АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пропискăна мĕнле тăмалла тата тухмалла;

27 сентября 2008 г.

Пропискăна тăрас е тухас тетĕр пулсан Раççей Федерацийĕн миграци службин Чăваш Республикин управленийĕн районти территори пунктне тата ял поселенийĕн администрацине пымалла. Çынна вăхăтлăх е яланлăхах пропискăна тăма должноçри çынсен чармалла мар. Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пропискăна тăрас, кăларас ĕçсене тÿлевсĕр пурнăçлаççĕ.

Пропискăран тухнă гражданин 7 кун хушшинче çĕнĕ адреспа пропискăна тăма тивĕç. Палăртнă вăхăтра ĕлкĕреймесен ăна 1500 тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ. Вăхăтлăх пурăнакан вырăнта пропискăран тухмасăр 90 кунран ытлашши юлма юрамасть. Ытларах пурăнас тесен вăхăтлăх пропискăна тăмалла. Çакна яланах пурăнакан вырăнтан тухмасăр та тума пулать. Пропискăна вара икĕ енĕ те калаçса татăлнă вăхăта тума май пур. 14 çул тултарман ачасемшĕн пропискăна тăма, пропискăран тухма ашшĕ-амăшĕ е опекунĕ заявлени çырать.

Пропискăна тăма тата пропискăран тухма паспорт, 14 çул тултарайман ачасем валли çурални çинчен ĕнентерекен хут, ял поселенийĕнчен илнĕ яланлăх пурăнмалли заявлени форми кирлĕ. Енчен те гражданинăн хăй укçа тÿлесе илнĕ е приватизаци тунă хваттер пулсан регистраци палати урлă çирĕплетнĕ патшалăх регистраци прави çинчен панă свидетельство е пурăнмалли лаптăкра пурăнма ирĕк паракан урăх документ пулмалла.

Гражданин вăхăтлăх прописка тăвасшăн пулсан Раççей Федерацийĕн миграци службин Чăваш Республикин управленийĕн районти территори пунктне паспортпа, ял поселенийĕнчен вăхăтлăх пурăнма ирĕк паракан заявленипе (1-мĕш номерлĕ форма) пымалла.

Г.СУГУТСКИЙ,

Раççей Федерацийĕн миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн районти территори пункчĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика