04 октября 2008 г.
Кирек мĕнле ĕç коллективĕ те çын йышĕпе улшăнмасăр тăмасть: пĕрисем килеççĕ, теприсем каяççĕ. Темиçешер çул каялла çак вунă çын та паянхи работниксем пекех райшалĕçпайĕнчи çирĕп йĕркешĕн, тăнăçлăхшăн, тирпейшĕн тăрăшнă. Паян вара вĕсем тивĕçлĕ канура. Ватăсен ытларах пайĕ хисеплĕ çулта: ачисемпе савăнаççĕ, мăнукĕсемпе киленеççĕ. Каçал тăрăхĕнчи Е.Шмелевпа Первомайскинчи Н.Миронов унчченхи участковăйсем çулĕсемпе пуринчен те аслăрах. Çавăнпа та милици сотрудникĕсен пĕр ушкăнĕ вĕсем патне ваттисен кунĕ ячĕпе саламлама килнех çитнĕ. Ыттисем вара çавра сĕтел тавра пуçтарăнса иртнине аса илчĕç, ĕнерхипе паянхи пурнăçа танлаштарчĕç.
Уява пуçтарăннисене райшалĕçпайĕн начальникĕ Н.Ванин саламларĕ. Вăхăтĕнче нумай-нумай çул ĕçлесе ят-сум, хисеп çĕнсе илнĕ ватăсене çирĕп сывлăх, канлĕ те лăпкă ватлăх сунчĕ, пурне те ăшшăн алă тытса тав турĕ. Вĕсен ячĕсене пÿрне хутлатсах шутласа тухма пулать: милици органĕнче 30 çула яхăн пиçĕхнĕ, вăл шутра 18 çул ытла милици начальникĕ пулнă А.Якимов, нумай çулсем ОБХСС начальникĕнче палăрнă Г.Тихонов, милицин политикăпа воспитани енĕпе улшăнми начальник çумĕ пулнă А.Долгов, нумай-нумай çул ăста водительте палăрнă, юлашкинчен Перекет банкĕнче отделени начальникĕн пулăшуçинче тăрăшнă П.Крылов, кассир-бухгалтер ĕçне чĕрĕк ĕмĕр тирпейлесе пынă Л.Яковлева, пĕр улшăнми çак ĕçре палăрнă Н.Гранатская паспортистка, хăйсен ĕçĕнче тирпейлĕхпе чăтăмлăхпа палăрнă Е.Пизеневапа Е.Аппакова техничкăсем.
Уява пуçтарăннисене ваттисен канашĕн ертÿçи А.Якимов, А.Долгов ырă сунса ăшă сăмах каларĕç, çакăн пек чуна çывăх уява пĕрле пуçтарăнма май туса панăшăн милици начальникне тав турĕç.
А.ЕГОРОВА.