АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ваттисем спортра та маттур

01 октября 2008 г.

Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне халалласа Патăрьелĕнчи социаллă тивĕçтерÿ центрĕ çулсеренех шашка-шахмат турнирĕ ирттерет. Кăçал та ку йăлана пăсмарĕç. Иртнĕ эрнере центра шашка-шахмат спортне юратакансем йышлăн пухăнчĕç. Вĕсене Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Патăрьелĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ф.Майорова, Социаллă тивĕçтерÿ центрĕн директорĕ Т.Малинина уявпа саламларĕç, çирĕп сывлăх, ăнăçусем сунчĕç.

15 ватă спортсмен тупăшрĕ шашка-шахмат хăмисем çинче. Пĕтĕм итогсем тăрăх пĕрремĕш вырăна Н.Трофимов (Патăрьел) йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – М.Абдуллинпа (К.Чишма) Ф.Ларионов (Сăкăт). Призлă вырăнсене йышăннисем Хисеп хучĕсемпе парнесене тивĕçрĕç. Пухăннă мĕн пур маттур ватăсене уяв апачĕпе чысларĕç.

А.САЛМИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика