24 сентября 2008 г.
– Çанталăк çумăрлă тăрать пулин те, Регина, паян çĕнĕ хаçатсене пирĕн пата унчченхи вăхăтрах çитертĕн иккен, – кăмăллăн кĕтсе илчĕ Б.Кошкин почтальонкăна. Кашни кунах çапла вăл. Çĕнĕ хыпарсене Р.Медведевăран хăйĕнчен те нумай ыйтса юлать. Пĕр çул та хаçат çырăнмасăр юлмасть Борис Гаврилович. Уйрăмах районта тухса тăракан “Авангарда” кăмăллать. Хăй те лайăх çынсем çинчен сахал мар материал çырать унта.
Нăрваш Шăхалĕнчи çыхăну уйрăмĕнче почтальонкăра ĕçлеме пуçлани вунтăххăрмĕш çул çине кайрĕ Регина Александровнăн. Пулевей, Апăрша, Центральнăй урамсенчи çынсене пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пек пĕлет. Чарăнман кил çук кунта. Хăшĕ хаçат-журнал çырăнать, тепри пенси-пособи илет, виççĕмĕшĕ почта таварне (сутлăх хаçат, супăнь, порошок...) туянать. Васкасан та васкама çук. Ял хыпарçине кашнийĕ кĕтет. Сăмах пуçарсан пине çитни те пулать.
Савăнать хăйĕн çыннисемпе Р.Медведева. Хăшĕ мĕнле хаçат кăмăлланине пĕлет вăл. “Авангарда” кашни çур çул валлиех 60-70 çырăнтарать. Вĕсенчен 50-шĕ пĕр çырăнтаруран та юлманнисем. Район хаçатне кăмăлланине çирĕплетер. Танлаштармах хăш-пĕр цифрăсем илсе кăтартар. Акă, хăйĕн участокĕнче 66 “Авангард”, 11 “Хыпар”, 22 “Çамрăксен хаçачĕ”, 19 “Чăваш хĕрарăмĕ”, 20 “Кил-çурт” валеçет вăл. Кошкин Геннадий Гаврилович, Кошкин Василий Егорович, Яковлев Василий Александрович, Адикин Василий Кузьмич, Михайлов Николай Петрович çырăнтару пуçлансанах çырăнаççĕ “Авангарда”. С.Мулендеева пĕрре те юлмасть унсăрăн. 80 çултан иртнĕ пулин те София Ивановна кашни хыпара хĕвелçаврăнăш шĕкĕлченĕ евĕр шĕкĕлчет. Хăй те чылай çул почтальонкăра ĕçленĕ вăл.
Хыпар салатакансем виççĕн çырăнтару уйрăмĕнче. Валентина Фроловăн, Мария Едифановăн та ĕç стажĕ пĕчĕк мар. Пĕрер теçетке çул ытла ĕçлеççĕ. Почта ертÿçипе Н.Еремеевăпа пĕр сăмахра вĕсем. Пĕр-пĕрне ăнланса умри тĕллевсене пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ.
Çемьере юратнă анне, кин, мăшăр Регина Александровна. Икĕ ывăл çитĕннĕ вĕсен. Асли Коля Шупашкарта ĕçлет. Денис кăçал Канашри педагогика колледжĕнчен вĕренсе тухрĕ. Пĕрле пĕлÿ пухнă хĕре куç хывнă вăл. Унпа мăшăрланса çемьеллĕ пулчĕç.
Кĕрлĕ-çурлă, çил-тăманлă каçсенче тулли сумкăпа килрен киле çитет почтальонка. Паянхи ĕçе ырана хăварма тăрăшмасть вăл. Унсăрăн хăйĕн те ыйхи килмест. Телефон шăнкăравĕсене те хуравласа пĕтереймест. Ваттисен чăтăмлăхне тĕрĕслеме юратмасть. Пушатса хул хушшине хĕстернĕ сумкăпа киле таврăнать.
А.АСТРАХАНЦЕВА.