АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СЛЕДСТВИ КОМИТЕТНЕ – çУЛТАЛĂК

13 сентября 2008 г.

Сентябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнче Следстви комитечĕ, çавăн пекех Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи уйрăмĕ йĕркеленсе кайнăранпа çулталăк çитрĕ. Çавна май хаçат вулакансене тĕплĕнрех уйрăм ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарас тĕллевпе редакцие Чăваш Республикин Следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи уйрăмĕн ертÿçине Р.Шайхалова чĕнтĕмĕр.

– “Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнче Следстви комитечĕсем йĕркелесси” çинчен калакан Указа Раççей Президенчĕ 2007 çулхи август уйăхĕн 1-мĕшĕнче алă пуснă. Çакна тума Раççей Федерацийĕнчи судпа право йĕркине çĕнĕлĕхсем кĕртни хистенĕ.

– Кĕскен хăвăр коллективпа паллаштарсан та вырăнлă пулĕччĕ.

– Тархасшăн. Пурĕ 8-ăн ĕçлетпĕр. Эпĕ – ертÿçи, В.Коннов манăн çум, Р.Салимзянов уйрăмах хăрушă (йывăр) ĕçсен следователĕ, В.Ярушкин, В.Егоров, Д.Тазюков, А.Ксенофонтов аслă следовательсем, Т.Танькова инспектор-делопроизводитель.

– Пĕлтĕрхи авăн уйăхне аса илер-ха...

– Çĕнĕ комитет ĕçлесе кайнă тапхăрта, паллах, пур енĕпе те йывăрлăхсем сахал мар пулчĕç. Кадрсем енĕпе те, пурлăхпа техника бази енчен те, тата ытти те, тата ытти те... Халĕ вăл тапхăр хыçра ĕнтĕ. Паян районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ йĕркеллĕ ĕçлесе пырать, хăйĕн умне лартнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшать. Çулталăк хушшинче преступлени çинчен калакан 676 ыйтăва пăхса тухрăмăр. Вĕсемпе çирĕп тĕрĕслев ирттернĕ, 69 уголовлă ĕç пуçарнă, 76 уголовлă ĕçе тивĕçлĕ йышăну тума суда ярса панă. Вĕçне çитернĕ кашни уголовлă ĕçпех следовательсем унăн сăлтавне тата вăл мĕнле условисенче пулнине тĕпченĕ, вĕсем урăх ан пулччăр тесе кирлĕ мерăсем йышăннă.

– Мĕнлерех уголовлă ĕçсем ытларах тĕл пулаççĕ;

– Преступленисене илес пулсан ытларах пайне ÿсĕрле туни палăрать. Çемьери харкашусем те ĕçке пулах тухаççĕ. Коррупципе çыхăннă преступленисем те пайтах. Акă, вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем бюджет укçи-тенкине вăрланă пирки 6 уголовлă ĕç, вырăнти депутатсем пирки 3 уголовлă ĕç, икĕ милици сотрудникĕ пирки пĕр уголовлă ĕç пăхса тухнă, тивĕçлипе айăпланă. Ку ĕç малалла та пырать.

– Мĕнех, çулталăк нумай вăхăт хушши мар, çапах та ĕçĕрсем курăмлă, эпир ун пирки хаçатра çутатсах тăтăмăр. Малашне те ăнăçусем сунас килет.

– Тавтапуç.

А.КОЗЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика