АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эх, туй, туй, тесе...

13 сентября 2008 г.

Пирĕн çĕр-шывра çемьеллĕ пурнăç тăршшĕпе 3 туй – кĕмĕл, ылтăн, бриллиант – паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Ытти çĕр-шывсенче, тĕслĕхрен, Латвинче 5 çул (йывăç, пилеш туйĕ) паллă тăваççĕ, пĕтĕм Прибалтикăра – кĕл чечек кунĕ (10 çул). Украинăра 13 хутчен те тĕрлĕ туй уявне ирттереççĕ, Болгарире – 21 хут... Çапла, çемьере пурăннă кашни çулăн хăйĕн туйĕ. Паллашар-ха вĕсемпе.

Пĕрремĕш туй – симĕс туй. Ку вăл ЗАГСра пĕрлешнĕ кун. Пурин асĕнче те вăл юрă-ташăпа, чечексемпе, фатапа, çĕрĕсемпе, парнесемпе, хăнана килнĕ тăвансемпе, уяв сĕтелĕпе тата ытти нумай телейлĕ самантпа асра юлать.

Каярахпа вара:

Пĕрремĕш çул – çитсă. Хĕрарăм çитсă кĕпе тăхăнать çак кун. Мăшăрсем пĕр-пĕрне çитсă тутăрсем парнелеме пултараççĕ.

2 çул – хут (çĕр мамăк). Унăн ячĕ 2 çул аванах вăхăт, анчах та мăшăрсен хутшăнăвĕсем хальлĕхе питĕ черчен иккенне пĕлтерет. Çавăнпа та мăшăрсен пĕр-пĕринпе питĕ та асăрхануллă, çемçе пулмалла. Çак кун пĕр-пĕрне хут çине çепĕç юрату çырăвĕ çырса пама е илемлĕ открытка парнелеме юрать. Хăнасем пулсан вара мăшăра кĕленчерен, çĕр мамăкĕнчен, хутран тунă парнесем пама пултараççĕ, обой таранах.

3 çул – тир. Мăшăрсем çак вăхăта пĕр-пĕрне питĕ лайăх пĕлсе çитнипе (“ÿтпе туйни” таранчченех) ят панă çак туя. Арăмĕн упăшкине тир пиçиххи, укçа енчĕкĕ, упăшкин вара мăшăрне тиртен тунă атă-пушмак е сумка парнелеме юрать. Хăнасем мăшăра тир чемодан парнелеме пултараççĕ – çакă вĕсене романтикăлла çул çÿреве кайма та хавхалантарĕ.

4 çул – йĕтĕн (вĕрен). Çак çулсенче мăшăрсем пĕр-пĕринпе вĕренпе çыхăннă пекех çывăхланаççĕ. Çак кун вĕсене тĕрлĕрен çыхнă, йĕтĕнрен çĕленĕ япала, макрама парнелеме пулать.

5 çул – йывăç (пилеш). Тĕплĕ юбилей, çак туй ятне ахальтен тухăçлăх, чечекленÿ, пурнăç символĕн ячĕпе паман. Çак çулсенче çемьен аван çирĕп тымар ярса ача-пăчаллă пулмаллине те пĕлтерет çакă. Мăшăрăн хăйĕн çурт, сĕтел-пукан та пулмалла çак тапхăрта. Парнесем, паллах, йывăçран – шкатулка, йывăç кашăк тата ытти кирлĕ хатĕр.

6 çул – чукун. Вăл ытти металлсенчен черчентерех пулнипе, çапсан çĕмĕрĕлме пултарнипе уйрăлса тăрать. Çавăн пекех çемьере те юратупа киленÿ вучахне “вуттине пăрахсах” пымасан вăл арканма пултарать. Йăла тăрăх, çак уяв умĕн хĕрарăм пĕтĕм чукун савăт-сапана çап-çут тасатса хурать.

7 çул – пăхăр. Ку туйăн хăйĕн вăрттăнлăхĕ. Пăхăр – хаклă, çирĕп металл, анчах ылтăн, кĕмĕл тата ытти чаплăрах металлсем патне çитеймест. Çавăн пекех çичĕ çул та çамрăк мăшăрăн веçех малашлăхра иккенне пĕлтерет.

8 çул – калай. Çак вăхăта çемьери пурнăç веçех йĕркеленсе çитмелле, арăмĕпе упăшкин пĕр-пĕрне ăнланмалла. Çак кун калайран тунă савăт-сапа йăлтăртатса тăмалла.

9 çул – фаянс (салтак тÿми чечекĕ). Салтак тÿми чечекĕ ĕлĕкренех юратупа çыхăннă. Çавăн пекех вăл çу кунĕсене, хĕвеле, ăшăна аса илтерет. Çак çулта çемьен те чечеке ларнă вăхăчĕ çывхарать. Чечек çыххи, фаянс савăт-сапа, кĕлеткесем, статуэткăсем – чи лайăх парне.

10 çул – кĕл чечек (тăхлан). Хĕрлĕ кĕл чечек – вăйлă туйăмсен символĕ. Çак юбилей туйне малтанхи, тĕп туя пынă хăнасене чĕнмелле. Туйри свидетельсемпе хăйсен ачисем пулмалла. Упăшкин арăмне кĕл чечек çыххи парнелемелле. Хăнасен те çак чечексемпе килсен аван.

11 çул – хурçă. Ахальтен мар “хурçă пек çирĕп” теççĕ. Ку вăхăта çемье никам аркатайми çирĕп, мăшăрсен лайăх çурт, хуçалăх, ача-пăча пулмалла. Çывăх тăвансемпе юлташсене чĕнмелле. Чи лайăх парнесем, паллах, хурçăран тунисем.

