24 сентября 2008 г.
Чăваш Республикинчи Ырă ĕçсен çулталăкĕн планĕпе килĕшÿллĕн 2008 çулхи сентябрь-октябрь уйăхĕсенче республикăра “Ăрусен туслăхĕ” акци иртет. Ăна Пĕтĕм Тĕнчери ватă çынсен кунне халаллаççĕ. Акци тĕллевĕ— ăрусем хушшинчи çыхăнусене тĕреклетесси, çамрăк ăрăва воспитани парас тĕллевпе ватă çынсен пуян пурнăç опычĕпе усă курасси, аслă ăрури ĕçлеймен, пĕччен пурăнакан тата сахал тупăшлă çынсен пурлăх тĕлĕшĕнчи пурнăçне лайăхлатасси.
Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви “Ăрусен туслăхĕ” акцие хастар хутшăнма, аслă ăру пирки тимлĕхе ÿстерме, ветерансен çивĕч ыйтăвĕсемпе нушисене шута илме, вĕсен опычĕпе ĕçĕн пĕлтерĕшĕ çинчен аса илме чĕнет.
Пурте пĕрле вăй хурса пенсионерсем, ветерансем хăйсем пирки тимленине, вĕсен ĕçне, общество аталанăвне хывнă тÿпине туйччăр тесе тăрăшмалла.
Уйрăм çынсене, юридициллĕ сăпатсене, вĕсем кирек мĕнле харпăрлăхра пулсан та, нушаллă пенсионерсене, вăрçăпа ĕç ветеранĕсене ăнланма, май килнĕ таран пулăшма чĕнетпĕр.