АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун йĕркинче – паха шыв

01 октября 2008 г.

Район пуçлăхĕ Н.Глухов ертсе пынипе Патăрьел ялне тата района паха шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе канашлу иртнĕ. Ыйтăва сÿтсе явнă çĕре Чăваш Республикин Хула строительствипе обществăллă инфратытăм аталанăвĕн министрĕн çумĕ С.Банюк, “Спецстройкоммуникации” пĕрлешÿ директорĕ В.Миронов, Патăрьел ял тăрăхĕн, 50-мĕш мехколоннăн, “Чувашгражданпроект” институтăн, “ЭЛПРИ” пĕрлешÿ, Патăрьел районĕн тĕп больницин, Патăрьелĕнчи техникăллă инвентаризаци бюровĕн, Патăрьел электросеть районĕн представителĕсем хутшăннă.

Канашлура Патăрьелĕнче пурăнакансене паха шывпа тивĕçтермелли программа мĕнле пурнăçланса пынине тишкернĕ, ĕçе хăвăртлатмалли çул-йĕре палăртнă. Хальлĕхе ĕçĕ чылай-ха: газпа усă курма лимит илмелле, электричествăпа, газпа тивĕçтермелли проектсемпе татăлмалла, 10 киловольтлă электролиние туса пĕтермелле тата сăнаса пăхмалла, объекта уйăрса илсе паспортизацилемелле. Унсăр пуçне шыв пăрăхĕсене çуса пусăмпа тĕрĕслемелле, тимĕртен тасатмалли станцие тирпей-илем кĕртмелле.

Палăртнă тĕллевсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлас тесе кашни эрнерех ятарлă тата яваплă службăсемпе пĕрле канашлу ирттерме пăхнă.

Таса, пахалăхлă шывпа чи малтанах çул çитмен ачасен учрежденийĕсенче тата Патăрьел районĕн тĕп больницинче усă курма пуçлĕç.

А.САЛМИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика