АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын ĕçпе илемлĕ

24 сентября 2008 г.

Ташă хыççăн ташăпа тухрĕç районти культурăпа кану центрĕн сцени çине районти халăх юрăпа ташă ансамбльне çÿрекенсем пĕр уявра. Акăш евĕр шурĕç вĕсем. Хĕрĕсем çамрăк-ха. Анчах арçынсем хушшинче çулланнисем те пур. Хăйĕн пултарулăхĕпе куракансене 20 çул ытла савăнтараканнисенчен пĕри вăл А.Калькин (ÿкерчĕкре мăшăрĕпе). Анатолий Алексеевич кăçал професси тĕлĕшпе чи лайăххисем хушшинче “Районти чи лайăх культура ĕçченĕ” ята тивĕçрĕ те пулас.

Сăкăтра çуралса ÿснĕ вăл. Ачалăхĕ кунтах иртнĕ. Вăрман хĕррине вырнаçнă ялти ем-ешĕл курăклă улăх-çаран, сиплĕ çăл шывĕ сывлăх енчен тĕреклĕ çитĕнме май панă ăна. Вунă класс вĕреннĕ хыççăн каччă Ульяновскинчи культурăпа çутĕç училищинче пĕлÿ пухать. Дипломлă специалист ун хыççăн çар ретне тăрать. Хореографи уйрăмĕнче вĕренни ăна салтак тивĕçне чыслăн пурнăçлама май парать. Утнă чух утса, чупнă чух чупса çÿреме пултарни кама ан килĕштĕр. Ун пеккисене хамăр хушăра та салтакпа танлаштараççĕ-çке.

Çар тумне хывнă хыççăн вара А.Калькин районти Культура çуртне ĕçе вырнаçать. Ултă çултан ялне куçать. Культура çурчĕн директорĕнче вăй хума тытăнать. Сцена çине тухма пуçлани виççĕмĕш теçеткене яхăн унăн. Хусканăвĕсем халĕ те çăмăл.

Тĕп ĕçпе çеç çырлахмасть Анатолий Алексеевич. Ташă кружокĕ йĕркелесе ярать. Унта шкул ачисем хаваспах çÿреме тытăнаççĕ. Паянхи кун та икĕ ушкăн унăн. Ялти шкулăн виççĕмĕш-пиллĕкмĕш класĕнче вĕренекенсем пĕрне, саккăрмĕш-вуннăмĕшне çÿрекенсем тепĕрне пуçтарăнаççĕ. Ăста ташăç пулас тесе пилĕк çул вĕренмелле. Яла килнĕренпе тăватă хутчен вĕрентсе кăларчĕ А.Калькин. Кружок ертсе пыни ĕçре те пулăшу кÿрет. Кирек хăш уявра сцена çине концертпа тухас тесен яланах хатĕр номерсем пур. Ташлакансемсĕр пĕр акатуй-сабантуй та иртмест. Фестивальсене хутшăнаççĕ.

Сăкăтри халăх хорĕн чапĕ те таврара ырă ятлă. Çакăнта каллех А.Калькин тÿпи пысăк. 35 çынран тăрать вăл. Чи асли – И.Глухов. Иван Александрович пĕччен юрлама та, хут купăспа выляма та ăста. Хора çÿрекенсен вăтам çулĕ 45-50-па танлашать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен пуçласа вĕтти таранах тухма ÿркенмеççĕ сцена çине.

Культура çурчĕ çумĕнче тĕрлĕ кружок ĕçлет. Пĕлтĕр пукане театрĕ халăх пукане театрĕн ятне тивĕçрĕ.

Фортепиано кружокне кăмăлласа çÿреççĕ. Б.Прохоров педагог çул хыççăн çул ăста специалистсем хатĕрлет. Сăмах май çакна та палăртмалла. Анатолий Алексеевичпа Елена Анатольевнăн ывăлĕ Саша педагогика университечĕн музыка факультетне вĕренме кĕчĕ. Сцена ăсталăхне юратакансем тата та пур. Наташа Прохорова, Светлана Чиркина, Стасик Нртин, Таня Лаврентьева хăйсен пурнăçне ку енĕпе çыхăнтарнă.

Республика Президенчĕ Н.Федоров культура çурчĕсене тĕслĕхлĕ тăвас енĕпе ятарлă хушу кăларчĕ. Малтисен шутĕнче пулас шухăша тытнă та Сăкăтсем. Кирлĕ хутсене тăратнă вĕсем. Библиотекăсене тĕслĕхлĕ туни ял халăхĕшĕн мĕн тери аван пулчĕ. Культура çурчĕсене çак майпа çĕнетсе юлни те вырăнлах. Музыка инструменчĕсемсĕр, компьютерсемсĕр çамрăксене кану çуртне утма илĕртейместĕнех. Талăкĕпех ĕçлекен сăра-эрех барĕсем еннелле çул ан тупчăр тесе тăрăшассине тĕпе хураççĕ культура çурчĕн ĕçченĕсем. Çавна май юсав ĕçĕсене пурнăçлама пикеннĕ кану вырăнĕнче. Çуртăн тăррине витнĕ. Тĕслĕхлĕ культура вучахĕ уçас ыйтупа ялта район пуçлăхĕ Н.Глуховпа республикăри культура, национальноç ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.Лизакова та пулнăччĕ.

Культура çурчĕ ялти общественноçпа, библиотекăпа канашласа ĕçлет. Библиотека заведующийĕ А.Сулагаева пĕрлехи мероприятисем йĕркелеме сахал мар пулăшать. Çемье тата ачасен çулталăкне, паллă çынсен юбилейĕсене халалласа йĕркелекен кану каçĕсем пулсах тăраççĕ. Ытларах хĕллехи вăхăтра халăха интереслентерекен уяв концерчĕсем йĕркелеççĕ.

Мăшăрĕ те халăх хушшинче пулма юратать А.Калькинăн. Спортпа туслă вăл. Çемьере виçĕ ача çитĕнет. Асли çар ретĕнче тăрать. Кĕçĕн хĕрĕ Тоня вăтам шкулăн вуннăмĕш класне çÿрет.

Хуçалăхпа пурăнать пулин те А.Калькин районти халăх юрăпа ташă ансамблĕпе тĕрлĕ çĕре уявсене тухса çÿреме май тупатех. Мускаври акатуйра, Смоленскра, Тольяттинче, Ульяновскинче, Шупашкарта миçе хутчен пулман-ши вĕсем. Çулĕ хушăнать пулсан та чунĕ çамрăк унăн. Çирĕп утăмлăскерĕн ташши çăмăл.

А.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика