04 октября 2008 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров правительство членĕсемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура тыр-пул, çĕр улми пухса кĕртес ĕçсем пирки ыйтăва уйрăмах çивĕчлетнĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртесси вĕçленнĕ. Çĕр улми паян-ыран пÿлмене кĕрсе пĕтмелле, Президент уй-хиртен илекен тупăша ÿстермелли майсем пирки тепĕр хут палăртса каланă.
Ватта сума сăвакан–хăй те сумлă пулакан
Тĕнчери ватă çынсен кунне районта анлăн паллă турĕç. Ĕç коллективĕсенче, ял тăрăхĕсенче ватăсемпе тĕл пулусем йĕркелерĕç.