04 октября 2008 г.
Хальхи медицинăра çыннăн сывлăхне, пурнăçне çăлса хăварас тесен тĕрлĕрен эмел пур. Курăкран хатĕрленисем те пайтах. Анчах та тепĕр чухне вĕсемсĕр пуçне чи пĕрремĕш пулăшу пама нимĕн те мар, юн кирлĕ. Вăл кирек хăш вăхăтра та алă айĕнче пулмалла.
Авăнăн юлашки кунĕнче Турханта “Донор кунне” йĕркеленĕ. Хальхинче те çак яваплă кун хастар иртнĕ. Юн парас текенсем таврари вун икĕ ялтан та хутшăннă. 99 донор тĕрлĕрен инкек-синкеке лекнĕ çын сывлăхĕшĕн хăйсен ăнланулăхĕпе юн панă. Уйрăмах çак пархатарлă ĕçе Турхан, Тури Тăрмăш, Кĕçĕн Чемен, Шăхач ял халăхĕ хастар хутшăннă. Ырă та пархатарлă ĕçшĕн вĕсене тав тумалла çеç.