АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕхе сутас тесен...

01 октября 2008 г.

Обществăлла секторта, килти хуçалăхра сывă выльăх-чĕрлĕхрен чылай тупăш илме пулать. Чирлĕ мар ĕнерен сунă сĕте тата унăн продукчĕсене (хăйма, çу, турăх) килте çиме, сутма юрать. Сысна амисене хĕл каçараççĕ, çăвăрлаттараççĕ, пушмак пăрусем çитĕнтерсе сутаççĕ – укçа тума тăрăшаççĕ. Патшалăх çак ĕçсенче ялсенче пĕчĕк формăллă хуçалăха аталантарма çăмăллăхлă кредитпа пулăшса парать.

Кĕркунне çитнĕ май çынсем выльăх-чĕрлĕхе йышлăн сутма тытăнаççĕ. Çавăн пек чухне мĕн пĕлсе тăмалла-ха;

Пур йышши выльăха, кайăк-кĕшĕке сутас умĕн вырăнти ветеринари лечебницине е участокне илсе кайса сывлăхне пăхтармалла, хамăр район территорийĕнче сутма-илме ирĕк паракан 4-мĕш формăллă справка илмелле. Ют тăрăхсене кайса сутас тесен вĕсен валли 1-мĕш формăллă ветеринари свидетельстви кирлĕ.

Выльăхсене аш-какая пусас умĕн те вырăнти ветеринарсене кайса кăтартмалла, сывă иккенне пĕлтерекен справка илмелле. Ĕне выльăха, сыснасене, сурăхсене хыçалти урисенчен çакса пусмалла.

Коллективлă хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе пусмалли ятарлă площадка пулмалла, унта вĕреннĕ забойщик ĕçлемелле, аш-какая хума холодильник кирлĕ. Ку енĕпе “Батыревский” пĕрлешÿре, “Звезда”, “Хастар” хуçалăхсенче, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче, “Исток” хуçалăхра аван ĕçлеççĕ. Ытти коллективлă ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен фермăсене ветеринарипе санитари енчен тата экологи тĕлĕшĕнчен тирпейлĕ тытас, выльăх-чĕрлĕхе кирлĕ пек усă курас енĕпе тăрăшсах ĕçлемелле.

Выльăх-чĕрлĕхе пусса тирпейленĕ хыççăн тушкине тата шалти органĕсене (чĕрине, ÿпкине, пĕверне, сулине, пÿрене), сыснасене (уйрăмах пуçне) лечебницăра е участокра тĕрĕслеттерсе тăватă кĕтеслĕ “Малтанхи тĕрĕслев” (“предварительный осмотр”) тăмха (клеймо) çаптармалла. Унтан районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцинчен тăрăхлине (“овальный”) ларттармалла. 2-мĕш номерлĕ ветеринари свидетельствине илнĕ хыççăн тин район тулашĕнчи, хуласенчи пасарсене сутма кайма юрать. Малтанхи тĕрĕслевпе кăна пĕтĕмĕшле экспертиза тума çук.

Чирленĕ выльăхсене ветеринари специалисчĕсем ирĕк памасăр пусма юрамасть. Мĕнле те пулин сăлтавпа сарăмсăр е ирĕксĕр ку ĕçе тума тивсен, çийĕнчех ветеринара чĕнсе илмелле те какая Патăрьел зонинчи лабораторине тĕрĕслеттерме ямалла. Çакăн хыççăн вырăнти тата районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцинчен тăмха çаптарса справка илсен кăна усă курма юрать.

Выльăхсене пуснă хыççăн е вилсен сÿсе илнĕ тирсене усă курма тытăниччен вырăнти ветеринари специалисчĕсене кăтартмалла, проба илтерсе шутран кăлармалла. Патăрьел зонинчи ветеринари лабораторийĕнче çĕпĕр язвин микробĕсемпе вараланманнине пăхтармалла, ун хыççăн районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцинчен 3-мĕш номерлĕ ветеринари свидетельстви илмелле.

Сĕт-çу сутас пулсан вырăнти ветеринарсен справки кирлĕ. Унта ĕнесене туберкулез, лейкоз, бруцеллез чирĕсенчен тата маститран тĕрĕслеттерни, çĕпĕр язвинчен укол тутарни паллă пулмалла. Çавăн пекех сĕт пахалăхне ветеринари лабораторинче тĕрĕслеттермелле.

Мăйракаллă шултра выльăхсене, лашасене, сурăхсене, качакасене, сыснасене кашни çул кĕтĕве кăларма пуçласан юнне илсе тĕрĕслеттермелле, тĕрлĕ чиртен прививка (укол) тутармалла. Унсăрăн чирлеслĕх питĕ пысăк.

Хурт-хăмăр тытакансен утарăн ветеринарипе санитари паспорчĕ кирлĕ. Хурт-хăмăра сутма – 1, пыла – 2, ытти продуктсене 3 номерлĕ ветеринари свидетельстви илмелле.

Йытăпа кушак усракансен те ветеринари паспорчĕ пулмалла. Унта уйрăмах вĕсене уртаракан чиртен, чумаран прививка тата ытти чир-чĕртен укол туни, пăрçапа сăвăсран хÿтĕлени çинчен çырса хуни кирлĕ.

Выльăх-чĕрлĕхе, аш-какая, сĕт-çăва тата ытти продуктсене республика тулашне илсе каяс тесен Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службинчен, районтан ирĕк илмелле.

Çÿлерех асăннă йĕркесене пăхăнса ĕçлемесен хуçалăх руководителĕсене, уйрăм çынсене административлă майпа саккунпа килĕшÿллĕн 500 тенкĕрен пуçласа çирĕм пин тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ.

П.ЕФИМОВ,

районти патшалăх ветеринари тĕп инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика