24 сентября 2008 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов гриппа вируслă инфекци (ОРВИ) чирĕсем сарăласран профилактика мероприятийĕсене ытларах туса пымалли çинчен хушу кăларнă.
Гриппа вируслă инфекци (ОРВИ) сывлăшпа ерет. Вĕсене сиплеме каякан тăкакĕ пысăках. Асăннă чирсем мĕн пур инфекциллĕ чирсен 69,1-75,3 проценчĕпе танлашаççĕ.
2007 çулта ОРВИпе 907 çын, гриппа 14 çын чирлесе врач патне пынă. Кăтартусем виçĕмçулхипе танлаштарсан пысăкрах, анчах чылай маларахрисемпе илсен палăрмаллах пĕчĕк. Çакă грипа хирĕç прививка тунипе те çыхăннă.
Республикăри патшалăх тĕп санитари врачĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, район пуçлăхĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене грипран массăллă прививка тунă чухне медицина ĕçченĕсене тивĕçлĕ пулăшу пама сĕннĕ. Уйрăмах шкул çулне çитмен ачасемпе 60 çултан иртнĕ ватăсем патне ытларах тимлĕх уйăрмалла.
Предприяти, организаци ертÿçисемпе пĕрле вĕрентÿ, сиплев учрежденийĕсенче, пурăнмалли çуртсенче кĕрлĕ-çурлă вăхăтра кирлĕ температура режимне тытса тăма тăрăшмалла.
Грипп эпидемийĕ сарăлас хăрушлăх пур пулсан çынсене йышлă пуçтарса культурăллă-массăллă мероприятисем ирттерессинчен тăхтаса тăмалла.
Предприятипе организаци ертÿçисене хăйсен ĕçченĕсем валли грипран хÿтĕленсе прививкăсем тумалли вакцинăсем туянма кирлĕ укçа-тенкĕ тупма сĕннĕ.
Район больницин тĕп врачне Н.Тинюкова “Сывлăх” наци проектне пурнăçа кĕртсе кăçалхи кĕркуннехи тапхăрта 5000 çынна грипран хÿтĕлесе прививка тăвассине пурнăçлама сĕннĕ. Сиплев учрежденийĕсем чирлĕ çынсене йышăнма хатĕр пулмалла.
Патăрьелĕнчи 43-мĕш аптека администрацийĕн, “Сывлăх” пĕрлешÿ тата райпо ертÿçисен чирсенчен сипленмелли эмелсене кирлĕ чухлĕ кÿрсе килме тăрăшмалла.
Прививкăсене тÿлевлĕ те тутарма пулать. Çак вăхăтра сиплев препарачĕсен усси çинчен халăх патне çитерес енĕпе ăнлантару ĕçне вăйлатмалла.
Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци начальникĕн П.Ефимовăн кайăк-кĕшĕк грипĕ сарăласран килти чăх-чĕпсене иммунизаци ирттерессине йĕркелемелле.