 йĕркесĕр çемье шутра тăрать. Çак çемьесене эпир тăтăшах тĕрĕслесе тăратпăр, вĕсемпе профилактика ĕçĕсем туса ирттеретпĕр. Кашни çуллахи каникул вăхăтĕнче “Подросток” операци пулать. Çак операци вăхăтĕнче эпир ялсене тухса çÿретпĕр, йĕркесĕр çемьесене тĕрĕслетпĕр, вĕсене шута илетпĕр.

Акă, Шăхач ялĕнче Н.Л. пурăнать, 2 ача ÿстерет. Анчах вĕсен шăпишĕн шухăшлама вăхăт тупаймасть, мĕншĕн тесен вăл пĕрмаях ĕçет, урăлаймасть. Темиçе хутчен ачисене тивĕçлĕ пăхайманшăн административлă майпа явап тытнă пулсан та çак хĕрарăм тÿрленме шутламасть. Çакнашкал çемьесем Шăхачра татах та пур. Акă, унта пурăнакан И-сен те çемье тĕрекĕ çук. Кил хуçипе унăн арăмĕ тăтăшах пĕчĕк ачине килте ватă аслашшĕпе нумай вăхăтлăха пăрахса хăварнă, ăна тивĕçлĕ воспитани парайман. Патăрьел район сучĕ çакăншăн вĕсене ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварчĕ.

Кунашкал тĕслĕхсем Çĕнĕ Ахпÿрт, Нăрваш Шăхаль тата ытти ялсенче те пур. Çакăн пек çемьесемпе тивĕçлĕ органсен çине тăрса ĕçлемелле. Çавăн чухне çеç ун пек çемьесенче çирĕп сывлăхлă, çĕр-шыва усăллă çынсем ÿссе çитĕнĕç.

В.КУЗНЕЦОВА,

районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен подразделени начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика