10 сентября 2008 г.
Çуллахи каникул хыçа юлчĕ. Ачасен кану кунĕсем асра юлччăр тесе çитĕннисем те тăрăшрĕç. 6 çултан пуçласа 15 çулчченхи 5637 çитĕнекен ăруран 2784-шĕн канăвне лагерьсенче çирĕплетме майсем туса пачĕç. Социаллă страховани фончĕ урлă район тулашĕнчи сывлăха çирĕплетекен 4 лагерьте пулни асра юлатех. “Чайка” лагерьте уйăхсерен çичшер ача канса-сипленме пултарать.
Шкулсенчи пĕрремĕш сменăри лагерьсенче 615 ача, иккĕмĕшĕнче – 365, виççĕмĕшĕнче 275 ача канчĕ. Социаллă страховани фончĕ çакăншăн 11 миллион та 16 пин те 550 тенкĕ укçа уйăрчĕ.
Ĕçпе кану лагерĕсене 816 ача çÿрерĕ. Вырăнти бюджетрен унта 143,2 пин тенкĕ расхутланă.
61 ача сиплев санаторийĕсенче пулчĕ. Социаллă центрта 30 ачана канма майсем туса панă. Ку тĕллевпе 128,3 пин тенкĕ уйăрнă.
Ĕçпе тивĕçтерекен центр 459 ачана ĕçлĕ тунă. Вăл шутран 99-шĕ тулли мар тата йышлă ачаллă, 174-шĕ сахал тупăш кĕрекен çемьесенчен.
(Хамăр корр.).