12 çул – пурçăн.

13 çул – чĕнтĕр. Çемьене хакламаллипе, унпа çÿхе чĕнтĕрпе пекех асăрхануллă пулмаллине пĕлтерет. Çак кун арăмĕ упăшкине чĕнтĕр пек çÿхе икерчĕсем пĕçерсе çитерет, упăшки вара арăмне, тĕслĕхрен, чĕнтĕр пеньюар парнелеме пултарать.

14 çул – агат. Агат – çурма хаклă, çемьене сыхлакан, телейне упракан чул. Çак кун мăшăрсем пĕр-пĕрне пур вăрттăнлăха та уçса параççĕ.

15 çул – кĕленче (хрусталь). Хрусталь – таса, тăрă, тĕлĕнмелле янравлă материал, çавăнпа та мăшăр çакăн чухлĕ пурăнсан хăйсен юратăвĕпе те, çирĕп çемйипе те мухманма пултарать. Çемьен 15 çулхи юбилейĕнче ачасен пулмаллах. Вĕсем – малаллахи пурнăçăн, телейĕн, савăнăçăн палли.

Вун пилĕк çул хыççăн “çавра” датăсене анчах паллă тума тытăнаççĕ.

20 çул – фарфор. Хаклă та хитре материал, асăрхамасан вара çĕмĕрĕлме те пултарать.

Çавăнпа та 20 çул пĕрле пурăннă мăшăрăн савăннипе пĕрлех телей питĕ черчен япала, вăл вара хăйсен аллинче пулнине манмалла мар. Уяв сĕтелне, паллах, фарфор савăт-сапа çинче хатĕрлемелле. Парне пирки каламасăрах паллă.

25 çул – кĕмĕл. Хаклă йышши металл. Пĕрле пурăннă чĕрĕк ĕмĕр тапхăрне мăшăрăн та, çынсен те хисеплемелле. Йăла тăрăх, упăшкипе арăмĕн пĕр-пĕрне кĕмĕл çĕрĕсем парнелемелле, ылтăннипе çуммăн тăхăнса çÿремелле.

30 çул – ахах. Ĕлĕкренех ахах телей талисманĕ анчах мар, тухăçлăх символĕ те шутланнă. Çавăнпа та ку юбилей кунĕнче ачасемпе пĕрле мăнуксем те пулмалла. Йăла тăрăх упăшки арăмне 30 ахахран (искусственнăй пулсан та юрать) шăрçа парнелет.

35 çул – пир (коралл). Уяв сĕтелне çĕнĕ, çÿхе пиртен, хитре тĕрĕллĕ сĕтел витти сараççĕ çак кун.

40 çул – рубин. Юратупа çулăм чулĕ, сÿнми туйăм символĕ. Ĕлĕк пĕрлешнĕ чухнехи çĕрĕсем çине рубинсем лартнă. Халĕ вара рубин куçлă çĕрĕ илме те юрать. Çак кун хаклă та пысăк калăпăшлă япаласем парнелесси йăлара: сĕтел-пукан, картинăсем, пысăк вазăсем тата ытти те.

45 çул – сапфир. Çак çул мăшăрсем пĕр-пĕрне питĕ лайăх пĕлсе çитнине, халĕ ĕнтĕ нихăçан та уйрăлмассине ăнлантарать. Уяв тумĕ кăвак тĕслĕ пулмалла. Хăнасен шывпа çыхăннă япаласем парнелемелле: кăвак пит шăлли, ваннăйра усă курмалли хатĕрсем...

50 çул – ылтăн. Çак юбилей мăшăр пĕр-пĕрне чăннипех те юратнине кăтартса парать. Вĕсем çĕнĕ ылтăн çĕрĕсем пĕр-пĕрне тăхăнтараççĕ. Хăнана çывăх тăвансене: ачасене, мăнуксене, мăнуксен ачисене тата туйри свидетельсене чĕнеççĕ. Хăть мĕнле япала та парнелеме юрать, тулĕк вăл ылтăнран е йăлтăркка ылтăн тĕслĕ пултăр. Тĕслĕхрен: ылтăн тĕслĕ рамкăллă картина, стена çине çакмалли сехет е ылтăнласа сăрланă сервиз.

55 çул – изумруд.

60 çул – бриллиант. Çак хаклă чул çирĕплĕхпе кервенлĕх, тÿсĕмлĕх, тĕреклĕх тата телей символĕ. Пĕрле çак çулхи юбилейчченех пурăнакансем, паллах, нумайăн мар.

65 çул – тимĕр. Ку юбилей тата та сайрарах тĕл пулать. Çемьери хутшăнусем тимĕр пек çирĕп те тăн-тăн.

70 çул – ырлăхлă, тивлетлĕ. Мăнуксем те ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ, юрату вара чĕрĕ-ха. Ку, чăнах та, Турă панă тивлет.

75 çул – бриллиант (корона). Çакă “иккĕмĕш бриллиант туй”. Мăшăрсене çак çула çитме Турă сывлăх патăрах!

80 çул – юман.

100 çул – хĕрлĕ туй.

Эсир асăрхарăр пулĕ, туй датисен ячĕсем икĕ тĕрлĕ те пулаççĕ, вĕсене скобкăра илсе панă. Эсир хăвăра хăшĕ килĕшет, çавна суйласа илме пултаратăр, парнесем мĕнле пуласси те туй ятĕнчен килет-çке.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика