24 сентября 2008 г.
Кăнтăр Осетири хăрушă пулăм çĕр-шывра пурне те хумхантарать. Республикăшăн йывăр вăхăтра ăна Раççей хÿтĕлерĕ, тăванла халăха алă тăсса пачĕ. Гуманитариллĕ “марафона” Чăваш Республики те хастар хутшăнать.
Кăнтăр Осетири шкул ачисем те халĕ парта хушшине ларнă. Вĕсене тÿссе ирттернĕ хуйхăра чĕрисене ăшăтма паян Чăваш Енри кашни шкул ачи пулăшма пултарать. Çавна май Чăваш Республикинчи Ача-пăча фончĕпе Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви “Кăнтăр Осетири тантăша – çыру” акци ирттереççĕ. Унăн тĕллевĕ – ачасене çын хуйхине ăнланма хăнăхтарасси, вĕсен чĕринче ырăлăха, çутăлăха, çынна юратас туйăмлăха çирĕплетесси, ачасене хÿтĕлес ĕçе пĕтĕм обществăна явăçтарасси.
Хаклă ачасем! Сирĕн хăвăр тата çемйĕр, шкулăр, пурăнакан вырăнăр, тăван Атăл пирки çырнă çырăвăрсене, ÿкерчĕкĕрсене, илемлĕ калавăрсене çак адреспа кĕтеççĕ: г.Чебоксары, ул.Ленинградская, 33, каб. 36.